Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кану ҫурчӗн е санаторин клубне е хӗрлӗ кӗтесне кӗрсен, унти ҫынсене пуҫа сӗлтсе е тайса сывлӑх сунмалла.
4. Саламласси, ҫынна ҫынпа паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӳтӗлев чиккисене хӑпартнисен ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ мероприятие районти культурӑпа кану центрӗн ӗҫченӗсен пуҫарӑвӗпе йӗркелерӗҫ.
Пархатарлӑ ӗҫ — ӗмӗрлӗх асра // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене хӑпартнӑ строительсен ӗҫ паттӑрлӑхне асра тытса районти культурӑпа кану паркӗнче те ҫак кун флешмоб иртрӗ.
Пархатарлӑ ӗҫ — ӗмӗрлӗх асра // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Походсенче вӑл хӑйӗн чӗрнисемпе шӑлӗсене тата илемлӗ хура ҫӳҫне таса тытма тӑрӑшнӑ; кану вӑхӑчӗсенче хӑйӗн пульӑсемпе шӑтса пӗтнӗ тусанлӑ ҫар тумтирне хӑех силлесе тасатнӑ.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Старик ӗшеннӗ, халь вара чул ҫинче, халтан кайнӑ ҫын кану вӑхӑтӗнче пирвайхи минутсенче пурин ҫинчен те манса кайсах ларнӑ пек, киленсе кайса ларчӗ.
I. Хӑйӑр сӑрчӗн тӑрри // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Паян кану вӑхӑтӗнче халӑхпа цехсенче мӗнле калаҫнине илтсенччӗ эсӗ…Ты бы слышал, как он с народом нынче в перерыве в цехах разговаривал…
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫакӑ кану пулать!
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Такӑнса ӳкес марччӗ, колхоз хуҫалӑхӗнчи йывӑрлӑха ҫӗнӗ тырӑ пуличчен тӳсесчӗ, унта вара ҫӑмӑллӑх та, кану та!»
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсене пӗр-пӗринчен ҫирӗм пилӗк ҫул уйӑрса тӑнӑ пулин те, вӗсем кӗске вӑхӑтрах тусланса кайнӑ: кану вӑхӑчӗсенче пӗр-пӗринпе ӗмӗрхи туссем пек калаҫнӑ.
Хӗр тусӗ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23 с.
Вӑл Фроська ӗҫӗ ҫинчен илтнӗ те тӳссе тӑрайман — мӗн чухлӗ тата епле ӗҫ тунине пӑхма кану вӑхӑтӗнче чупса килчӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василипе Валентина утӑ ҫулнӑ ҫӗртен кайсан, кану хыҫҫӑн Алексей каллех рете тӑчӗ.Когда Василий и Валентина уехали с покоса, после перерыва Алексей снова стал в ряд.
6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Фермӑн пысӑк пӳлӗмне халӑх нумай пухӑннӑ, кунта бригадӑсем ирхине те, кану хыҫҫӑн уя тухас умӗн те пухӑнаҫҫӗ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кану вӑхӑтӗнче МТС-а чупса кӗрсен, Авдотья апат ҫинчен те манса кайнӑ та унтах юлнӑ.А Авдотья, забежав в перерыв, забыла про обед и застряла возле МТС.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Халь анчах кӑнтӑрлахи кану вӑхӑчӗ пӗтнӗ те, витере халӑх лӑках.Только что кончился обеденный перерыв, и на конном было людно.
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Юлашкинчен, ҫак уҫӑлса ҫӳремелли асаплӑ кану пӗтрӗ.
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин вӗсен кану кунне илемлетме килӗшрӗ те, Клюбер господин тепӗр хут пуҫ тайса илчӗ, шупкарах тӗслӗ панталонне кӑмӑллӑн вӗлтлеттерсе, вӗр-ҫӗнӗ атӑсен подошвисемпе чӑкӑртаттарса тухса кайрӗ.
VIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Чӑнах та, вӑл ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те, урисене ташланӑ пек вӑтанчӑклӑн сиктеркелесе илсе, питӗ шел, анчах урӑх юлма пултараймастӑп, пуринчен кирли ӗҫсем — хамӑн магазина васкатӑп, ыран вырсарникун, — терӗ вӑл малалла, — ҫавӑнпа та, Леноре фраупа тата Джемма фрейлейнпа килӗшсе, эпӗ Содена уҫӑлса ҫӳреме кайса килес терӗм, унта эпӗ ют ҫӗршыв господинне те чӗнетӗп, эсир, пирӗнпе пырса, пирӗн кану кунне илемлетме хирӗҫ мар пуль тесе шанасшӑн эпӗ.
VIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Амӑшӗ кану кунӗсенче тӑхӑнакан хура пурҫӑн платйипе.Мать была уже одета в свое выходное платье, сшитое из черного шелка.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Кану кунӗсенче Таня ашшӗ патӗнче апатланчӗ.
VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Ачасем! — терӗ учительница, ҫуллахи вӑрӑм кану хыҫҫӑн хӑйӗн сассине тӗрӗслесе.— Ребята! — сказала она, после долгого летнего перерыва пробуя свой голос.
V // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.