Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен хушшинчи уйрӑмлӑх: ҫав хӗрарӑм пӗтӗмпех хӑйне валли пуҫтарма ӑнтӑлать, тусӑм вара — пӗтӗмпех ҫав хӗрарӑм валли.Вся разница между ними была в том, что одна хотела все для себя, а другой — все для нее.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӗсем юнашар пыраҫҫӗ; сӑрӑ пӗчӗк лаша хӑлхисене майӗпен хускаткалать; итлеме ӑнтӑлать тейӗн — пынӑ ҫӗртех пуҫне хӗр ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӑса-тӑса пӑркалать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Анчах вӑл Африкӑн тӗп кӳллисен анлӑ та аслӑ мӗн пур тытӑмлӑхне, кӳлӗсене ҫыхӑнтаракан юхан шывсене тӗпчесе тухма, унтан вара хальлӗхе иккӗленӳллӗ ыйтӑва татса пама — улӑпла Нилӑн географи тӗлешӗнчи вырӑнне палӑртма пӗр вӗҫӗмсӗр ӑнтӑлать.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент унта ҫӳренӗ вӑхӑтра тӳпен ҫуррине хупласа улӑпла кайӑк чарӑнми вӗҫет, вӑл хӗвел анӑҫнелле ӑнтӑлать, унӑн ҫуначӗсем пӗлӗт хумӗсен хыҫӗнчен курӑнаҫҫӗ, юрпа мрамор евӗр йӑлкӑшаҫҫӗ-ҫиҫеҫҫӗ.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Манра пӗтӗмпех талтлатать, кӳренӳ куҫҫульпе тенӗ пек ӑнтӑлать.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл ӳсӗр ашшӗпе ҫапкаланса ҫӳрет, тӗттӗм садра ҫӑра уҫҫи шырать, паллӑ мар ҫулпа утать, янкӑр ҫутӑ театра хуплакан ту капламӗнчен иртсе каймашкӑн ӑнтӑлать.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ку — хӗрӗн чӑннипех те пулмалли хумханӑвӗ; вӑл хӑйӗн ҫак утӑмӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗхне тӗтреллӗн туять, малашри нумай-нумай ҫул ҫывӑхлӑхӗн вӑрттӑнлӑхне чӗрипе чупса кӗрес йӳтӗмне хӑйӗнче те, хӑй суйласа илнӗ ҫынра та чи лайӑх туйӑмсен васкавлӑ авӑклӑхӗ патне ӑнтӑлать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ташланӑ чухне Консуэло Ван-Конетпа паллашрӗ те кӗҫех ӑна юратма пуҫларӗ, — ҫак ҫыннӑн репутацине пӑхмасӑр; тӗлӗнмелле пулин те — Георг пирки сарӑлнӑ тӗрлӗ хыпар-хӑнара вӑл ӗненет, анчах кӑмӑлӗ урҫа каччӑпа пӗрлешессине хирӗҫлекен ашшӗне те, хӑйне те лӑпкӑн ҫирӗплетме ӑнтӑлать: Консуэлӑна юратнӑран унӑн упӑшки урӑх ҫынна ҫаврӑнатех.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл ларать, пӗр урине теприн ҫине хунӑ, зала тухмалли алӑкран куҫӗсемпе тирӗннӗ, Гордон кӗрсе тӑрасса кӗтет тата вӑйӑ пӗтӗмлетӗвне унӑн сӑнӗнчен пӗлме ӑнтӑлать.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл шалтан парӑнтаракан куҫӑма пӑхӑнса ӑнтӑлать.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ӑшӗнче намӑсӑн ҫӳхе ҫӗҫҫи тепӗр туйӑма — ӑна хӑҫан та пулин сырса пусӑрӑнтаракан мӗн пур туйӑмран чи вӑйлӑраххине — хирӗҫ ыраттарса ӑнтӑлать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Шамполионӑн шутсӑр пысӑк ҫыхӑнусем пур, — халӗ вӗсем хевтесӗр, чӗнмеҫҫӗ; хӑй вӑл унка татса тухма, хуптӗрлевне пушӑ вырӑнта пуҫа-пуҫӑн ҫапӑнмашкӑн хистеме ӑнтӑлать, — анчах ҫакна пурнӑҫлама хальлӗхе мехел ҫитереймест.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Вӑл Шамполион куҫӗсемпе тӗл пуласран хӑрать, ҫав вӑхӑтрах тӗл пулма ӑнтӑлать.Она боялась встретить глаза Шамполиона, но в то же время хотела этого.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Гирам пӗр ӑстрӑм хӑйӗн умне сӑнаса тӗсерӗ, пӑхнипе тӗтрене салатса яма ӑнтӑлать тейӗн.Гирам некоторое время смотрел перед собою, словно мог взглядом разогнать туман.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Е, тӗслӗхрен, пассажир, — вӑл хӑйӗн тӗллевӗ патнелле ӑнтӑлать, сире вара тӗкӗнмест.Или, например, пассажир, — он стремится к своей цели и вас не трогает.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Вӑл кӗсменне тытсан, шлюпкине шалалла тӗртсе ярсан, тикӗс хум силленӗвӗ ҫырана хыҫала хӑварсан — пуш хирти аманнӑ ҫын пӗчченлӗхӗ евӗр тунсӑх унӑн пичӗ ҫине чирлӗ шухӑш мӗлкине ывӑтрӗ, — ҫак мӗлке хуланалла ӑнтӑлать.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Антӑраса, хӗрсе кайнӑскер, нимӗн курмасӑр, антӑхса — Тарт малаллах ӑнтӑлать, чарӑна-чарӑна сывлӑш ҫавӑрса ярать те — тӑшман хӗсекен салтакла, хура чӑтлӑх витӗр каллех утӑм хыҫҫӑн утӑм тӑвать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Грэй хӑйӗн янӑравлӑ чунӗнче нимӗнле иккӗленӳ пуррине те — канӑҫсӑрлӑхӑн вӑрттӑн сӗмне те, вак шухӑшсен шавне те туймасть; сӑмахпа каласа уҫӑмлӑн хак пама май ҫук шухӑшсемпе тулнӑскер — илӗртӳллӗ тӗллевӗ патне вӑл парӑс пек лӑпкӑн ӑнтӑлать.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫак икӗ сехете Грэй асӑрхамарӗ те, мӗншӗн тесен вӗсем ӑшӗнчи пӗр вӗҫӗм янӑракан музыкӑра иртсе кайрӗҫ; кӗвӗ вара юн тымарӗ чарӑнми тапнӑн пӗтмесле юхса тӑрать, Грэй пӗр япала ҫинчен шухӑшлать, ӑна ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ, вӑл ун патне ҫеҫ ӑнтӑлать.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе Ассоль ӑна пӳрнинчен хывса илчӗ, йӗкӗр ывӑҫ ҫинче шыв тытнӑ пек тытрӗ, ҫамрӑклӑхӗн таса тӗшмӗшлӗхӗпе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм чӗрипе, ҫав тери хӗпӗртесе, тӗплӗн тишкерсе тухрӗ, унтан кӑкӑрӗ ҫумне пытарса питне ывӑҫ тупанӗсемпе хупларӗ; вӗсен витӗр чарӑнми йӑл кулӑ ӑнтӑлать, ҫакӑн хыҫҫӑн пуҫне усса Ассоль килнӗ ҫулпах ерипен каялла утрӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.