Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫтаппанпа Саня икшер черкке сыпнӑ тӗле алӑк яриех уҫӑлчӗ те, пӳрте хашкине ернӗ Меркури, пӗр вӑтӑр пиллӗксенелле ҫывхарнӑ ҫинҫешке те типшӗм арҫын кӗрсе тӑчӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Колоннӑсем хыҫӗнче хӗрлӗ, кӑвак, симӗс кӗленчесемпе капӑрлатнӑ алӑксем виҫҫӗшӗ те яриех уҫӑ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Чӑнах та, шашулкка сасси илтӗнчӗ, унтан тараса вӑрӑммӑн чӗриклетрӗ, тата кӑштах вӑхӑт иртрӗ те, пӳрт алӑкӗ яриех уҫӑлчӗ, ӗнерхи пекех, виҫӗмкунхи пекех, яланхи пекех ывӑлӗн лӑпкӑ сасси илтӗнчӗ:
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Шоферӗ, лутрарах йӗкӗт, машинӑран тухса, хыҫалти алӑка яриех уҫса ячӗ, хӗрпе амӑшне ларма сӗнчӗ.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Кӗҫех вӑл кӗҫӗн алӑка яриех уҫрӗ.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Василий Филиппович сасартӑк алӑк патне шаплаттарса пычӗ те ӑна яриех уҫса пӑрахрӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Алӑкне яриех уҫса пӑрахнӑ пӳртре тулти пек сивӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Пӳрт алӑкӗ яриех уҫӑлса кайрӗ.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫитсессӗнех хайхискер лаҫ алӑкне яриех уҫса ячӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫапла шухӑшларӗ те карчӑк хыҫалти алӑкӗ патне пырса, ӑна хуллен кӗлерен вӗҫертсе, яриех уҫрӗ, хыттӑн кӑшкӑрчӗ:
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗтмен ҫӗртенех яриех алӑк уҫӑлчӗ, пӳлӗме ҫӗтӗк камсул тӑхӑннӑ шакла пуҫлӑ арҫын чупса кӗчӗ, хӑй вӑл йӗп-йӗпе, ӑна тин ҫеҫ шывран туртса кӑларнӑ тейӗн.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ак, алӑка яриех уҫса ячӗҫ те эпир хытса кайрӑмӑр.
Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӗсен хапхи яриех уҫӑ.
Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ну юрӗ, курӑпӑр! — терӗ те Тимӗркке алӑка яриех уҫса шалт! тутарса хупрӗ.
Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Урама час-часах тухкалама пуҫласан, юлташӑмсем мана та, ушкӑн вӑййисене ертсе, хӑйсенчен «хӑйпӑтса», катертсе хӑвармастчӗҫ-ха, анчах хӑйсем, мана е куршанак, е «пиҫсе ҫитмен ҫӗр ҫырли» вырӑнне ҫеҫ картса, ҫав-ҫавах хапӑлпах йышӑнмастчӗҫ, маншӑн хӑйсен чун-чӗре калинккисене яриех уҫса яма васкамастчӗҫ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Урамра вӗсем, кӑмӑлтан яриех уҫӑлса, вӑйӑри ача-пӑча ҫуйӑхнине, ӗрлевне, тахӑш кукӑртан шӑплӑха «ҫивӗч кусарпа ҫурмаран ҫуракан» сысна ҫихӗрнине хупла-хупла, пӗр ҫаврӑм юрӑпа кӑкӑр та ҫавӑрттарса илчӗҫ:
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ытларах пӗр тӗлте хӗвӗннӗ ушкӑн кӗрнексӗр вӗрлешет, «пасар та туй-ҫуй» тӑвать: киккирикӗсене самаях хӗртӗнтернӗ те чунӗсене яриех уҫса янӑ курӑнать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Юрӗ, юрӗ, — шӑл витӗр сӑрхӑнтарса ҫемҫелнӗ чунне яриех уҫать карчӑк.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Анчӑк ҫав-ҫавах малтанхи татӑҫусӑр кӑмӑлне яриех уҫмасть-ха: манӑн кашни сӑмаха, кашни хусканӑва тӗрӗслӗх али витӗр алласа ӑшне хывать пулас.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Тинех яриех ыйхӑран уҫӑлса кайрӗ те, чӑн тӗнчене таврӑнса, ӑшчикки йӗкленнине, пуҫӗ хӗссех ыратнине ӑша ҫӑткаласа ҫӗленсе ларнӑ куҫне чарӑлтарса ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.