Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарӑнсан (тĕпĕ: чарӑн) more information about the word form can be found here.
— Тем… — терӗ вӑл, Меркури кӑшт сывлӑш ҫавӑрма пек чарӑнсан.

Help to translate

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Кофе ӗҫетӗн-и? — ыйтрӗ, эпӗ калаҫма чарӑнсан.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кам пӗлет, тен, Укаҫпа Тимуш ҫулӗсем чӑнахах та пӗрлешӗҫ, анчах ун пекки пулсан та, халь мар, вӑрҫӑ чарӑнсан ҫеҫ пулма пултарӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унтан, ҫитсе чарӑнсан, Турунова «тупӑннӑ ҫынсемпе» паллаштарчӗ.

Help to translate

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Спектакль вӗҫленсен, алӑ ҫупни шӑплансан, артистсен ури айне чечек ҫумӑрӗ тӑкӑнма чарӑнсан, темиҫе хут уҫӑлса хупӑннӑ чаршав урӑх тем чухлӗ кӗтсен те уҫӑлас ҫуккине ӑнланса илсен, эпӗ вырӑнтан хускалтӑм та аннепе пиччене: «Атьӑр-ха, атьӑр манпа пӗрле!» тесе, пушӑ залран алӑк еннелле виркӗнтӗм, сцена хыҫне чупса хӑпартӑм.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫумӑр чарӑнсан кӑларӑн.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Е чӗресрен тӑкнӑ пек чашлаттарать вӑл, е чарӑнсан та юрамасть-ши тенӗн, пӑт-пат ӳккелесе тӑрать, е тата кунӗн-ҫӗрӗн упа сурчӑкӗ пек йӑс-йӑс пӗрӗхет.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эсир ӗлкӗрсе пыракан ученик! — терӗ вӑл, эп калама чарӑнсан.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӗсен ҫывӑхӗнче икӗ грузовик умлӑн-хыҫлӑн чарӑнсан кабинӑран Аркаш сиксе анчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кулса чарӑнсан, Укаслу вара пурне те ҫапла каларӗ:

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр-пӗр ӗшнене канма чарӑнсан юрласа яратчӗ те пӗтӗм вӑрман ян та ян каятчӗ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Элчӗ калаҫма чарӑнсан, старик каччӑсене ҫапла каларӗ:

Help to translate

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, вӑрҫӑ чарӑнсан, пурнӑҫ майлашӑнса кайӗ».

Help to translate

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрҫӑ чарӑнсан та ҫак ӗҫ вырӑнтан тапранман.

Help to translate

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Вӑл калаҫма чарӑнсан лӑштах пултӑм.

Help to translate

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

— Эс мӗн ятлӑ? — тесе ыйтрӗ асли, ачасем патне пырса чарӑнсан.

Help to translate

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑнтӑрла, питӗ шӑрӑх вӑхӑтра, лашасене ҫитерме чарӑнсан, ӗне суса аппа пире сӗт ӗҫтерчӗ.

Help to translate

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑрҫӑ чарӑнсан та ашшӗ ҫав вутлӑ-юнлӑ хиртен таврӑнманччӗ-ха — Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Япун самурайӗсене «мӑйран пӑвса», «чӗрне айне лапчӑртса» вӗҫнех тухайман пулас.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Хисеплӗ юлташсем! — алӑ ҫупни чарӑнсан калаҫма пуҫларӗ Федор Павлович, — пирӗн патра канакан Артем Михайловичпа Екатерина Давыдовнӑн паян тӗлӗнмелле пысӑк уяв.

Help to translate

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Вӗсем кӗвӗ чарӑнсан та нумайччен алӑ ҫупрӗҫ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed