Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑравлӑ the word is in our database.
янӑравлӑ (тĕпĕ: янӑравлӑ) more information about the word form can be found here.
5. Ӑна янӑравлӑ кимвал ҫапса мухтавлӑр, Ӑна кисретӳллӗ кимвал ҫапса мухтавлӑр.

5. Хвалите Его на звучных кимвалах, хвалите Его на кимвалах громогласных.

Пс 150 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Концерта Чӑваш Республикин Культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Юрату ертсе пычӗ, хӑйӗн янӑравлӑ сӑвви-юррисемпе куракансене тыткӑнларӗ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Вӗсем янӑравлӑ сасӑпа пурне те хӗле ӑсатма, ҫуркуннене кӗтсе илме йыхравларӗҫ.

Help to translate

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Тӑван халӑхӑмпа пӗрлех унӑн янӑравлӑ, ҫепӗҫ чӗлхишӗн.

Help to translate

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Ҫак пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ тутасем, — чуп тусах илес килет-ҫке вӗсене! — вӗсен таса янӑравлӑ сассисем шӑпах халь ун шӑпине татса параҫҫӗ.

Эти маленькие розовые губки, которые хотелось расцеловать, эти звонкие, чистые голоса сейчас решали ее судьбу.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑслӑ ҫынсенчен чи асли салхуллӑ та янӑравлӑ сӑмахсемпе, мӑнаҫлӑ та тӗксӗм сасӑпа ӑна консилиум мӗн тума йышӑннине пӗлтернӗ.

Важнейший из мудрецов приличным, грустно-торжественным языком и величественно-мрачным голосом объявил ему постановление консилиума.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.

Он голосил веселым, заливистым тенором, как молодой и старательный по службе командир роты; ему солидным, полковничьим баритоном отзывался петух со двора Агафона Дубцова; затем минут пять над хутором висел сплошной, непрекращающийся крик, а уж после всех, громко бормоча спросонок и мощно хлопая на насесте крыльями, генеральским сиплым басом, с командной хрипотцой и надсадцем в голосе оглушительно ревел самый старый в хуторе, рыжий и дебелый петух Майданниковых.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах ӑна хытӑ тӗлӗнме, хаяр ҫилленме тиврӗ: тӗл пулас вӑхӑт ҫитиччен пӗр сехет маларах вӑл крыльца ҫине Лушка ҫӑмӑллӑн утса хӑпарнине сисрӗ, унӑн янӑравлӑ сассине илтрӗ:

Велико же было его изумление, перешедшее затем в ярость, когда за час до условленной встречи он услышал и распознал легкую Лушкину поступь по крыльцу, а затем ее звонкий голос:

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed