Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярт the word is in our database.
ярт (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Шахрун пичӗ урлах ярт уҫҫӑн пушӑ йӗрӗ хӗп-хӗрлӗ палӑрса тӑрать.

Разглядев на лице Шахруна след от удара кнутом, он понял все.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиванӑн ҫӑпатисем ярт шуса каяҫҫӗ те, вӑл кӑшт ҫеҫ ҫӗре персе анмасть.

Вот Ухтиван поскользнулся и чуть было не упад.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каллех ӗмӗт пек пӗрре тӗтре ӑшӗнче ҫухалса курӑнмиех пулакан, тепре ирӗке тухса ярт уҫҫӑн палӑрса выртакан вӗҫсӗр ҫул.

Снова перед ним стелется дорога, то теряясь, как неясная мечта, в густом тумане, то вырисовываясь четкой бесконечной лентой.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл пуҫне кӑшт пӗкнӗ, аллисене ярт усса янӑ.

Голова чуть склонена набок, руки опущены вдоль тела.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр сӑмах, ҫыра пек, вӗсене ярт уҫӑ йӗр туса уйӑрса тӑратать.

Будто кто-то провел черту.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара ҫӗр урайне ярт тӑсӑлса выртать те урисене стена ҫумне тытать.

И блаженно вытянулся на земляном полу, уперев босые ноги в стену.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ярт уҫӑлчӗ кайри хапха, Ампар, кӗлечӗ ӳпӗнет, Ӳлеҫҫӗ тарҫисем хаяррӑн…

Help to translate

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ял-йыш, — йӑли пур, — хисеплерӗ: Ярт уҫрӗ анлӑ хапхана.

Help to translate

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Килет инкекӗ ҫулсерен — Пырса кӗме ярт уҫӑ алӑк.

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сасартӑк ак пӗри тапранчӗ, Ҫуталчӗ те ҫӗре йӑванчӗ, Ярт тӑсрӗ авӑк хӳрине, Хӑварчӗ хыҫала йӗрне.

Help to translate

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Купса майрипе калаҫса ларнӑ май вӑл ялан чӳречерен пӑхрӗ тата урайӗнче ярт тӑсӑлса выртакан хӗвел ури мӗнле куҫса пынине сӑнарӗ.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хайхи хӗр турткаланса тӑчӗ-тӑчӗ те, карӑнтарнӑ хӗлӗх пек ярт тӳрленсе, Хӗлимун умне тухрӗ, сулахай ал тупанне пилӗк ҫине хурса, акӑш евӗр тикӗссӗн пӗр ҫаврӑм турӗ, унтан, аллисене ылмаштарса, пӗр вырӑнта каллӗ-маллӗ ҫаврӑнчӗ те ҫамрӑксем хушшине вӗлт кӗрсе пытанчӗ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Александровӗ хӑяккӑн чалӑшрӗ, ҫавӑнтах тата, аршӑн ҫӑтнӑ тейӗн, ярт! тӳрленсе ларчӗ самантлӑха, анчах капла тытӑнса тӑраймарӗ, пӗкӗрӗле пуҫларӗ…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ҫӳл енӗ кӑшт сӗвекрех тӳпемре сарлакан та ярт тӳрӗ тӑсӑлса выртать, аяларах енӗ вара, ҫырмапа пысӑках мар сӑрт хӗррисене вырнаҫнӑ май, кукӑрӑлса сапаланать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шоссе ҫулӗ тӳп-тӳрӗ те ярт уҫӑ тӑсӑлса выртать.

Шоссе прямое и открытое.

«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Эсир мистер Гокнс умӗнче ярт тӑма тивӗҫ мар.

Вы вовсе не обязаны стоять перед мистером Хокинсом навытяжку.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Нуши-асапӗ йӑтӑнса анасса пӗле тӑркачах, хӑтӑлас тесессӗн те унтан ниепле те хӑтӑлма май ҫуккине кура тӑркачах — пурччӗ пек ҫак виҫӗ кун тӑршшинче шанчӑк, асам ярт! ҫуталса илессе кӗтсе амаланатчӗ пек чӗре хӳттинче темӗн .

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Упа ҫак муклашкана ҫӑтса ярать те ҫу ирӗлет, кит мӑйӑхӗ ярт тӑсӑлса тӑрать, упа халсӑрланать, вӑл пӗтӗмпех халран кайсан, эсир ун патнех пыратӑр та сӑнӑпа чиксе вӗлеретӗр.

Медведь проглатывает шарик; жир тает; китовый ус выпрямляется; медведь чувствует боль и начинает метаться взад и вперед. Когда ему делается очень плохо, ты убиваешь его копьем.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Лайӑххине лайӑх та — кӗтекен ҫук — сӑмаха, пуҫламаллине, ярт тӳрӗрен пуҫларӗ Матви.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӑмӑлсем — ярт.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed