Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрманта (тĕпĕ: вӑрман) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑн пек пысӑк ҫара хӗл кунӗнче вӑрманта тата ялти хура пӳртсенче, мунчасенче тытса тӑма май та ҫук.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрманта пурӑнса мӗнле упа тытмӑн, — терӗ Сарри.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем вӑрманта пачах тӗл пулмарӗҫ.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах шел, таҫта сӗм вӑрманта пурӑнаҫҫӗ вӗсем, ҫырма-вулама та пӗлмеҫҫӗ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрманта питех ашӑпа пыраймӑн — пӗҫ тӗпӗ таран юр хӳсе кайнӑ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑтлӑ вырӑнта, сӗм вӑрманта, Ҫавра кӳлӗ хӗрринче ларать.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килти вӑй питти арҫынсем, уйра та вӑрманта ӗҫлес вырӑнне, вӑрҫӑ сехмечӗпе ҫӳрерӗҫ.

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачалӑхӗ ҫак вӑрманта иртнӗ-ҫке Иливанӑн.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс пӗлместӗн те пулӗ-ха, пирӗн ӗнене упа тытса ҫурчӗ-ҫке кӑҫал вӑрманта.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗррехинче вӑрманта ҫӗр пӳртре утӑ сарса ҫывӑрчӗҫ вӗсем, тепринче Ятламас юлташӗсене арӑмӗн, Велимен, тӑванӗсем патне илсе кӗчӗ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл ҫинче кимӗсем путрӗҫ, вӑрманта тем пысӑкӑш йывӑҫсем хирӗне-хирӗне ӳкрӗҫ, сывлӑшра тӑвӑл ҫӗклесе илнӗ япаласем хӑрушшӑн явӑнса ҫӳрерӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре вӑрманта хӑвӑн кӗлмӗҫ ҫыннусемпе намӑс кӑтартрӑм та, халь Тукай мӑрса манран хӑракан пулчӗ тетне?

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗррехинче эпӗ вӑрманта хам тарҫӑсен аллине ҫаклантӑм та аран хӑтӑлса тухрӑм.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах ӑна пурте вилнӗ тетчӗҫ-ҫке, вӑрманта такам ун шӑммисене те тупнӑ тетчӗҫ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрманта нумай ҫӳренӗрен пулас, хӑй тарласа кайнӑ, тумтирӗ ҫумне хыт хура вӑррисем ҫыпҫӑнса пӗтнӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай ялӗ вӑрманта пӗр-пӗччен ларать, муллана ют ҫын пеме пултарайман.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пуху хыҫҫӑн кам ухӑпа печӗ вӑрманта?

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем пулнӑ ҫав вӑрманта ун чух, муллапа ун хуралҫисем хыҫҫӑн такамсем чӑнах та темиҫе ухӑ йӗппи кӑларса янӑ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр мухтанмасӑр каласан, ку утар таврашӗнчи вӑрманта эп ҫитсе курман вырӑн ҫук.

Help to translate

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

«Вӑрманта нимрен те хӑрамастӑп», терӗн.

Help to translate

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed