Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тайкаланса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӗвелшӗн савӑннӑ ватӑ ҫӑка, ҫил вӗрнине чӑтаймасӑр, енчен енне тайкаланса илчӗ.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл та ӗнер сан пекех тайкаланса килчӗ.

Help to translate

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Хӗрарӑм ачине ҫавӑтрӗ те калас тенӗ сӑмахне те калаймасӑр ӳсӗр ҫын евӗр тайкаланса пӳлӗме кӗрсе ҫухалчӗ, Куҫҫулӗ вара, тӑварлӑскер, йӳҫӗскер, юхрӗ… юхрӗ…

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Вӑл каялла чакса-чакса пычӗ те килкартинчен урамалла тайкаланса тухрӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӑл чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе каччӑ ҫине шӑтарасла пӑхса илчӗ те ӳсӗр ҫын пек тайкаланса алӑк патнелле утрӗ.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫав вӑхӑтра Андрей пурӑнакан ҫуртран унӑн ашшӗ тайкаланса тухрӗ.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Акӑ кабинӑран тин кӑна утма вӗреннӗ ача пек тайкаланса Ванюк тухрӗ.

Help to translate

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсен хушшинче сарӑ мамӑк ҫӑмхисем — хур чӗпписем тайкаланса ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Унтан вӑл васкамасӑр, кӑштах тайкаланса, алӑк патнелле утса кайрӗ.

Потом с видимым усилием, медленной, неверном походкой направилась к двери.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл ку хутӗнче те ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ, ури ҫинче аран-аран тайкаланса тӑрать.

Он и на сей раз был пьян и едва держался на ногах.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫак тайкаланса чӗриклетекен, хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче темӗн те пӗр курнӑ сӗтеле тӗрлӗ тӗслӗ чернилпа, сӑрсемпе, апат юлашкисемпе вараласа пӗтернӗ; ӑна кӗл тӑррипе ҫусан та тасатаймӑн, тасатасах тесен, тепӗр хут савалас пулать.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Михха тайкаланса ура ҫине тӑчӗ:

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрте кӗрсе, ашшӗ-амӑшӗнчен мӗн юлнине пӗлес тесе вӑл картиш алӑкӗ урлӑ каҫрӗ те ҫенӗк патне тайкаланса пычӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ӑнланмастӑп-и? — Огуречников тайкаланса ура ҫине тӑчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Туратсем хушшинчен пуп тайкаланса утса тухрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Зоя Сергеевна яштах сиксе тӑчӗ, тайкаланса кайрӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, ҫине кивӗ кӗрӗк, пуҫне мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑра сухалӗ самаях кӑвакарма пуҫланӑ ҫын, урисене аран ылмаштарса, пӗлтерӳ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, кӗрӗк кӗсйинчен хыпалансах кӑмрӑк татӑкӗ туртса кӑларчӗ, иккӗмӗш ыйтӑва хура йӗрсемпе турта-турта тухрӗ, тайкаланса малалла утрӗ.

Help to translate

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫиллине шӑнарайман Сахар, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, картиш урлӑ каҫрӗ, выльӑхсем валли апат хатӗрлемелли пӳрте кӗрсе кайрӗ те шанках пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ: кивӗ чаппан сарса хунӑ йывӑҫ кравать ҫинче Мирун выртать.

Help to translate

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑналӑк айӗнчен тухрӗ те ӳсӗр ҫын пек тайкаланса шыв валашки патне тӑнкӑлтатрӗ.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай ӳсӗр ҫын пек тайкаланса такансем патнелле утрӗ.

Help to translate

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed