Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑркаласа (тĕпĕ: ҫавӑркала) more information about the word form can be found here.
Кашкӑрпа юнашар выртакан капкӑна патакпа туртса илсе, ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр ӗҫӗнче вӑй пухса ӳснӗ хресчен ҫӑкӑр хакне, техӗмне пӗлет, ҫавӑнпа вӑл мелнике кӗрес текен ҫынна арман шанса париччен малтан, пулас кине пӑхнӑ пек, мӗнпур енчен ҫавӑркаласа пӑхать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урамалли чӳречине уҫнӑ хыҫҫӑн кӑна купӑсне арчинчен туртса кӑларчӗ, мӗнпур енчен ҫавӑркаласа пӑхрӗ, ӑҫта мӗн ҫырнине вуларӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӑҫтан ку? — тӗлӗнчӗ Макар, «ТТ» пистолета малтанхи хут курнӑ пек ҫавӑркаласа пӑхса.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сидор Иванович аллинчи карандаша ҫавӑркаласа пӗр вӑхӑт шухӑша путса ларчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Кунпа, — ҫавӑркаласа пӑхрӗ Ирина куҫлӑха, — пӗр шиксӗр усӑ курма пулать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Архентов (Кашкина панӑ хута тӗрлӗ май ҫавӑркаласа пӑхать).

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Ӑна Яльчиков аллине илсе ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тунката ҫине кайса ларчӗ те Дубов пӑчка урлӑ-пирлӗ ҫавӑркаласа пӑхакан Яккӑва куҫ айӗн сӑнама пуҫларӗ: мӗн хӑтланӗ-ха ку малалла?

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Килтӗн-и? — терӗ каччӑ, ҫулҫа ҫавӑркаласа пӑхса.

Help to translate

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑмӑрткайӑк куҫӗсене хӑрушла ҫавӑркаласа, чӗрнисемпе ҫӗре чавтарса, ҫӑткӑн кукӑр сӑмсипе тӗллесе, икӗ хутлӑ пӳрт ҫӳллӗш кӳлепипе кармашса йытӑ ҫине кӗме пуҫларӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ванюка ун-кун ҫавӑркаласа пур енчен те пӑхса тухаҫҫӗ.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӑштӑ ҫеҫ тӑрса юлнӑ ҫыртӑка ҫавӑркаласа пӑхкаланӑ хыҫҫӑн таҫта ҫити ҫӳллӗ курӑк ӑшнелле вӑшт! ывӑтса ячӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Те чӑнласа пулчӗ ку, те чӑнласа мар шутларӗ Ача, аллинчи панулмие ҫавӑркаласа.

Help to translate

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Лаши шыва кӗрсенех, алхасса кайнӑ шыв юххи ӑна ураран ӳкернӗ, ҫиҫӗм пек хӑвӑртлӑхпа ҫавӑркаласа варнелле илсе кайнӑ.

Едва лошадь вошла в воду, как бушующий поток сбил ее с ног, закружил и со стремительной быстротой понес на середину.

Ту шывӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Ан та калӑр ӗнтӗ!.. — килӗшрӗ те Виктор, каллех радиоприемник тӳмине хуллен ҫавӑркаласа, ӑна ӗҫлеттере пуҫларӗ.

Help to translate

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл киле таврӑнчӗ, радиоприемник тӳмине ҫавӑркаласа тӑракан Виктора курчӗ те хӑйӗн хуйхине текех пӗччен чӑтса ҫӳреме пултарайманнине туйрӗ, вара, пӗр тытӑнса тӑмасӑрах, Виктора Ольга ҫинчен каласа пачӗ…

Help to translate

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Якур вӗсене хыпашласа, ҫавӑркаласа пӑхрӗ: хурт-кӑпшанкӑ сырса илмен-и?

Help to translate

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑркаласа та пӑхмарӗ.

Help to translate

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак вӑхӑтра ун умне Коля пырса тӑчӗ те, ҫавана хӑй аллине илсе, ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed