Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утланса (тĕпĕ: утлан) more information about the word form can be found here.
Сванетире ӗлӗк урапа курман, унта уйри тырра, утта ҫунасемпе турттарнӑ; ҫурӑм хыҫне япала ҫакса ҫынсем тусем урлӑ ҫуран е лаша ҫине утланса ҫӳренӗ.

Сванетия не знала колес — хлеб с полей и сено возили на санях, а люди с вьюками пробирались через горы пешком или верхом.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл ҫӳренӗ чухне лаша утланса шыв патне пынӑ, шыв урлӑ каҫма хӑтланнӑ.

Он ехал верхом на лошади.

Ту шывӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ашшӗ итлерӗ тит, лашана салтса ячӗ тит, вар[а] Йӑван утланса ларчӗ тит те ашшӗне каларӗ тит:

Отец послушался, развязал лошадь, тогда Йыван сел верхом и крикнул отцу:

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

— Атти, пӗре юлашкинчен лаша ҫине утланса ҫӳрем, — тесе калать тит.

— Отец, дай в последний раз прокатиться на лошади верхом.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Ав, кӗтӳҫ ун ҫине утланса та ларчӗ?

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ӗҫ вӗҫленсен, чечек савӑчӗсене сивӗнсех ҫитме ӗлкӗреймен курнасенчен кӑларсан, Тимуш заводри чи чуман Юманкка лашана утланса пӗр яла кайрӗ те унтан ритван кӳлсе килчӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унта-кунта каймалла чухне ик кустӑрмаллӑ тусӗ велосипед ҫине утланса таҫта та ҫитсе килет.

Help to translate

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Каҫалапа вара ҫапла шухӑш турӗ: «Каҫпа яла каятӑп, киле кӗретӗп те лайӑх ухӑ, туп-тулли укҫа, хӗҫ, апат-ҫимӗҫ илсе тухӑп. Вара ут утланса каялла сӑптӑрӑп. И-и, пурӑнӑп вара!» — терӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр тумӗ тумланса, учӗ ҫине утланса ларнӑ самант хӗр-ҫарҫыннишӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсир патька-патша патне утланса кайнӑ леш пилӗк утпа пӗрле.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тен, ут утланса тарса ӳкӗпӗр, — терӗ тахӑшӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урхамах ҫине утланса Пӑлан йӗрӗпе эп килтӗм, Сӑн-пуҫунтан вӑтанса Ҫуртна кӗме иментӗм.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ула ута утланса Еркинейӗ ташлатать, Пӗтем пухӑ ӑмсанса Ӑна килне ӑсатать.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вара, виҫӗ хут та ҫурӑ йӗксӳлесе илсе, мехле-мехле хӑйӗн вырӑнне урнӑ упамасла кайса ларчӗ те, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сурӑха тулакан кашкӑр ҫӑткӑнлӑхӗпе, чыхӑна-чыхӑна, сӗлекелене-сӗлекелене кӑшла-кӑшла, паянхи «теҫӗл», «кутранах вут пуҫҫипе йӑштакан» ӗҫне, ҫӗнӗрен чӗртсе, «утланса», малалла амалантарса, ӗрӗхтерсе яма пикенчӗ.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пурнӑҫра пурпӗрех урӑх пӗлӳсем ҫине утланса ҫӳреҫҫӗ, — тӑрӑхлавлӑн, елпӗрсе чалӑштарса илчӗ вӑл тутине.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ӗнтӗ Павӑл ҫилҫунат утланса, умма пулас мӑшӑрне те лартса, сарӑ кун ҫӗршывнеллех, телей тӗнчинеллех ӗрӗхет.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Маларах утланса пыракансен качака пек тӑмалла.

Help to translate

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Пурте утланса ларсан – качака темиҫе утӑм – 4-5 метр – утса каймалла.

Help to translate

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Тепӗр ушкӑнӑн пӗрерӗн-пӗрерӗн чупса пырса ҫак «качака» ҫине сиксе утланса пымалла.

Help to translate

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Ҫӗр типсе ҫитмен — вӑл мотоцикл ҫине утланса та ларнӑ.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed