Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уттарса (тĕпĕ: уттар) more information about the word form can be found here.
Хула хапхинчен уттарса мар, чуптарса тухрӗ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун пек кайни уттарса пынинчен е майӗпен ҫеҫ юрттарнинчен лайӑхрах: пуҫа усал шухӑшсем пусмӑрлаймаҫҫӗ тата чун-чӗре вӗрилӗхӗ те ҫав шайрах, хӑйсене ӑсатса янӑ чухнехи виҫерех тӑрать.

Help to translate

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ӑна тӑратса уттарса ҫӳрерӗҫ, сӗт пачӗҫ, кайран выльӑх тухтӑрӗ патне ҫавӑтса кайрӑмӑр.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ваҫҫа, Иванюк сӑмахӗсене ӑшӑ кӑмӑлпа итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн, лашине уттарса кайрӗ.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пуппа Иванюк аллине кӗнӗ пӗтӗм укҫа, тет Ҫтаппан, — терӗ юлашкинчен атте, лашана уттарса.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Салакайак лашине халӑх хушшинчен уттарса кӑларать:

Салагаик вывел лошадь из толпы, с ухмылкой бросил:

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эпир вӑл салтака ҫӗр ҫынлӑ строй витӗр хӗрӗх хут уттарса кӑлармалла тунӑччӗ».

— Мы приказали того солдата сорок раз прогнать сквозь строй?

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Савӑннипе темиҫе ҫухрӑм юртӑпа килнӗ хыҫҫӑн юлан утлӑ ҫынсем Мускав хулин тӑвӑр урамӗсем тӑрӑх ӑш пиллӗн калаҫса лашисене уттарса кӑна пычӗҫ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсасемпе тӗкӗрҫӗсем таканланӑ лашисене шӑкӑл-шӑкӑл уттарса чыслӑн кӗпер урлӑ каҫса кайрӗҫ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ирхине Кармӑшкасси урамӗ тӑрӑх Хусан еннелле тӑватӑ юланут уттарса иртрӗҫ.

Help to translate

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ялккасне хыврӗ те ӑна пуҫ тӗлӗнче нумайччен ҫавӑрчӗ, вара лашине малалла уттарса татах шухӑша путрӗ.

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ут чуптарнӑ ачасем ӑна хӑйсене ҫакланнӑ пайран пӗр ывӑҫ аҫтӑрхан мӑйӑрӗ пырса пачӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ҫав-ҫавах лашасене ҫерем тӑрӑх уттарса ҫӳрекен Ахтупай патне уяв ячӗпе шап-шур пусма кӗпе тӑхӑннӑ Нухрат чупса ҫитрӗ.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл лашана хӑй мехелӗпе уттарса пӗрре кая юлчӗ, тепре юртӑпа пырса мала ирте-ирте кайрӗ.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан лашине Ахтупай патнерех уттарса каласа хучӗ.

Help to translate

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, ачасем, юрласа парӑр-ха пӗр-пӗр юрӑ, мӗн вӗрентнӗ сире Михала пиччӳ шкулта, — лашине хуллен-терех уттарса каларӗ Хӗветӗр.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Йӗнерлерӗмӗр, утланса лартӑмӑр та кӑнтӑралла ҫул тытрӑмӑр; унтан Биг малта пыракан Астарота хӑваласа ҫитрӗ, вӗсем ҫак кунхи пулӑмсем пирки шӑппӑн калаҫкаласа ту тайлӑмӗнчи вӗтлӗхе учӗсене уттарса кӗчӗҫ, эпӗ вара вӗсем хыҫҫӑн пынӑ май хамран ыйтатӑп: эпӗ кӳнтелен те, хутшӑнташ та пулса ҫапӑҫни чӑнахах та пулса иртрӗ-ши?

Оседлав их, мы тронулись к югу; затем Биг нагнал ехавшего впереди Астарота, и они, тихо разговаривая о происшествиях дня, шагом погрузились в заросль на склоне горы, а я, следуя за ними, спрашивал себя: точно ли произошло все, в чем был я свидетелем и участником?

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Уттарса ҫеҫ пыма май килчӗ.

Ехать можно было только шагом.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пиртен инҫех мар казаксем юртӑпа пыма чарӑнса уттарса пыма пуҫларӗҫ.

Недалеко от нас казаки сменили рысь на шаг.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Лашине уттарса пырса Блюм темиҫе минутран ӑна чарчӗ, анчах пӑшӑхтарнӑ утӑн хӑйӑлти пӗччен сывлавӗ Блюма хӑйӗн хӑрушсӑрлӑхӗ тӗлӗшпе пӗр тумлам шанчӑклӑх та парнелемерӗ; вӑл — виҫҫӗмӗш хут — лаша пуҫӗ ҫине выртсах тимлӗн тӑнларӗ, унтан хыттӑн хумханса-чӗтренсе лашана револьвер аврине ҫапрӗ; хыҫалтан лаша ури чӗрнисен шӑплӑхра ҫухала-ҫухала вӑйлансах пыракан иккӗленӳсӗр-ҫирӗп тӑпӑртатӑвӗ уҫӑмлӑн, васкаварлӑн та тӳлеккӗн ҫывхарса килет…

Пустив лошадь шагом, он через несколько минут остановил ее, но одинокое, хриплое дыхание загнанного животного не подарило Блюму даже капли уверенности в своей безопасности; он прислушался в третий раз и, весь всколыхнувшись, ударил лошадь ручкой револьвера; сзади отчетливо, торопливо и тихо несся дробный, затерянный в тишине, уверенный стук копыт.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Пӗр вӑхӑт уҫӑмсӑр пӑшӑлтатӑва аса илтерекен сасӑсене вӑрман хӑй кӑларнӑн туйӑнать; унтан Ганэльпе юнашарах самантлӑх чарӑнса, сӑрӑ тата хура лашисене уттарса икӗ ҫын иртсе кайрӗ; иккӗшӗ те Роэнк пекех тилӗ ҫӗлӗкӗпе, йӗнер сӑмсинчен тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмлӑ утиял ҫавӑрса хунӑ.

Некоторое время казалось, будто сам лес роняет звуки, напоминающие полувнятный шепот; затем, почти вплотную к Ганэлю, шагом, на серой и черной лошадях проехали двое, смутно похожие на Роэнка лисьими шапками и свернутыми у седельных лук одеялами из цветной шерсти.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed