Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳттине (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кунти ҫуртсем Анаткасри пек ирӗккӗн, мӑнкӑмӑлланса лармаҫҫӗ, вӗсем темрен хӑранӑн, ытлашши палӑрас мар-ха тенӗн, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ, пӗр-пӗрин хӳттине пытаннӑ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑран кӳмме хӳттине Ларчӗ Урха ҫемйипе.

Help to translate

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫумӑртан тарса пӗр кил умне, хапха хӳттине, пырса тӑтӑм.

Help to translate

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Мана кам та пулин сыхлани, хӑй хӳттине илни вара халӗ маншӑн, ют хулара курман-илтмен ҫынсен хушшинче тӑр пӗччен (ватӑ Абхаз ҫыннине шута илмесен ӗнтӗ) туяканшӑн, пӗртте ытлашши мар.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫӑлтӑрсем сире ку эрнере хӑйсен хӳттине илеҫҫӗ.

На предстоящей неделе звёзды берут вас под своё покровительство.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӑх хӳттине Микула тӑрать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кузьминсем Анатолий Ефремовичпа пӗртӑванӗн ывӑл-хӗрӗсене хӑйсен хӳттине илнӗ.

Help to translate

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh

Ҫакна та пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ: вырӑс патшинчен хан ятне илсе, аслӑ князь «шӑллӗ» пулса Хусана килнӗ чухне ҫав тери хаваслӑ вӑл, вӗҫӗмсӗр шӳт тума юратать, хан ятне ҫухатса Мускава патшасен хӳттине каялла таврӑннӑ чухне нӑйкӑш этем кӑна, аллах ҫак ҫут тӗнчере хӑйне телей паманшӑн тулашса та пӑшӑрханса пыракан мӗскӗн ҫын.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Василь-Новгородра Сӑр таврашӗнчи чӑвашсемпе ҫармӑссем вырӑссем патне пырса вӗсенчен хӑйсене Мускав хӳттине илме ыйтнине пӑхса тӑнӑччӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Енчӗпек турчӑка илнӗ пек тунине курсан Кӗмӗш Янтул хӳттине кайса тӑчӗ.

Увидев, что Ендебек берется за кочергу, Кемеш спряталась за спину Яндула.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр-пӗр ҫурт хӳттине.

Лишь бы встретить какое ни то укрытие.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫыран хӳттине аяла бурлаксем пуҫтарӑнса тӑнӑ.

Под обрывистым берегом, спасаясь от пронизывающего ветра, сбились в кучку бурлаки.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сасартӑк тарласа чӑм шыва ӳкнӗ Шахрун ура ҫине сиксе тӑрать те такам ҫапасран хӑранӑ пек пуҫне чиксе йывӑҫ хӳттине йӑпшӑнать.

Вспотев от страха, Шахрун прижимается спиной к дереву, будто боясь, что кто-то невидимый в темноте обрушит сейчас на него смертельный удар.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тата Яриле хӑй те пуян хӳттине кӗрсе ӳкет, юлашки кунсене те пулин ҫын пек пурӑнса ирттерет.

Глядишь, и он, Яриле, попал бы в счет именитых людей, хоть напоследок прожил бы по-людски.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вырӑс патшалӑхӗ Ту енчи ҫӗр-шыва хӑйӗн хӳттине илме килӗшет.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак Мускава кайма тухрӑмӑр, мӑрсасем вырӑссен хӳттине куҫасшӑн…

Help to translate

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай утне чарчӗ те пурне те йывӑҫсен хӳттине пытанма хушрӗ.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл, хӑмӑр сӑрӑпа сӑрланӑскер, йывӑҫсем хӳттине пытаннӑ пек туйӑнать.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кукашшӗпе кукамӑшӗ хушшине пытарнӑ иккен Люттяна — Эльгеевсен хӳттине.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа васкамасӑр виҫӗ тирек хӳттине кайса ларчӗ те ҫӑмарта шуратма тытӑнчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed