Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗркисене (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӑйпе пӗрле вӑл казаксен пӗр пайне, шах витинче тӑнӑ таса юнлӑ виҫӗ араб урхамахне, хаклӑ кавирсемпе сайра тӗл пулакан эрешсене, капӑр тӗрӗллӗ пурҫӑн тӗркисене нумай илсе таврӑннӑ.

Привел с собой часть казаков, трех чистокровных арабских, с конюшни шаха, скакунов, привез богатую добычу: дорогие ковры, редчайшие украшения, шелка самых пышных цветов.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирхине, ялан пулнӑ пекех, унӑн ик ҫыруҫи, Елихоферпа Ахия, папирус тӗркисене, хӑмӑшпа чернила хатӗр тытса, тронӑн икӗ енӗпе сарнӑ хаклӑ чӑптасем ҫинче выртнӑ ӗнтӗ.

Как и всегда по утрам, двое его писцов, Елихофер и Ахия, уже лежали на циновках, по обе стороны трона, держа наготове свертки папируса, тростник и чернила.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тепӗр виҫӗ кунтан ҫил ҫитсе ҫапӑнакан ҫӗр тӗмисем пурте ҫаралса юлчӗҫ, тӑпри тухичченех ҫуса тасатнӑ тӑвайккисем нӳрӗ тумӗсене кӑтартма пуҫларӗҫ, сӑртсем ҫинчен, хир тӳписенчен шавласа юхса анакан шыв пӑтранса кайрӗ, вара, хӑйӗн сиксе вӗрекен кӑтра хумӗсем ҫине кӑпӑк капланчӑкӗсен сарӑ ҫӗлӗкӗсене ларта-ларта, тырӑсен ҫуса тасатнӑ хӑмӑлӗ-тымарӗсене, сухаланӑ уйсенчен тӑпӑлтарса пухса килнӗ типӗ хытхура юлашкисене тата тӗмӗн-тӗмӗн ӳсекен жабрей курӑкӗн шыв татса ӳкернӗ тӗркисене айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарса, анаталла ыткӑнчӗ.

Дня через три уже оголились доступные всем ветрам бугры, промытые до земли склоны засияли влажной глиной, нагорная вода помутилась и понесла на своих вскипающих кучерявых волнах желтые шапки пышно взбитой пены, вымытые хлебные корневища, сухие выволочки с пашен и срезанный водою кустистый жабрей.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Халӗ эпир кусемпе лекместпӗр-и ӗнтӗ? — терӗ Гаврила, урипе тавар тӗркисене тӗксе.

— Так теперь мы, значит, уж не попадемся с этим? — Гаврила ткнул ногой в тюки.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Хут тӗркисене Гаврик кӗсьине тарӑн чикнӗ, ҫиелтен, паллӑ ан пултӑр тесе, якатма тӑрӑшнӑ.

Сверток — чаще всего это были бумаги — Гаврик засовывал глубоко в карман и сверху приглаживал, чтобы не торчало.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed