Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилнӗ (тĕпĕ: вил) more information about the word form can be found here.
5. Хет ывӑлӗсем Авраама хуравласа каланӑ: 6. эй хуҫамӑр, пире итле-ха; эсӗ пирӗн хушшӑмӑрта Турӑ лартнӑ пуҫлӑх; вилнӗ арӑмна пирӗн виле пытаракан ҫӗрти чи лайӑх вырӑна пытар; санӑн вилнӗ арӑмна [унта] пытармашкӑн пирӗнтен никам та сана пытармалли вырӑн парас мар темӗ, тенӗ.

5. Сыны Хета отвечали Аврааму и сказали ему: 6. послушай нас, господин наш; ты князь Божий посреди нас; в лучшем из наших погребальных мест похорони умершую твою; никто из нас не откажет тебе в погребальном месте, для погребения [на нем] умершей твоей.

Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Унтан Авраам хӑйӗн вилнӗ арӑмӗ патӗнчен кайнӑ та Хет ывӑлӗсемпе калаҫса вӗсене каланӑ: 4. эпӗ сирӗн патӑра ютран килсе ларнӑ ҫын; вилнӗскерӗме куҫӑм умӗнчен пытармашкӑн мана хӑвӑр ҫӗрӗрте тупӑк валли вырӑн парсамӑр, тенӗ.

3. И отошел Авраам от умершей своей, и говорил сынам Хетовым, и сказал: 4. я у вас пришлец и поселенец; дайте мне в собственность место для гроба между вами, чтобы мне умершую мою схоронить от глаз моих.

Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Сарра ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫул пурӑннӑ: Сарра пурӑннӑ кунҫул ҫакӑ; 2. Сарра Ханаан ҫӗрӗнче, [айлӑм ҫӗрти] Кириаф-Арба текен вырӑнта, вилнӗ, халӗ ӑна Хеврон теҫҫӗ.

1. Жизни Сарриной было сто двадцать семь лет: вот лета жизни Сарриной; 2. и умерла Сарра в Кириаф-Арбе, [который на долине,] что ныне Хеврон, в земле Ханаанской.

Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Харран ҫӗрне ҫитнӗ чухне Фарра икҫӗр пилӗк ҫулта пулнӑ, Фарра Харранра вилнӗ.

32. И было дней жизни Фарры [в Харранской земле] двести пять лет, и умер Фарра в Харране.

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Аран хӑйӗн ашшӗ Фарра пурӑннӑ чухнех хӑй ҫуралнӑ ҫӗрте, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнче, вилнӗ.

28. И умер Аран при Фарре, отце своем, в земле рождения своего, в Уре Халдейском.

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Фарра ҫуралнӑ хыҫҫӑн Нахор ҫӗр вунтӑхӑр [129] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

25. По рождении Фарры Нахор жил сто девятнадцать лет и родил сынов и дочерей [и умер].

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Нахор ҫуралнӑ хыҫҫӑн Серух икҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

23. По рождении Нахора Серух жил двести лет и родил сынов и дочерей [и умер].

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Серух ҫуралнӑ хыҫҫӑн Рагав икҫӗр ҫичӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

21. По рождении Серуха Рагав жил двести семь лет и родил сынов и дочерей [и умер].

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Рагав ҫуралнӑ хыҫҫӑн Фалек икҫӗр тӑхӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

19. По рождении Рагава Фалек жил двести девять лет и родил сынов и дочерей [и умер].

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Фалек ҫуралнӑ хыҫҫӑн Евер тӑватҫӗр вӑтӑр [370] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.]

17. По рождении Фалека Евер жил четыреста тридцать лет и родил сынов и дочерей [и умер].

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Евер ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сала тӑватҫӗр виҫӗ [330] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.]

15. По рождении Евера Сала жил четыреста три года и родил сынов и дочерей [и умер].

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Сала ҫуралнӑ хыҫҫӑн Арфаксад [Каинан] тӑватҫӗр виҫӗ [330] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

13. По рождении Салы Арфаксад [Каинан] жил четыреста три года и родил сынов и дочерей [и умер].

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Каинан ҫуралнӑ хыҫҫӑн Арфаксад тата виҫҫӗр вӑтӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, вӑл вара вилнӗ.

По рождении Каинана Арфаксад жил триста тридцать лет и родил сынов и дочерей и умер.

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Симӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫултан, ҫӗр ҫулта чухне, Симӑн Арфаксад ҫуралнӑ; 11. Арфаксад ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сим тата пилӗкҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

10. Вот родословие Сима: Сим был ста лет и родил Арфаксада, чрез два года после потопа; 11. по рождении Арфаксада Сим жил пятьсот лет и родил сынов и дочерей [и умер].

Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ной пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр аллӑ ҫул пулнӑ, вӑл вара вилнӗ.

29. Всех же дней Ноевых было девятьсот пятьдесят лет, и он умер.

Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ламех пурӑннӑ кунҫул пурӗ ҫичҫӗр ҫитмӗл ҫичӗ [753] ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

31. Всех же дней Ламеха было семьсот семьдесят семь лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Мафусал пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл тӑхӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

27. Всех же дней Мафусала было девятьсот шестьдесят девять лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иаред пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл икӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

20. Всех же дней Иареда было девятьсот шестьдесят два года; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Малелеил пурӑннӑ кунҫул пурӗ сакӑрҫӗр тӑхӑрвун пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

17. Всех же дней Малелеила было восемьсот девяносто пять лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Каинан пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вунӑ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

14. Всех же дней Каинана было девятьсот десять лет; и он умер.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed