Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшталанса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫӗр ҫыннисен кӑмӑлне ӑнланса, вӗсен кӑмӑлне ытараймасӑр, вӗсенчен уйрӑм, айккинче пулма пултараймасӑр, ӑшталанса, чупса ҫӳресе ӗҫлетпӗр.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эсир хӑвӑр ӗҫӗре тӑвӑр-ха эппин, эпе вӗрӳ чӗлхи вулам, — ӑшталанса йӗри-тавра чупкаларӗ Ишмук.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑшместӗр те кунтах ӑшталанса ҫӳрет.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пуртӑ, пуртӑ ӑҫта? — ҫакна илтсен тӳрех ӑшталанса ӳкрӗ Асмантей.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сарлака картишне кӗнӗ чухне Пӑкачав анкарти енчи пӗртен-пӗр лутра кантӑклӑ пӗчӗк пӳрт патӗнче темиҫе хӗрарӑм ӑшталанса ҫӳренине, темшӗн ӑна асӑрхаман пекех ун енне ҫаврӑнса та пӑхманнине курса тӗлӗнчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр теҫӗл ӗҫ пур та, ҫӳретӗп вӑн ӑшталанса, пуҫа арман авӑрттарса.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Сочинени ҫырса пӗрремӗш экзамен тытас умӗн шӑп талӑк малтан Бодров Аркадий патне, общежитие, Магаев Альберт шыва путакан пек шуйхӑнса, ӑшталанса пырса кӗчӗ (ку общежити Альберт пурӑнакан ҫуртран инҫех мар).

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пӗр катен, шӳрпе питлӗ карчӑк, ҫине платье-костюм, пуҫне шупка берет тӑхӑннӑскер, ӑшталанса, Магаев еннелле йӗп те вӗҫтерсе илчӗ:

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пыратчӗ-ха вӑл ҫын тапсах тӑракан Хӗрлӗ площадӗн сылтӑм, лавккасем, тӗрлӗ учрежденисем вырнаҫнӑ енӗпе ун-кун куҫ ывӑткаласа, хула иленкипе киленсе, чун кӗлемелле ӗҫ шавне тӑнласа, сасартӑк хӑй патнелле таппа-хирӗҫех палланӑ ҫамрӑк ӑшталанса ҫывхарнине асӑрхарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав тахҫан трактор хӑварнӑ, лечекеленнӗ, сӑпӑрчӑк, ӗнтӗ куҫ витейми йӗрпе сехете яхӑн сулланкаласа сӗнккесен Пурис, ӑс-пуҫне майӗпен сӑрхӑнса минретекен-тӗтрелентерекен усал шӗвек сӗрӗмне ҫӗнкелесе, темле сарлака, урапа-машина-трактор чупакан урлӑ ҫул ҫине тухса тӑчӗ (ҫапла, ҫапла, шӑпах ҫак тӗлте пирӗн тепӗр герой малаллахи ҫул-йӗрне палӑртаймасӑр сӗмленсе, ӑшталанса тӑнӑччӗ), ӑшши-пӑшши куҫне пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла ывӑтса илчӗ, тимлесех ҫула тӗпчеме пикенчӗ, анчах йӑс-пӑслӑ ҫӑра ӗнтрӗкре нимӗн уҫҫихуппине те тупаймарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таракана пӗр ҫул, шыракана ҫӗр ҫул, — татӑлса каяс пек карӑнтарнӑ ӑс-тӑнӗпе юпленсе, чунӗпе ӑшталанса ӳкрӗ вӑл.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Иртӗр, иртӗр малалла, ак ҫакӑнта хывӑнӑр, — ӑшталанса ӳкрӗ кил хуҫи.

Help to translate

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Тултан илсе кӗтӗм те, кӑшт сивви тартӑр тесе, кӑмака умне лартрӑм… халех, — терӗ карчӑк ӑшталанса; кӗҫех вӑл пысӑк чарапа шултӑра сарӑ улма лартса пачӗ.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара им-ҫам тиекенсем хушшинче, летчиксем, сигнальщицӑсем патӗнче ӑшталанса ҫӳрерӗ.

Help to translate

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каярахпа вӑл староста картишӗнче (старости те ҫармӑс ҫынниех-ҫке тата) Тукайпа Алттыш ӑшталанса ҫӳренине асӑрхарӗ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт тӑхтасан чатӑра лутрарах кӑна пӳ-силлӗ, кӑтра ҫӳҫлӗ, сӑнран пит илемлӗ ҫамрӑк воевода чупса кӗчӗ, ӑшталанса аслӑ князь умне пырса тӑчӗ.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сутуҫсем ҫеҫ мар, ахаль ҫынсем те — пуянни, чухӑнни — ӑшталанса кӗтеҫҫӗ ку уява.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян-ыран сухана тухмалла та, Михапар вӑрлӑх тупасчӗ тесе ӑшталанса ҫӳрет-мӗн.

А Михабар носится в поисках семян — не сегодня-завтра выходить на сев…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗтерне, чӗререн лӑпкӑ мар пулин те, ытла хыпӑнса ӳкмен, паян ун Алексей вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче килсе кайнӑ чухнехи пек ӑшталанса ҫӳреме сӑлтав ҫук: ӗнтӗ ывӑл курма кӑна килмест, яланлӑхах таврӑнать.

Help to translate

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупай пухӑва каймарӗ, вӑл пӑлханнӑ кӑмӑлне пусараймасӑр килтех ӑшталанса ҫӳрерӗ.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed