Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пит-куҫӗ унӑн пысӑк, питҫӑмартисем тухарах тӑраҫҫӗ, янахӗ ҫирӗп, тӑваткӑлрах.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унӑн чипер пичӗпе янахӗ тӑрӑх ҫумӑр шывӗ юхса, хӑмӑр, хӗрлӗ хура йӗрсем хӑварать, куҫӗсем ялтӑртатса ҫунаҫҫӗ.
Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.
Пӗррехинче, лекцисем хушшинчи тӑхтав вӑхӑтӗнче, пыратчӗ-ха вӑл (шевиотран ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ хура костюмпа, кочегарта ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑскерпе; шап-шурӑ кӗпепе, уринче йӑлтӑртатакан хура туфли) ӗҫлӗн, сумлӑн вашлаттарса виҫҫӗмӗш этажри коридорпа тӗркӗнсе, сӗрӗлтетсе кӗшӗлтетекен студентсен хушшипе, темле майпа ун куҫне чӳрече янахӗ умӗнче пите-питӗн «ирӗлсе», халапланса тӑракан хӗрпе каччӑ ӗлки сӗртӗнсе илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чылайранпа хырӑнман шӑртлӑ янахӗ тӑтӑшах сиккелерӗ.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Марине йӑпӑр-япӑр сиксе тӑчӗ те, сак ҫине хӑпарса, чӳрече янахӗ енне кармашрӗ.
Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.
Пӗчӗк Федораш унӑн шыҫмак янахӗ ҫине куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхрӗ, унтан вӑл хӑй ҫеҫ мар, юлташне те кӑтартасшӑн пулса, пӳрнипе Флорида госпожан мӑйӗ еннелле тӗллерӗ.Маленький Федораш — тот так и уставился на ее подбородок и даже показал кому-то на него рукой.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл мӑнтӑр кӑвакал пек йӑраланса утать, шыҫмак янахӗ хӑйӗн туртса тӑснӑ купӑс хутламӗсене аса илтерет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кирук унӑн алли, янахӗ чӗтренине асӑрхарӗ.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Унӑн хура хӑмӑр куҫӗсем сасартӑк шывланчӗҫ, янахӗ вӗттӗн-вӗттӗн чӗтре пуҫларӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Коля курчӗ те ӑна халиччен асӑрхаманнине асӑрхарӗ: янахӗ ун пӑч путӑк иккен.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Кунта, алӑк янахӗ ҫине таянса, пӗчӗк чухнехи пек ӗсӗклесе макӑрчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тарӑхнипе янахӗ чӗтрекен пулнӑ Тарье каллех лавккана кӗрсе кайрӗ, чӳречесене ҫаклатнӑ ҫекӗлсене аяккалла сирсе хучӗ, алӑк сӑлӑпне кӑларса илсе стена ҫумне таянтарчӗ, унтан, ҫенӗкпе ҫаврӑнса урама тухрӗ те, сарлака крыльца ҫине улӑхса кайса, чӳрече хупписене уҫрӗ, шӑнкӑравламалли кантра вӗҫӗнче тыткӑчӗ ҫуккине курсан, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӑлтах йӗркипе каласа пар, — лӑпкӑ пулма тӑрӑшрӗ амӑшӗ, анчах та унӑн янахӗ самаях чӗтреме пуҫланине ывӑлӗ лайӑх курчӗ.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Калаҫнӑ чухне унӑн кӗреҫе пек сар сухалӗ янахӗ сиккеленӗ май чӗтрене-чӗтрене илет.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Икӗ аллипе питне икӗ енчен шӑлнӑ пек туса, янахӗ айӗнче пӗрлештерчӗ, кӑкӑрӗ тӗлӗнче тытса тӑчӗ, пуҫне кӑштах тайса: «Исенмӗсӗс» — терӗ.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӑна вӑл Мускавран килсессӗнех тӗпелти чӳрече янахӗ ҫинче тупнӑччӗ.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Хӑйӗн куҫ айӗ кӑн-кӑвак, янахӗ ҫинче кӗсенленнӗ суран пур.
Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Выҫӑ куҫпа ӑна тинкерсе сӑнас мар тесе, ҫав вӑхӑтрах матӑшкӑна (пуп майрине) тӑнланӑ пек кӑтартса (ҫыруне Ваҫук тепӗр ҫынна та вулаттарӗ-ха), хӗрарӑмӑн кӗске янахӗ мӗнле вылянине асӑрхать Григорьев.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑл хӑйне Михала пиччене киле илсе кайса калаҫса ларӑп тенипе лӑплантарчӗ те пӳрт тулли халӑх иккенне кура, алӑк янахӗ ҫумне тайӑнчӗ.
IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл саквояжне шкапа чиксе хучӗ, ӑна питӗрчӗ, шкап уҫҫине хӑйӗнпе пӗрле илчӗ; унтан чӳрече янахӗ ҫине улӑхрӗ те гардина шнурне икӗ метр чухлӗ касса татрӗ; ӑна чӗркесе сумккине хурсан пӗтӗм ҫак ӗҫе хӑйӗн вилӗмӗшӗн тунӑшӑн кӑштах тӗлӗнчӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.