Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халсӑрланса (тĕпĕ: халсӑрлан) more information about the word form can be found here.
Ҫапла майпа вӑл ҫырма хӗрринчи карта патне ҫитсе тухрӗ те, халсӑрланса, ҫакӑнта чарӑнса тӑчӗ.

В итоге он добрался до изгороди у обрыва и, обессиленный, остановился здесь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах вӑл нихҫан та алӑ усман, халсӑрланса ӳкмен, ырхан пӳрнисемпе перо тытса, ҫине-ҫине прошенисем ҫырнӑ, ҫырасса ун чухнехи йӗрке ыйтнӑ пек ҫырнӑ: «Милостивый государь! Честь имею покорнейше просить…»

Но она никогда не складывала рук, не приходила в отчаяние, а, сжав тонкими пальцами перо, вновь и вновь писала прошения, писала так, как принято было писать: «Милостивый государь! Честь имею покорнейше просить…»

Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑрҫӑра куҫҫулӗн шучӗ ҫук ун, анчах халсӑрланса ларни килӗшӳллӗ мар пире.

На войне слезы несчитанные, только слабость нам сейчас не к лицу.

19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ӑна вӑл ывӑнтарса ҫитернӗ, лешӗ вара, пӗтӗмпех халсӑрланса ҫитнӗскер, чарӑнса тӑнӑ та хӑйне вӗлерессе ҫеҫ кӗтме пуҫланӑ.

И своим преследованием довел зверя до того, что он, обессиленный, остановился, ожидая смертельного удара копьем.

Вӑрманти легенда // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 61–64 с.

Манӑн юлташсем мӗскӗнленсе, халсӑрланса ҫитрӗҫ.

Мои спутники осунулись и ослабли.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Акӑ тӑвӑл вӑхӑтӗнчи мӗскӗннӗн шӑхӑрнӑ сасӑ пек, тискер ӗрлевпе юнашарах унӑн хӑлхинче вӑл каҫару ыйтса калакан сӑмахсем, хӑйӗн тӗлсӗр-палсӑр каланӑ, халсӑрланса пыран сӑмахӗсем; тархасласа, тилмӗрсе, каллех каҫару ыйтса, пӗр вӗҫӗмсӗр каланӑ сӑмахсем янӑраса каяҫҫӗ…

И вот, как жалобный подсвист в бурю, рядом с диким воем зазвучали в его ушах и посыпались его бессвязные, слабеющие слова о пощаде, слова мольбы, просьбы и опять мольбы о пощаде и еще…

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Хӑйӗн ҫан-ҫурӑмӗпе пуҫӗ вӗриленнине, хӑй пӗтӗмпех халран кайса, халсӑрланса пынине туять, ҫакӑнтах унӑн курӑк ҫине ӳкес килет, куҫа хупса пӗр хускалмасӑр выртас килет.

Болезнь быстро прогрессировала, он чувствовал жар в теле, в голове, общую слабость, болезненное желание упасть на траву, закрыть глаза и так лежать без движения.

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вӑл ҫав тери халсӑрланса ҫитрӗ, унӑн ӳчӗ кӑна мар, шӑмшаккисем те сурса ыратрӗҫ.

Ее охватывала та смертельная усталость, которая сначала гнездится в каждом мускуле тела, затем поражает кости.

V. Ҫул вӗҫленчӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл тахҫантанпах халсӑрланса ҫӳренӗ, анчах кӗркунне кӑна врач рак чирӗ пуррине палӑртрӗ.

Он уже давно был слаб, но только осенью врач установил, что у него рак.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тата пӗр-пӗр ҫыннӑн пыл хурчӗсем пур пулсан, ҫав ҫын вилет пулсан, ҫакӑн ҫинчен тепӗр ирхине хӗвел тухиччен пыл хурчӗсене пырса каламалла; ҫапла тумасан, вӗсем халсӑрланса каяҫҫӗ, ӗҫлейми пулаҫҫӗ, пурте вилсе пӗтеҫҫӗ.

А еще если у человека есть пчелы и этот человек умрет, то пчелам непременно нужно об этом сказать на следующее утро, до того как взойдет солнце, а не то они ослабеют, перестанут работать и передохнут.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пансионра вӑл музыкӑна вӗреннӗ, романсем вуланӑ, кайран ҫаксене пурне те пӑрахнӑ та — тумланма тытӑннӑ, ӑна та пӑрахнӑ; хӗрне пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫе тытӑнса пӑхнӑ, ҫак ӗҫре те халсӑрланса, ӑна гувернантка аллине панӑ; юлашкинчен вара хуйхӑрма та шӑппӑн пӑшӑрханма тытӑннӑ.

