Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑхланчӗ (тĕпĕ: урӑхлан) more information about the word form can be found here.
Хӑйӗн тӑван чӗлхипе калаҫнине илтсен нимӗҫ ҫуталса кайрӗ, урӑхланчӗ, вӑл чӑнах та вырӑсла пӗр сӑмах кӑна пӗлни паллӑ пулчӗ.

Услышав свой родной язык, немец просиял, изменился, стало ясно, что он действительно знал по-русски только одно слово.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫакна аса илсен, Фан Сюань-чон пичӗ те пачах урӑхланчӗ.

Вспомнив это, Фан Сюань-чо изменился в лице.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Йывӑр хуйха пула сӑнарӗ те урӑхланчӗ.

Черты ее были искажены тяжким горем.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Туссем те, тӑшмансем те, юрату та тепӗр хут килсе тухрӗ, анчах пурнӑҫ урӑхланчӗ ӗнте, халӗ тӑшмансем мар, туссемпе юрату ҫӗнтерсе ҫиеле тухрӗҫ.

И друзья, и враги, и любовь повторились снова, но жизнь стала иной, и победили не враги, а друзья и любовь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах тӗттӗмлӗх пире талккӑшпех хуплама пуҫласан, кӑмӑл урӑхланчӗ, кунта та такам, тинӗс пушлӑхӗнче, пирӗн пек ҫула тухнисемшӗн тӑрӑшать иккен теес килчӗ — фарватера палӑртса, бакенсем, маяксем, паллӑсем лартса тухнӑ.

Но когда стала обступать нас темнота, было уже приятно думать, что и здесь, в пустыне моря, кто-то заботится о нас, о нашем пароходе, — наставил бакенов, маяков и вешек, обозначающих фарватер.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed