Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗслерӗ (тĕпĕ: тӗрӗсле) more information about the word form can be found here.
«Юн тухман-ши?» тесе питне-куҫне тӗрӗслерӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӑл хурав кӗтсе илмесӗрех Архипов ҫумне пырса ларчӗ те юн пусӑмне тӗрӗслерӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл, никампа пӗр сӑмах чӗнмесӗр, тӳрех ача кравачӗ патне пычӗ, пепки ҫывӑрнипе-ҫывӑрманнине тӗрӗслерӗ те: — Ҫаплах ӳсӗрет-и? — тесе ыйтрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл пӗрерӗн тӗрӗслерӗ Хыт аяк пӗрчисене.

Help to translate

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Ҫтаппан пӑчкӑ ҫине ӳкнӗ ҫулҫа илсе пӑрахрӗ те сӑнчӑра пӳрнипе сӑтӑрса тӗрӗслерӗ.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лашине йывӑҫран кӑкарса утӑ пачӗ те тӑрантасӑн малти кустӑрмине урипе тапса тӗрӗслерӗ, унтан тин ҫынсем патнелле васкаса утрӗ.

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл вырӑнтан сиксе тӑчӗ, чӳречесенчен пӑхрӗ, алӑк ҫинчи ҫекӗле тӗрӗслерӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тавралӑх шӑплансан Егор пытаннӑ ҫӗртен тухрӗ те хӑй ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑна кӗрсе тӗрӗслерӗ — ун юлташӗсем пурте юн ӑшӗнче выртаҫҫӗ, пуҫӗсене каснӑ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗ ун кӗпин ҫӳлти тӳмине салтса хӗресӗ пуррине тӗрӗслерӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӑмах май, июлӗн 18-мӗшӗнче пирӗн районта Чӑваш Республикин патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Сергей Скворцов пулчӗ, Туктамӑшри тӗрӗслевпе пропуск пункчӗн ӗҫне тӗрӗслерӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Башкировпа тата ытти яваплӑ ҫынсемпе тӗл пулчӗ.

Help to translate

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Егор Кондратьевич ӑна салтса тӗрӗслерӗ, хӗлӗхне тытса пӑхрӗ.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аслӑ бухгалтер хутсене васкамасӑр тыта-тыта пӑхрӗ, унти цифрӑсене шутпа шутласа тӗрӗслерӗ.

Help to translate

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай лашасене йӗнерчӗк, сӳсмен лектерсе суран тавраш туман-ши, тесе йӑлтах тӗрӗслерӗ.

Help to translate

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Августӑн 9-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне мӗнле хатӗрленнине тӗрӗслекен округри комисси пурӗ 8 шкула, 3 ача садне, хушма вӗренӗвӗн 4 учрежденине тӗрӗслерӗ.

Help to translate

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Хайхискер каллех эпӗ пурӑнма пӗлнипе пӗлменнине тӗрӗслерӗ:

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗлтӗр ҫумӑр ҫуса тӗрӗслерӗ те.

Help to translate

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Те вӑл вырӑнтах-ши тесе тӗрӗслерӗ, те мӗн те пулин амантман-ши тесе хыпашларӗ.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Мама уйӑх календарӗпе вӑрлӑха хӑҫан лартсан лайӑххине тӗрӗслерӗ те нарӑс уйӑхӗнче пӗр канмалли кун суйларӗ.

Мама проверила в лунном календаре, когда лучше сеять семена, и выбрала один выходной день в феврале.

Пӑрӑҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/593

Кунта, хваттерте те, пулма кирлӗ-ха сан ун пекки, — Салтаванов зала кӗрсе шифоньер хыҫӗнчи кравать ҫинче мӗн пуррине тӗрӗслерӗ, йӑпӑртлӑха балкон ҫине тухрӗ, ваннӑпа туалет алӑкӗсене уҫа-уҫа пӑхрӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ака-суха ирттермелли техникӑн пахалӑхне вӑл руль умне ларсах тӗрӗслерӗ.

Help to translate

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed