Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмартинчен (тĕпĕ: ҫӑмарта) more information about the word form can be found here.
Вӑл ӑна темӗскер каласшӑн пулнӑ, анчах Афанасий Львович хӗре хӑвӑрт кӑна ыталанӑ та — тутинчен, куҫӗнчен, пит- ҫӑмартинчен чуптуса илнӗ…

Она хотела что-то сказать ему, но Афанасий Львович быстро обнял ее и крепко поцеловал в губы, в глаза, в щеку…

V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Лось пирус ыйтрӗ, пит ҫӑмартинчен тӗревленсе выртать, туртнӑ май кулкалать.

Лось попросил папироску и прилёг, подперев щеку, — курил, усмехался.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Чей ӗҫрӗ, шӳтлет, Машӑна пит ҫӑмартинчен ачашларӗ.

Напился чаю, — шутил, гладил Машу по щеке.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Машӑн куҫ хӑрпӑкӗсем ҫине куҫҫуль кӗмӗлленсе тухрӗ, вӑл ӑна васкамасӑр шӑлчӗ те пит ҫӑмартинчен аллипе тӗревленчӗ.

На ресницах у Маши выступали слёзы, она их не спеша вытерла и подпёрла щёку.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Катюшӑн сарӑ, ахаль ҫӳҫлӗ пуҫне, хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ ӳчӗпе кӗпи хушшинчи ҫутӑ йӑрӑма, Катюшӑн пит ҫӑмартинчен тӗревленнӗ, вӑрӑм туна ҫыртнипе шыҫнӑ чӑмӑрне тӗсет.

Поглядывает на русую, простоволосую голову Катюши, на загорелое плечо со светлой полоской кожи между загаром и платьем, на Катюшин, с укусом комара, кулачок, подперевший щёку.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось ӑна пит ҫӑмартинчен, ҫамкинчен, хупӑ куҫ харшисенчен чуп тӑвать.

Лось целует её в щёки, в лоб, в закрытые веки.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кун хыҫҫӑн вӑл Пьеро патнелле ҫавӑрӑнчӗ те, ӑна пит ҫӑмартинчен икӗ хутчен янклаттарчӗ.

После этого обернулся к Пьеро и отпустил две пощёчины.

Комеди кӑтартнӑ чухне пуканесем Буратинона палласа илеҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— Пире мар, ҫакнашкал ухмаха ҫуратнӑ аҫуна хӑрат, — терӗ те поднаредник, ӑна пит ҫӑмартинчен пӗтӗм вӑйпа ҫапрӗ.

— Грози лучше своему папаше, который сделал такого дурака! — ответил унтер-офицер и изо всей силы ударил его по лицу.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Ай, чечекӗм, ай, чиперӗм! — терӗ вӑл темиҫе хутчен, Ильсеяра пит ҫӑмартинчен, куҫӗсенчен чуптуса.

— Ах ты мой цветочек, пригожая ты моя! — приговаривала она, целуя Ильсеяр в щеки, в глаза.

VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Шерккей, питех хапӑл тумасӑр, кӗпе ум хушшине укҫа, лаша ҫӑмартинчен тунӑ ҫӗн енчӗкне кӑларчӗ, ӑна вӑл мӑйӗнчен ҫакса янӑ.

Шерккей, не стесняясь, задрал рубаху и достал ендек, что смастерил из лошадиной мошонки, он висел на шее.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Йӑмӑкне пуҫӗнчен ачашласа пит ҫӑмартинчен чуптуса илнӗ хыҫҫӑн Миша урама тухрӗ.

Погладив по голове сестренку и неловко чмокнув ее в щеку, Мишка вышел.

6. Ҫӗнӗ кун // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Кӗтрин Миккуле пит ҫӑмартинчен чалт! чуптуса илет.

Кетин целует Николая в щеку.

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ача мана пит ҫӑмартинчен чуп туса илчӗ те: — Мӗншӗн манӑн сан пек атте ҫук — ши? — тесе тарӑннӑн сывларӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Калас пулсан, вӑрӑм япала, кайран каласа кӑтартӑп-ха, — Ксени, сасартӑк Никодим ҫумне сӗвенсе, ӑна пит ҫӑмартинчен хӑвӑрт чуп турӗ.

Я потом расскажу, история долгая, — она вдруг прислонилась к Никодиму и порывисто поцеловала его в щеку.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тилхепине Игнат Савельевичӑн аслӑ ывӑлӗ — ҫамрӑк ама ҫурине пит ҫӑмартинчен пырса чуп туни — тытса пынӑ.

Правил старший сын Игната Савельевича, при встрече почтительно приложившийся к щеке молодой мачехи.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени питне аяккинелле пӑрма тӑрӑшрӗ, анчах Иннокентий ӑна, хытӑ тытса тӑрса, ӑҫтан килнӗ унтан — мӑйӗнчен, пит ҫӑмартинчен, хӑлхинчен чуп турӗ.

Она отстраняла лицо, но он крепко держал ее и целовал — в шею, в щеку, в ухо.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пробатов хуравламарӗ, кӗрӗк пиншак ҫинчен кӑшт ҫӗкленсе, амӑшне пит ҫӑмартинчен чуп турӗ те каллех месерле выртрӗ.

Не отвечая, он приподнялся на полушубке, поцеловал мать в щеку и снова лег навзничь.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Сылтӑм пит ҫӑмартинчен ҫупрӗҫ пулсан, сулахайне ҫавӑрса пар», — тенӗ Христос.

Христос сказал: «Если тебя ударят по правой щеке, подставь левую».

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов вӑхӑтлӑха тытӑнса тӑчӗ, вӑл Радӑна аллинчен тытса чӑмӑртарӗ, ӑна хӗрелнӗ пит ҫӑмартинчен чӑрсӑррӑн чуп туса илчӗ.

Стефчов немного отстал и, поймав руку Рады, чтобы пожать ее на прощанье, дерзко чмокнул девушку в заалевшую щеку.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Давыдов сӗтел тавра ҫаврӑнчӗ, Нестеренкӑна пӗр сӑмахсӑр хыттӑн ыталаса илчӗ, ӑна вӗри те нӳрлӗ пит ҫӑмартинчен чуп турӗ, вара тин сӑмах хушрӗ:

Давыдов обошел вокруг стола, молча и крепко обнял Нестеренко, поцеловал его в горячую и влажную щеку и только тогда сказал:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed