Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче Петр хӑй мӗн-мӗн курса ҫӳрени ҫинчен кала-кала парать, фортепиано та халиччен нихҫан илтмен ҫӗнӗ кӗвӗсем шӑрантарса янӑратать…
X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унта темӗн пысӑкӑш мастонионт, хӑйӗн тӑсӑк сӑмсипе суллакаласа, асав шӑлӗсемпе чулсене ҫапса салатса ҫӳрет; унта магатерий хӑйӗн пысӑк урисемпе ҫӗр чавать, мӗкӗрекен сассипе гранит сӑрчӗсене хыттӑн янӑратать.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Урамра машинӑсем васкавлӑн кӑшкӑртаҫҫӗ, трамвай шӑнкӑравне шиклӗн янӑратать, пӗр-пӗрне хӑвала-хӑвала иртсе кайнӑ май, лавӑҫсем кӑшкӑрашаҫҫӗ.На улицах суетливо гудели машины, тревожно звонил трамвай, кричали, обгоняя друг друга, извозчики.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унӑн, патша ҫарӗнче генерал пулнӑскерӗн, хулӑн сасси пӗтӗм пӳлӗме янӑратать.Оглушительный бас его, когда-то служившим генералом в царской армии, гремел на всю комнату.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Калаҫнӑ-кулнӑ сасӑсене хупласа, радио пӗтӗм вакуна янӑратать.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тенорсен чуна тытса илмелле ҫепӗҫ те янкас сассисем пулӑшнипе, ҫар хорӗ пысӑк залра казаксен кӗмӗл шӑнкӑравлӑ юррисене чӳхентерсе шӑратать, вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ союзниксен гимнӗсене кӗрӗс-мерӗссӗн хӗнтӗртеттерсе янӑратать.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Часах хулара снаряд ҫурӑлнӑ сасӑ пӗтӗм тавралӑха янӑратать.И вскоре оттуда немедленно перекатывался над всей округой бухающий удар.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Теплоход мӑн сассипе хаваслӑн та нумайччен кӑшкӑртса сывпуллашрӗ; пӗрре кӑшт шӑпланать, унтан каллех мӗнпур вӑйӗпе мӗкӗрсе, таврана янӑратать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Макарушка, Майданниковӑн шуйттанӗ мӗнле янӑратать, э?
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Иртсе кайнӑ праҫникӗн кичем шӑплӑхне сайра-хутра ҫеҫ е арӑслан хытӑ ҫуйхӑшни чӗтретет, е гиенӑсем ахӑлтатса кулни янӑратать.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хулан ирхи сывлӑшне хӑйӗн хӑвӑрт калакан селӗпрех сӑмахӗсемпе янӑратать:Она оглашала знойный воздух городского утра картавым речитативом.
XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1
- 2