Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫынра темле кӑмӑла каймалла, чуна хускатмалла айванлӑх, витӗр курӑнса тӑракан, ачалла ҫепӗҫлӗх пурччӗ; вӑл мана ытларах та ытларах кӗнекесенче ҫырса кӑтартакан ырӑ мужике аса илтеретчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫакӑн пек пулнинче, Аннушкӑна каланӑ ҫак темиҫе сӑмахра, унпа вӑл мӗнле сасӑпа калаҫнинче ӑнлантарса пама май ҫук хӗрӳллӗ юратупа ҫепӗҫлӗх палӑрчӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
— Юлашки икӗ ҫул хушшинче хӑв мӗн-мӗн туни хыҫҫӑн ҫакнашкал ҫепӗҫлӗх ӑҫтан килсе тухрӗ санӑн?— Откуда у тебя такая сентиментальность после всего, что ты сделал за эти два года?
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл ҫырусенче те ӑшӑ, ҫутӑ, ҫепӗҫлӗх, юрату нумай, вӗсем вӗҫӗ-хӗррисӗр юр хирӗсем тӑрӑх темиҫе уйӑх хушши килеҫҫӗ.письма, полные тепла, света, нежности и любви; они месяцами идут сквозь ночь, сквозь снег.
Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Иккӗшӗ те юрату, ҫепӗҫлӗх, курайманлӑх туйӑмӗсене сӑмахпа нихҫан та каламастчӗҫ.Оба были скупы на выражение любви, нежности и восторга, гнева и неприязни.
Вера Сергеевна // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шӑпчӑк кӑнтӑрла та юрлать, ҫапах унӑн кӑнтӑрлахи кӗввинче темскер ҫитеймест пек: янравлӑхӗ-ши е темӗнле урӑх ҫепӗҫлӗх.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ӑнланатӑн-и эсӗ мана, тетӗп, вӑрҫӑра ҫӳрерӗм, купи-купипех халӑха пӗтертӗм, тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресе сахал мар тӳсрӗм, анчах хама юрӑхлӑ хӗрарӑм тупаймарӑм, акӑ пӗр пӗччен йытӑ пек пурӑнатӑп, маншӑн ни ҫепӗҫлӗх, ни ӑшӑ сӑмах ҫук, тетӗп.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унӑн хӗрлӗ ҫирӗп сӑн-сӑпатӗнче сасартӑк темӗнле, хӗрарӑмларах ҫепӗҫлӗх пурри палӑрчӗ.Что-то мягкое, женское проступило вдруг сквозь ее девически-строгий облик.
IX // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Шӑплӑхра, чӑтма ҫук шӑрӑхра, тӑр-кӑнтӑрла ҫиҫсе тӑрать, вӗҫӗ-хӗррисӗр сеп-сенкер тӳпе вара, юратупа киленсе ӑнран кайнӑ евӗр, хӑйӗн тирӗк тӗпӗ майлӑрах авӑнчӑкӗпе ҫӗрелле ӳпӗннӗ те, ачашлӑхпа ҫепӗҫлӗх ӑшне путса, хӑйӗн сывлӑшлӑ ытамӗпе чипер пикене ыталаса илсе, хӑй ҫумне пӑчӑртаса ҫывӑрса кайнӑн туйӑнать!
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Нимле ҫепӗҫлӗх те ҫук санӑн, аслӑрах чинсене те хисеплеме пӗлместӗн…
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл пӗр виҫере тытӑнса тӑма пултарнӑшӑн тата, туйӑмсен лаши ҫинче сиккипе чуптарса пынӑ чух, туйӑмсен тӗнчине суя та ытлашши ҫепӗҫлӗх тӗнчинчен, чӑнлӑх тӗнчине мыскара тӗнчинчен уйӑрса тӑракан ҫинҫе йӗр урлӑ каҫса каймасан е, каялла чуптарнӑ чухне, хаярлӑхӑн, ӑслӑланассин, ӗненменлӗхӗн, вак-тӗвекӗн, чӗрене кастаракан хӑйӑрлӑ та типӗ тӑпри ҫине чавтарса кӗрсе кайманнишӗн те хӑйне телейлӗ тесе шутлать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл нимӗҫ характерӗнче нимӗнле ҫепӗҫлӗх, чыслӑх, ӑшӑ кӑмӑл пуррине курман, лайӑх ҫынсем хушшинче пурнӑҫа илемлетекен, мӗнле те пулин йӗркене урӑхлатма, халӑх йӑлине пӑсма, устава пӑхӑнмасӑр тӑма пулӑшакан япаласем пуррине асӑрхаман.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Амед кашни ҫырӑвӗнчех хӑйӗн Дюльдялӗ ҫинчен калама ҫук юратса, ҫепӗҫ сӑмахсемпе ҫырать, хӑш чух ҫак ҫепӗҫлӗх мана кӑшт кӑна шӑртлантарать те…
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чӑваш ҫи-пуҫлӗ хӗрсемпе каччӑсем карталанса умлӑ-хыҫлӑ вӑйӑ ҫаврӑмӗ кӑшӑлани, аваллӑх юррисемпе чун-чӗрене хускатни мӗнешкел ҫепӗҫлӗх, мӑнаҫлӑх!
«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/
Юрӑри ҫепӗҫлӗх хыҫҫӑн пушӑлла ҫӳремест иккен Краснов-Кӗҫӗнни прозӑра.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Унӑн шухӑшӗпе, чӑн чӑваш хӗрӗнче ҫепӗҫлӗх, ачашлӑх, ӑс, ӑсталӑх, ӗҫченлӗх пулмалла.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Кусен те, лешсен те ӗҫӗсем пӗрмаях лайӑхланса пычӗҫ, ҫавӑнпа та калас пулать: ҫак вӑхӑтлӑха пулнӑ ҫепӗҫлӗх: — пӗрисем чӑтни, теприсем килӗшменни — раснах чаплӑ ӗҫ пулман тесе калас пулать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1
- 2