В пансионе она занималась музыкой и читала романы, потом всё это бросила; стала рядиться, и это оставила; занялась было воспитанием дочери, и тут ослабела и передала ее на руки к гувернантке; кончилось тем, что она только и делала что грустила и тихо волновалась.

III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Аптӑраса кайнӑ Гленарван, ним тӑвайман енне аллисене лутӑркаса, халсӑрланса ҫӗр ҫине ҫӗкленчӗ.

Потрясённый Гленарван бессильно опустился на землю, ломая себе от отчаяния руки.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чӑсланкӑ слесарь хавшак пӳллӗ салтак умӗнче нимӗн тума аптӑраса, халсӑрланса пӑхса тӑрать.

Верзила-слесарь беспомощно стоял перед этим плюгавеньким солдатом, бессильный что-либо сделать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Каҫхи ӗнтрӗк таврана карса илнӗ тӗле, ывӑнса, халсӑрланса ҫитнӗ беженецсем каллех ҫулсӑр-йӗрсӗр чӑтлӑх вӑрмана пырса тухрӗҫ.

Уже спускались сумерки, когда усталые, измотанные беженцы очутились опять без дороги в таком густом лесу.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Халсӑрланса ҫитнӗ, кӑвакарса шурса кайнӑ, урисене аран илсе пусакан хӗрлӗармеецсем хӑйӑр тӑрӑх мӗлкесем пек сулланса пычӗҫ.

Изможденные, иссиня-бледные, еле передвигающие ноги красноармейцы шли как тени.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Сана кӗпе-йӗмсем ярса паратӑп: пилӗк мӑшӑр кӗске чӑлха, ҫӳхе катан пиртен ҫӗлетнӗ тӑватӑ кӗпе; тата санпа ӗҫ пирки те калаҫса пӑхасшӑн: эс халь пӗчӗкех мар чинра тӑратӑн, ҫавӑнпа та пӗлме тивӗҫлӗ ӗнтӗ, эпӗ ватӑлнипе халсӑрланса ҫитрӗм, санӑн хуҫалӑха йӗркелесе тӑрасси ҫинчен хӑвӑн шутласа пӑхас пулать, малалла та службӑра пулни ниме те кирлӗ мар тесе шутлатӑп.

Посылаю тебе белье: пять пар нитяных карпеток и четыре рубашки тонкого холста; да еще хочу поговорить с тобою о деле: так как ты уже имеешь чин немаловажный, что, думаю, тебе известно, и пришел в такие лета, что пора и хозяйством позаняться, то в воинской службе тебе незачем более служить.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Паян ҫывӑрса тӑтӑмӑр та нимӗҫ халсӑрланса ҫитнине ӑнланса илтӗмӗр, — кашни салтакӑнах вӑйӗ вунӑ хут ӳснӗ пек туйӑнчӗ!

А как сегодня поднялись да поняли, что немец выдохся, — и у каждого в десять раз прибавилось сил!

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл крыльца ҫинчен чупса анса мӗн те пулин кӑшкӑрасшӑн пулчӗ, анчах вӑйӗ пулмарӗ, сасси питӗрӗнсе ларчӗ, — пӗр труках пӗтӗм ӳт-пӗвӗ халсӑрланса ҫитрӗ те аран-аран алӑк янахӗнчен тытӑнса юлчӗ.

Он хотел было рвануться с крыльца, что-то закричать, но не было ни сил, ни голоса, — разом ослабело все тело, и он едва удержался за косяк двери.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вилес умӗн вӑл ашшӗне хӑй тахҫантанпах юнлӑ сурни ҫинчен (амӑшӗ те унӑн ҫав чирпех халсӑрланса вилчӗ) каласа пачӗ.

За несколько дней перед смертью она призналась отцу, что уже давно, как и мать, харкает кровью и потеет по ночам.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Егорушка ку сӗнӳпе килӗшмерӗ, ун сывлӑшӗ капла та пӳлӗнсе ларнӑччӗ ӗнтӗ, вӑл халсӑрланса ҫитнӗччӗ.

Егорушка отклонил это предложение, потому что очень запыхался и ослабел.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed