Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗм пуличченех пахча чаврӗ, ҫав тери ывӑнчӗ, апат ҫинӗ чухне сӗтел хушшинчех ҫывӑрса кайрӗ.Копал до позднего вечера и так утомился, что, ужиная, даже задремал за столом.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пилӗк минут хушшинчех Илья Ильича туй ҫинчен никам та нимӗн те каламан, тесе лӑплантарчӗ: акӑ, турра асӑнсан та, турӑш умӗнче каласан та ҫылӑх мар, эпӗ ку хыпара пӗрремӗш хут илтетӗп, терӗ; пачах урӑхла калаҫатчӗҫ, вӑл хӗре барон ҫураҫнӑ тетчӗҫ, терӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗнерхи кун, вакки-тӗвекки мӗнӗпех, аса килсе кайрӗ мана сасартӑк, пӗр самант хушшинчех, Олеся чиркӳ патӗнче хӑратса калани те, ун шиклӗхӗ те.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сасартӑк халӗ, икӗ эрне хушшинчех, Анисья хӑй унран ытларах пултарнине кӑтартрӗ; ҫитменнине тата Анисья ку ӗҫе ачасене е сӗм ухмахсене кӑна туса кӑтартнӑ пекех, питӗ кӑмӑллӑн, лӑпкӑн, кӳрентермелле тӑвать, юлашкинчен тата Захар ҫине пӑхса, йӗрӗннӗ пек пулать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ пурӗ те пӗрне ҫеҫ, Олеҫҫӑн шурса кайнӑ пичӗ хам еннелле хӑвӑрттӑн ҫаврӑннине ҫеҫ, питӗ лайӑх астӑватӑп, ҫак калама ҫук хӳхӗм, маншӑн ҫӗнӗ пит ҫине, пӗр-пӗрне ылмаштарса, иккӗленӳллӗ аптӑравлӑх та, хӑрани те, сехӗрленӳ те, юратӑвӑн йӑлтӑртатса ҫиҫекен ачаш кулли те туха-туха тӑчӗ пӗр самант хушшинчех…
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Крылов ертсе пынипе пӗтӗм ӗҫе 30 минут хушшинчех пурнӑҫларӗҫ.Работы под руководительством Крылова были осуществлены всего за тридцать минут.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ӑнланчӗ вӑл: енчен те халь нимӗн те шутласа кӑлармасан хурах вӗсене ҫакӑнтах вӗлерсе хӑварать те кам та пулин куриччен ачасен кӗлеткисем тӗмсем хушшинчех йӑваланса выртӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Халӗ эп «ӑнтартӑм-ха» — пӗр кун хушшинчех аллӑ ҫичӗ пин те ултҫӗр тӑшман, ҫирӗмшерӗн тӑрса тухнӑ ретпе ман умран иртеҫҫӗ, хӑшӗсем Мускав ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, Мускавӗ тата ҫав кунхине уйрӑмӑнах ытла капӑрччӗ, хӑшӗсем пуҫӗсене пӗксе, урисене аран ылмаштарса салхуллӑн пыраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Св. Мария» кӗске вӑхӑт хушшинчех ҫав пысӑк итогсене памалла мар пек вырӑнсенчен иртнӗ те, ҫав формулӑсем вара пулма та пултараймаҫҫӗ пек.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫур сехет хушшинчех вӑл халлапри пӳрт пек тайлӑк та чӳречи таран юр айне юлса пытаннӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лагере тинӗс енчен хӳтӗлекен сӑртра, эпир тӗрлӗ тумтир тупрӑмӑр, вӗсен хушшинчех пӑлан тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫывӑрмалли михӗ, ҫӑмӗ пӗтӗмпех йӑшнӑччӗ унӑн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пирӗннисем чакаҫҫӗ — пӗр минут хушшинчех яла хӗрлӗ тӑмпа вараланнӑ шинеллӗ салтаксем сӑрса илчӗҫ те ҫавӑнтах таҫта ҫухалчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Атӑл тӑрӑхӗнче тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑсене пӗтерет, Иркутскпа Владивосток хушшинче почта ҫӳретет, Мускав хаҫачӗсене икӗ талӑк хушшинчех Владивостока ҫитерсен вӑл темӗн пек телейлӗн туять хӑйне.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр сӗтел хушшинчех ларса кунне виҫ ӑстрӑм ҫиетпӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанласа эпир крепость ҫине ҫавӑн тӗлӗнчи тӳпе ҫине темӗнччен пӑхса тӑтӑмӑр, унтан ҫавӑнтах Ҫар медицини академийӗпе унӑн пӗлӗчӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр та, пӗр самант хушшинчех пӗр тӗнчерен тепӗр тӗнчене — куҫа илӗртмен сӑнран ытарайми тӗссемпе хӑвӑрт-хӑвӑрт ялкӑшса та улшӑнса тӑракан тӗнчене куҫнӑ пек туйӑнчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лядовецсемпе пестовецсем хушшинче пулакан хирӗҫӳсене те вӑл вунӑ минут хушшинчех татса паратчӗ, ӑна чи чӑрсӑр ачасем те пӑхӑнатчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Швабрин та вӗсем хушшинчех.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Унтан купӑс шӑпланчӗ те, вӑрманти каҫхи сасӑсем — тӑмана хыттӑн кӑшкӑрни, инҫетре ӳхӗ йынӑшни, юнашар шурлӑхри шапасем кваклатни тата шӑрчӑксем чӗриклетни ҫеҫ илтӗнекен пулчӗҫ, вӗсем хушшинчех лётчикӑн лӑпкӑ сасси вӑраххӑн илтӗнсе тӑчӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑшра ирттернӗ кӗске вӑхӑт хушшинчех, Петров хӑйне ертсе пыраканни питӗ ӑста вӗҫме пултарнине курчӗ; Мересьев та, ҫул ҫинче кӗтмен ҫӗртен юриех темиҫе ҫӳллӗ вираж туса илнӗскер, хӑй ертсе пыракан лётчик лайӑх курма, ӑнланма пултарнине, унӑн нервисем ҫирӗп пулнине асӑрхарӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпир икӗ минут хушшинчех калаҫса татӑлтӑмӑр.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953