Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн тесен Аванкай тӑшманӗсем вӑл тимӗр-тӑмӑр ӗҫне пуҫӑннине: вӑл хӑй пӗлекен ҫынсене ҫивчӗ анкар, сӑнӑ, ухӑ йӗппи, теприсене тата хӗҫ те туса панине пӗлмелле мар.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унтан вӑл «яка пӑр ҫинче юлнӑ» клиенчӗсене чӑл-чал сапаланӑ куҫӗсемпе «сӑнӑ вӗҫтерсе» илчӗ те, куҫ харшине сӑмса кӑкӗ ҫине пуҫтарса, «шпагат» тума пикенекен хуралҫӑ-милиционерсене шӑппӑн, анчах ҫирӗппӗн, чышкине шатӑртаттарса чӑмӑртаса хытӑрларӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Эп ҫывхарнине сисменскер, вӑл ман еннелле палт! ҫаврӑнчӗ те хӑйӗн вичкӗн хӑмӑр куҫӗпе мана сӑнӑ пек тирӗнчӗ, шиклӗн, шанмасӑртараххӑн тимлерӗ, вара сӑмах-юмах ҫӑрса тӑмасӑрах мӑнттай ҫулӑкне катари ик енӗпе те тӳп-тӳрӗ хула урамӗ еннелле ярт! ҫӗклерӗ:
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Куҫӗсем вара йывӑррӑн, анчах чӑтӑмсӑррӑн «качтаки» ҫинелле ҫӗкленчӗҫ, йӑраланса ҫитрӗҫ, тупрӗҫ, лешне сӑнӑ пек тирӗнсе кӗчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чип-чипер ӗҫлекен хӗрарӑм чӗри сӑнӑ пӑрса тивнӗ пекех чиксе кайрӗ, ниҫта кайса кӗрейми сиксе тапа пуҫларӗ.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Ҫтаппан чӗрине сӑнӑ пырса тӑрӑннӑ пекех туйӑнчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Арӑмӗ ӗненменни Ҫтаппанӑн ырӑ та нихҫан суйса курман чӗрине сӑнӑ пек пырса тӑрӑнчӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑрушӑ шухӑшсем пуҫне сӑнӑ пек пырса тӑрӑнчӗҫ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ахтупайпа Иливан алла сӑнӑ тытсах ҫапӑҫрӗҫ-ха, ӳсӗр тӗкӗрҫӗсене темиҫе ҫынна кӗрт ӑшне тыта-тыта печӗҫ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Йӗтре ҫурӑлма пӑрахсан вӗсем вӑрӑм сӑнӑ, хӑрт, анкар йӑтса е юман чукмар, ухӑ хиври тытса крепость тулашне туха-туха кӗчӗҫ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫывӑхарах ҫитрӗ те тӗлӗнсе кайрӗ — ҫынни аллине сӑнӑ тытнӑ стрелец пулса тӑчӗ.
2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ашкӑнмалли ҫулсем иртрӗҫ ҫав, — терӗ Ятламас сӑнӑ йӑтса тӑракан икӗ ҫамрӑка сӑнаса пӑхса.
10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӑнӑ йӑтнӑ икӗ ҫынни элчӗсем патнелле ҫывхарчӗҫ.
10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Элчӗсем укӑлча хапхинчен пырса кӗнӗччӗ кӑна, урам кукӑрӗнчен вӗсен еннелле аллисене вӑрӑм сӑнӑ тытнӑ виҫӗ ҫын ыткӑнчӗҫ.
10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Северьяна вӗсем стариксем пек мар, такама хӑвалама сӑнӑ йӑтса тухнӑ ҫар ҫыннисем пекех туйӑнчӗҫ.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах вӗсем инҫе каяймарӗҫ — ҫывӑхра сӑнӑ е хӗҫ тивменнине аякра ухӑ йӗппи хӑваласа ҫитрӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хапхасемпе складсем умӗнче хӗҫ-пӑшал сапаланса выртать — праща, тесак, сӑнӑ, сулица, кистен, бердыш, чекан, шестопер, пернят, ухӑ, пуртӑ тата темӗн те пӗр.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӑмахусем сан ӑслӑ, сӑмахусем шерпет, Ман чӗрене йӗплеҫҫӗ чи ҫивӗч сӑнӑ пек.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чӗрене тивертрӗҫ сӑнӑ Илӗртӳллӗ тутисем!
Ҫӑлтӑр куҫлӑ сар пике // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 7 с.
Пӗрисен аллинче патак пулнӑ, теприсен —пӑшал, хӗҫ, сӑнӑ, нухайкка.У одних на вооружении были палки, у других — ружья, сабли, нагайки, копья…
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.