Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлӑп (тĕпĕ: пуҫла) more information about the word form can be found here.
— Мана кунта ертсе килнӗшӗн спаҫҫибӑ сана, Федот Демидович, — терӗ Давыдов, ун пӗчӗк аллине ҫитӗннӗ ҫыннӑнни пекех чӑмӑртаса! — Эсӗ ман пата кӗрсе тух, пыркаласах тӑр, атту эпӗ сана тунсӑхлама пуҫлӑп.

Как взрослому пожимая на прощанье маленькую ручонку, Давыдов сказал: — Спасибо тебе, Федот Демидович, за то, что привел меня куда надо. Ты заходи ко мне, проведывай, а то я скучать по тебе буду.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сана кура, тен, эпӗ те тӑрӑшарах вӗренме пуҫлӑп.

Может я за тобой потянусь и тоже начну учиться?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

18. Ҫакӑншӑн Эпӗ те хаярлӑхӑмпа тавӑрма пуҫлӑп; куҫӑм хӗрхенсе тӑмӗ, каҫарассӑм ҫук; вӗсем Манӑн хӑлхаран хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса йӑлӑнсан та, вӗсене илтессӗм ҫук, терӗ.

18. За то и Я стану действовать с яростью; не пожалеет око Мое, и не помилую; и хотя бы они взывали в уши Мои громким голосом, не услышу их.

Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Сӑрт-тушӑн кӑшкӑрса хӳхлеме, ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхшӗн эпӗ ӗсӗклесе йӗме пуҫлӑп: вӗсем ӗнсе-ҫунса кайнӑ, унта никам та ҫӳремест, унта кӗтӳ сасси те илтӗнмест; вӗҫен кайӑк та, выльӑх-чӗрлӗх те пӗтӗмпе саланса-тарса пӗтнӗ.

10. О горах подниму плач и вопль, и о степных пастбищах - рыдание, потому что они выжжены, так что никто там не проходит, и не слышно блеяния стад: от птиц небесных до скота - все рассеялись, ушли.

Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Пӗтӗм чунӑмпа ҫӗрле Сан патна ӑнтӑлтӑм, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗмпе, чунӑм-чӗмӗмпе ир-ирех Сана шырама пуҫлӑп: ҫӗр ҫинче Сан сутун ӗҫӗсем пулса пынӑ чухне тӗнчере пурӑнакансем тӳрӗлӗхе вӗренӗҫ.

9. Душею моею я стремился к Тебе ночью, и духом моим я буду искать Тебя во внутренности моей с раннего утра: ибо когда суды Твои совершаются на земле, тогда живущие в мире научаются правде.

Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те Ҫӳлхуҫа хулинчен тӗппипех кӑкламашкӑн ҫӗр ҫинчи пӗтӗм ҫылӑхлӑ ҫынна иртен-ир пӗтерме пуҫлӑп.

8. С раннего утра буду истреблять всех нечестивцев земли, дабы искоренить из града Господня всех делающих беззаконие.

Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: акӑ Эпӗ Израильре пӗр ӗҫ тӑвӑп та, ҫавӑн ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те янӑраса кайӗ; 12. ҫав кун Эпӗ Илий килӗ ҫинчен мӗн каланине йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗп; Эпӗ пуҫлӑп та вӗҫлӗп; 13. Эпӗ ӑна пӗлтертӗм: вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем чыссӑр ӗҫсем тунине пӗлнӗ, анчах вӗсене ҫӑварлӑхламан, ҫав айӑпшӑн Эпӗ вӗсенӗн килне ӗмӗрлӗхе хаса паратӑп, терӗм; 14. ҫавӑнпа тупа туса калатӑп: Илий килӗн айӑпне нимӗнле парне те, тырӑ-пулӑ парни те ӗмӗрне те ҫырлахтарас ҫук.

11. И сказал Господь Самуилу: вот, Я сделаю дело в Израиле, о котором кто услышит, у того зазвенит в обоих ушах; 12. в тот день Я исполню над Илием все то, что Я говорил о доме его; Я начну и окончу; 13. Я объявил ему, что Я накажу дом его на веки за ту вину, что он знал, как сыновья его нечествуют, и не обуздывал их; 14. и посему клянусь дому Илия, что вина дома Илиева не загладится ни жертвами, ни приношениями хлебными вовек.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed