Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ҫуртӑн ҫурҫӗр енчи алӑкӗн ҫӳлӗшӗ тӑватӑ фута яхӑн, сарлакӑшӗ икӗ фута яхӑн, ҫавӑнпа эпӗ вӑл алӑкран ҫӑмӑллӑнах кӗме пултармалла.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсен урлӑшӗсем ак ҫакӑн пек: Палладӑн 500 километра яхӑн, Вестӑн 400 километра, Юнонӑн пурӗ те 200 километра яхӑн кӑна.
Астероидсен тӑрӑхӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫӗр каҫиччен отряд ҫирӗм километра яхӑн — шӑпах ҫур ҫула яхӑн кайрӗ.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
1830 м аяларах вырнаҫнӑ тропик тӑрӑхӗнче ҫулталӑкри вӑтам температура 27° С яхӑн, ҫумӑр ҫунин вӑтам кӑтартӑвӗ вара — 510 мм яхӑн.
Эфиопи географийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D1% ... 0%B9%D3%97
Ҫак ҫапӑҫура эпир нимӗҫсен вӑтӑра яхӑн дзотне пӗтертӗмӗр, пилӗкҫӗр ҫынна яхӑн, салтаксемпе офицерсем вӗлерсе тӑкрӑмӑр.Уничтожив в этом бою около 30 дзотов и до 500 солдат и офицеров.
Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак девизпа 500-е яхӑн совет салтакӗ штурм йӗркелесе, вышкӑсем ҫинчи сыхлавҫӑ-нимӗҫсене вӗлерсе, пулеметсене хӑйсен аллине ярса илсе лагерь территорийӗнчен 400 ҫынна яхӑн чупса тухма пултараҫҫӗ.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Туса пӗтернӗ планерӑн сарлакӑш ҫуначӗсем тӑрӑх ултӑ метра яхӑн, тӑршшӗ 4 метра яхӑн пулнӑ.
15. Шанют пырса тухни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
— Темиҫе ҫул каярах тӑватӑ километра яхӑн тарӑнӑш скважинӑсем пулнӑ, халӗ эпӗ ултӑ километра яхӑн ҫитекен скважинӑсем пурри ҫинчен илтрӗм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Батальон, тӑшман персе тӑнӑ пирки, пӗр-икӗ сехете яхӑн темӗнле стена патӗнче тӑнӑ, унтан вара малта тӑракан батальон командирӗ темӗскер каланӑ, рота командирӗсем йӑшӑлтатма пуҫланӑ, батальон хускалнӑ, бруствертан тухнӑ та вӑл, пӗр 100 утӑма яхӑн кайса, рота колоннисене пайланса, чарӑнса тӑнӑ.
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пуссин тарӑнӑшӗ ултӑ аршӑна яхӑн пулнӑ, пӗр аршӑна яхӑн шыв тӑнӑ.В колодце было всего шесть аршин глубины, и только на аршин стояла вода.
Йывӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Шултӑрисем ҫирӗм пӑта яхӑн туртаҫҫӗ, вӗсен тӑршшӗ пӗр виҫӗ аршӑна яхӑн пулать.
Тимӗршапа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Улӑпла пысӑк инжир йывӑҫӗ айне вырнаҫнӑ караванта сакӑрҫӗр ҫынран кая мар пулӗ — чурасем, арҫынсем, хӗрарӑмсем пилӗкҫӗре яхӑн, икҫӗр туземец-салтак, япала йӑтакансем, караван хуралҫисем, чура сутуҫин агенчӗсем ҫӗре яхӑн.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӑхсассӑн, ту аяккинче ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пекех пӗтӗм картина пире курӑнса тӑрать: айлӑмра, авангардпа, венгерецсен карре тӑрать, пӗр пин ҫынна яхӑн, икӗ тупӑ пур хӑйсен, вӗсен хыҫӗнче вара — ытти ҫарсен эшкерӗ, вунтӑватӑ пин ҫынна яхӑн.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Эпӗ ун хыҫҫӑн ҫур мильӑна яхӑн пытӑм, унтан вӑл тӳрех шурлӑха кӗрсе кайрӗ те ун урлах уттарчӗ, ҫур мильӑна яхӑн пакӑлчак таран шывра утса пычӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Икӗ куна пынӑ хаяр ҫапӑҫура пирӗн ҫарсем хӗрӗх ҫухрӑма яхӑн малалла куҫнӑ, татса кӗнӗ фронт сарлакӑшне утмӑл ҫухрӑма яхӑн сарнӑ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
«Калаҫмалӑх ҫук, Хавронья Никифоровна: ку типӗре атте мӗнпурри те пӗр вунпилӗк михӗ ҫуртырри, тӑватӑ михӗ яхӑн вир кӗрпи, тата тепӗр ҫӗре яхӑн книш кӑна пухнӑ; чӑххисене шутлас-тӑк, аллӑ та пулас ҫук; ҫӑмартисем ҫурри ытла пӑсӑк.
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кайран эпир вӑл хӑйӗн поместьине кайнине, хӑйӗн аллинче юлнӑ ҫӗрне сутса пӗр 35 пин тенке яхӑн илнине пӗлтӗмӗр, унтан вӑл Хусана тата Мускава кӗрсе тухнӑ, вӗренсе пӗтерччӗр тесе, хӑйӗн ҫичӗ стипендиатне 5 пин тенке яхӑн валеҫсе панӑ, ҫакӑнсӑр пуҫне эпир урӑх нимӗн те пӗлместпӗр.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Поместьесем ытла пысӑках пулман, ун аллинче пӗр-икӗ пин ҫура яхӑн чун пулнӑ, ача-пӑча вара ялти канлӗ пурнӑҫра нумай ҫуралнӑ, сакӑр ачана ҫитнӗ; пирӗн Рахметов чи кӗҫӗннисенчен пӗри пулнӑ, унран кӗҫӗнни йӑмӑкӗ ҫеҫ пулнӑ; ҫавӑнпа та пирӗн Рахметовӑн пуянлӑх нумай пулман ӗнтӗ; ӑна пӗр 400 чуна яхӑн ҫын та 7000 теҫеттин ҫӗр леҫнӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир ӗнтӗ кӳршӗри ултӑ колхозра пултӑмӑр, аллӑ пуҫа яхӑн выльӑх туянтӑмӑр, вӑл шутра бракланӑ ватӑ вӑкӑрсем виҫӗ мӑшӑр, пӑрусем, сӗт паман ӗнесем, сурӑхсем, вӑтӑра яхӑн сысна…
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Осетровӑн — ик ҫӗр ӗҫ кунне яхӑн, сирӗн бригадӑра ыттисен — ҫӗртен иртнӗ, Нечаев пек чирлисен те ҫӗре яхӑн, анчах санӑн — ҫирӗм тӑххӑр!
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.