Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче — вунӑ ҫул та иртнӗ пуль унтанпа — иккӗшӗ вӗсем хваттерте питӗрӗнсе ларсах эрех-сӑра ӗҫнӗччӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Йӑкӑнат тусӑм, — пӑшӑлтатрӗ вӑл иксӗмӗр редактор пӳлӗмӗнче питӗрӗнсе ларсан, — мана эс роман мар, атом бомби тыттарса хӑварнӑ-иҫ!
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл стресс чирӗ ан ертӗр тесен чунпа тата чӗрепе «питӗрӗнсе» лармалла маррине каларӗ.
Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568
Пурте питӗрӗнсе ларма васкарӗҫ.
Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ваньккан пӳрчӗ тул енчен пысӑк ҫӑрапа питӗрӗнсе тӑрать.
Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.
Хушӑран ун патне палламан ҫынсем пыра-пыра каяҫҫӗ, вӗсемпе вӑл хӑйӗн мастерскойӗнче питӗрӗнсе ларать, ҫавӑнпа та ҫак тӗлӗнмелле те вӑрттӑн тӗлпулусем мӗн пирки пулнине вӗренекенсем пӗлеймерӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Ахалех питӗрӗнсе айкашатӑн.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗрре ӑна упӑшки чиркӳре мар, кунтан таҫта аякри вырӑс шкулӗнче учительте ӗҫленӗ пек, хӑйне вара хальхи пек ҫӗрӗн-кунӗн пӳртре питӗрӗнсе мар, пӗр-пӗр пысӑк театрта артистсем вылянине пӑхса ларнӑ пек туять.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Якку атте, ун сассине илтес мар тесе, хӑй пӳлӗмне питӗрӗнсе ларчӗ.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Якку атте чиркӳрен таврӑнса хӑй килне питӗрӗнсе ларчӗ те Ехрем ывӑлӗ Уҫӑп килессе кӗтме пуҫларӗ.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сывлӑш питӗрӗнсе ҫитрӗ — терӗ вӑл упӑшки хулӗнчен ҫакӑнса.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл мӗн иртенпех хан керменӗнче питӗрӗнсе ларчӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Кӑкӑр питӗрӗнсе ларать ҫав манӑн, — тӗрӗссине каларӗ каччӑ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑна пулах амӑшӗ иртен пуҫласа касчен кремльте питӗрӗнсе ларать.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫуркунне ҫитесси инҫе те юлмарӗ ӗнтӗ, хирти, вӑрманти ҫулсем юлашки ҫил-тӑманпа питӗрӗнсе ларчӗҫ, хан ҫавах княҫсемпе, мӑрсасемпе, хакимсемпе чӗрре кӗрсе харкашрӗ.
6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кӑнтӑрла та питӗрӗнсе ларатпӑр.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫуркунне ӑшӑтса пынӑ май шӑннӑ сӗткен ирӗлнӗ, юмансем ӳсме, сарӑлма тытӑннӑ, ӳссе сарӑлнӑ май вара хайхи ҫурӑксем питӗрӗнсе пынӑ.
Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.
Юмансен ҫурӑкӗсем питӗрӗнсе ларасси ҫапла пулнӑ.
Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.
«Хӑш вӑхӑтра питӗрӗнсе ларнӑ вӑл ҫурӑксем? Мӗнле майпа питӗрӗннӗ?..» — нимӗн те ӑнланса илейместӗп.
Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.
Анчах хураман ҫак шӑтӑкӗ те ытти йывӑҫсем хӑйсене хӑйсем сиплесе сыватнӑ пекех питӗрӗнсе ларнӑ, укҫисем вара шала юлнӑ.
Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.