Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тухаҫҫӗ урама ракатка шутлама, Ҫиччӗрен пӗрине кӑларса суйлама: Камӑн тӳрӗ ракатка тухать, Ҫавӑн яштак мӑшӑрӗ пулать…
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӑрӑм яштак пӳ ҫинче Хура ҫӳҫлӗ тӑрӑх пуҫ; Тӳрткен сӑмсин ик енче Икӗ ҫутӑ чакӑр куҫ.
I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӑрӑм яштак пӗвӗме Тӳрӗ тытам-и?
Юрӑ умӗнхи // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пирӗн Улькка аппа хӑйӗн ҫӗр те пӗр ҫулне пӗтӗм тавралӑх ӑмсанмалла хӑтлӑ, юсавлӑ, тӑн-тӑн кил-ҫуртра сӑсӑл тивмен нӑтӑр-нӑтӑр яштак хурӑн пек сывлӑхлӑ-кӗрлӗхлӗ кӗтсе илтӗр, тени ҫеҫ…
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ас тӑватӑп-ха: унӑн икӗ енӗпе олеандр, шӑлан, тамариск, уртӑш тӗммисем ешереҫҫӗ, вӗсен хушшинче ӗретӗн-ӗретӗн яштак, вӗшлеке тирексем, магноли, груша, персик, туя, самшит, мирт, сандал йывӑҫҫисем мӑнаҫлӑн, кӑтраланса, ытарлӑн лараҫҫӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ак вӑл, «качтаки», темле яштак ҫын ҫӳллӗшлӗ тимӗр-бетон тунката патне пычӗ, ун ҫумне ҫапнӑ хӑма ҫинче ҫырнине вуларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Малтанах куҫӗ ҫывӑхри шултра, пӗве кӗнӗ, сарӑхса тӗксӗмленнӗ кӗр тумӗллӗ йывӑҫ-тӗмӗсен хапи-ӗлкисене тӗсмӗрткелерӗ-ха, шаларах кӗрсен вара йӑлтӑрккине ҫухатнӑ «кӗмӗл» яштак хурӑнсемсӗр пуҫне (хура хутӑшра вӗсене те уйӑрайми пулчӗ) нимӗн те курмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл, яштак та вӑрӑмскер, хӑйӗн хӳхӗм пӗвӗ-сийӗпе мухтаннӑ пекрех, пӗр вырӑнта лара-тӑра пӗлмесӗр, пӗрмечеллӗ кӑвак пустав сӑхманне йӳле ярса, тӗрӗллӗ пурҫӑн кӗпине кӑтартса, ҫап-ҫут аттисемпе шаклаттарса, маттур пуса каччи пек пӳлӗм тӑрӑх ҫаврӑнкалать, хушӑран Иванов е Павлов умӗнче чарӑнса тӑрса, чӗрре кӗрсе тавлашать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫав ретрех тӗллӗн-тӗллӗн шап-шурӑ яштак хурӑнсем.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Сӑнӗ-пичӗ пиҫсе ҫитнӗ ҫырла пек унӑн, куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ кӑна, кӗлетки яштак.Щеки что спелые ягоды, глаза блестят бесовским огоньком, и вся-то она стройна и гибка, как березка.
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ишут кунта та мӗскӗн мар: Ун куҫӗсем ытла хӗлхемлӗ, Хул-ҫурӑмпа яштак, патвар, Пӑхма вӑл савӑк ҫын, илемлӗ: Чӑр куҫӗ, ҫӳҫӗ — ан тура.
XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ах, юрату — вӑл чӗр сӗткен; Пурне вӑл чӗрӗлӗх парать-ҫке Яштак пулмин те кӗлетке, Ҫапах чунра хӗм кӑларать-ҫке.
IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Кӑшт тӑрӑхларах пичӗ ҫинче ырӑ сӑн вылять, ҫӗмӗрт пек хуп-хура куҫӗсем ҫамрӑклӑх вучӗпе йӑлкӑшса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, яштак пӗвӗ тулли те илемлӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Зала яштак пӳ-силлӗ Парфентьев профессорпа юлташӗсем кӗрсе тӑчӗҫ.
Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Крыльца алӑкӗнчен яштак пӳ-силлӗ хӗрарӑм тухрӗ:
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Иксӗр те яштак пӳ-силлӗ хитре каччӑсемччӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Акӑ тӑрӑхла хура сӗтел умне яштак вӑтам пӳллӗ шуранка профессор тухса тӑчӗ, саламларӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Каччӑн хӑйӗн ҫулне кура мар тӗреклӗ те яштак кӗлетки, ват ҫынла кӑшӑлласа кастарнӑ сарӑ ҫӳҫӗ, кулнӑ чухне сар ҫу пек ирӗлсе, ҫиҫсе тӑракан сӑн-сӑпачӗ самантлӑха та куҫ умӗнчен кайма пӗлмест.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Халӗ — палламалла та мар: яштак пӳ-силлӗ, ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ; кӗске юбкӑллӑ, атӑ тӑхӑннӑ хӗрача ӑна сатур каччӑ пекех туйӑнса кайрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.