Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлетсем (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тул ҫутӑлнӑранпа пуҫласа каҫ пулса ҫитичченех кӗлетсем патӗнче йӗтӗн паракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем кӑшкӑрашнӑ; Ватаракша хӗрринче, хисепсӗр йышлӑ Морозовсенчен пӗри уҫнӑ трактир умӗнче, ӳсӗр юрӑсем янӑранӑ, купӑс сасси ҫуйӑхнӑ.

С рассвета до позднего вечера у амбаров кричали мужики и бабы, сдавая лён; у трактира, на берегу Ватаракши, открытого одним из бесчисленных Морозовых, звучали пьяные песни, визжала гармоника.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Кӗлетсем!..

Амбары!..

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шӑрӑх чи пытанчӑк кӗтессене те кӗрет, пӗтӗм чӗрчун ҫурт ҫивиттисем айне пытанать, шӑрӑхра аптӑранӑ йытӑсем те кӗлетсем айӗнче кахаллӑн ыйхӑласа выртаҫҫӗ.

Зной проникал в самые сокровенные уголки, все живое укрылось под крыши, и даже псы заползли под амбары и лежали там, разморённые жарой, ленивые и сонные.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Шырлан хӗррисенче — пӗр енче тирпейлӗ амбарсем, ҫӑтӑ хупнӑ алӑклӑ кӗлетсем; тепӗр енче чус витнӗ пилӗк-улт хырӑ пӳрт.

Вдоль оврага — по одной стороне опрятные амбарчики, клетушки с плотно закрытыми дверями; по другой стороне пять-шесть сосновых изб с тесовыми крышами.

Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.

Ҫырма хӗррипе — пӗр енче тирпейлӗ пӗчӗк кӗлетсем, ҫирӗп питӗрнӗ кӗлетсем; тепӗр енче чус витнӗ пилӗк-ултӑ хыр пӳрт.

Вдоль оврага — по одной стороне опрятные амбарчики, клетушки с плотно закрытыми дверями; по другой стороне пять-шесть сосновых изб с тесовыми крышами.

Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.

Вӑрлӑхӗ кӗлетсем тулли, акма пӗри те ҫук.

Зерна полны амбары, а сеять некому.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем кӗлетсем айӗнче, лупасайсенче, ҫатан картасем ҫумӗнче, хупахсен сарӑ сулхӑнӗнче ыйха туртаҫҫӗ.

Под амбарами, под навесами сараев, возле плетней, в желтой тени лопухов спали казаки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вара пӳрт ҫийӗсем, станица хыҫӗнчи кӗлетсем курӑнса кайрӗҫ.

Затем показались белые крыши, амбары, стоявшие особняком за станицей.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗлетсем умӗнче вӑл хаҫат, журнал тытса тӑракан Еременкӑна тӗл пулчӗ.

Возле амбаров он встретил Еременко с газетами и журналами.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑкӑрсене ҫунана мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн кӳлнӗ, ҫуни вара ҫав тери пысӑк, тупанӗсем пӗрене пек, — кун пек ҫунапа тури Кубань тӑрӑхӗнче кӗлетсем, утӑ капанӗсем турттараҫҫӗ.

Они были запряжены цугом в огромные санищи, с толстыми, как дручья, полозьями, — обычно в верховьях Кубани на них перевозят амбары или стога сена…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗлетсем патне пыратӑн, пӑхатӑп-пӑхатӑп: ҫук, тетӗп, района каймалла та пӗтӗмпех каласа памалла.

Подойду к амбарам, погляжу-погляжу: нет, думаю, надо ехать в район и все рассказать.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сахалтан та, пире виҫӗ лаша вити — кашни колхоза пӗрер, виҫӗ ӗне вити, сурӑх картисем, сысна витисем, кайӑк-кӗшӗк хуралчӗсем тата хирте вуникӗ стан, кашнинче тырӑ усрама кӗлетсем кирлӗ…

По самым малым подсчетам потребуется: три конюшни — по одной каждому колхозу, три коровника, кошары, свинарники, птичники, а еще двенадцать полеводческих станов с зернохранилищами при них…

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗлетсем патӗнче ӗнер мӗн туса тӑтӑн ҫак эсӗ?

— Ты чего делал вчера возле амбаров?

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗлетсем патӗнчи ҫынсен ушкӑнӗнче Островнов тӑнине курсан, Давыдов ҫав старикӗн сӑн-пичӗ тӑрӑх нимӗн тума аптӑраса ӳкни кӑна мар, инкеке курса савӑнса малалла мӗн пуласса кӗтни те мӗлке пек шӑвӑнса иртнине асӑрханӑччӗ ун чух…

Помнилось ему, что, когда он видел в толпе возле амбаров Островнова, по лицу старика тенью скользили не только растерянность, но и злорадное улыбчивое выжидание…

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкин кӗлетсем патне хурал тӑратма сӗннӗччӗ, анчах Давыдов кулса кӑна илчӗ:

Любишкин предложил было оставить охрану около амбаров, но Давыдов усмехнулся:

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр пилӗк минутран пушанса юлнӑ площадьре, кӗлетсем патӗнче Давыдовпа Макар кӑна тӑрса юлчӗҫ.

Через пять минут на опустевшей площади возле амбаров остались только Давыдов с Макаром.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар каллех кӗлет патнелле ҫаврӑнса пычӗ, анчах вӑл кӗлет умне улӑхмарӗ, ытти кӗлетсем те пурте куҫ умӗнче пулмалла майлӑрах вырӑн тупса, стена ҫумне тӑчӗ.

Макар снова вернулся к амбару, но он не взошел на приклеток, а стал около стены с таким расчетом, чтобы в поле его зрения были все остальные амбары.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗлетсем патӗнче Давыдов та, Разметнов та ҫук, бригадирсем те пӗри те курӑнмаҫҫӗ.

Ни Давыдова, ни Размётнова, ни одного из бригадиров не было около амбаров.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗлетсем патӗнче халӑх кӗпӗрленет.

Около амбара шла давка.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗлетсем умӗнче паҫӑрхи пекех калаҫу шӑв-шавӗ сӗрлесе тӑрать, вӑрӑм урапасем лачӑртатни тата ҫӑмӑл урапа кустӑрмисем шалтӑртатни илтӗнет.

Около амбаров по-прежнему стон стоял от многоголосого говора, слышался скрип арб и такающий перестук бричечных колес.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed