Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрашма (тĕпĕ: кӑшкӑраш) more information about the word form can be found here.
Аякран пире курсанах кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ чӑвашсем: «Эсӗр мӗн, Пугачев чухнехине маннӑ-и? Аса илтерӗпӗр сире!» — теҫҫӗ.

Завидев нас еще издали, крестьяне стали выкрикивать: «Вы что, позабыли про Пугачева? Мы вам о нем напомним!»

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗр ӑна таҫта аякра шыраса ҫӳретпӗр, — теме ӗлкӗрнӗччӗ кӑна Янтул, кантур крыльци ҫинчен халӑх умне вулӑс правленийӗн тиекӗ Ивук сиксе анчӗ, элес-мелес кӑшкӑрашма тапратрӗ.

А мы ее ищем аж за тридевять земель, — успел сообщить Яндул, как с крыльца соскочил и втиснулся в толпу волостной дьяк Ивук, на ходу выкрикивая:

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юлашки вӑхӑтра эсӗр ытла кӑшкӑрашма тытӑнтӑр.

Уж больно вы в последнее время вольничать стали.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яка Илле хӑй ҫӗр ҫӗмӗрсе кӑшкӑрашма тытӑнать, лашине тупса пама ыйтать, эпӗ сирӗн яла сума суса ҫӗтӗк-ҫатӑк пуҫтарма килтӗм тет.

Но Илле начал истошно вопить — пропала лошадь! уверял, что приехал в Паранкасы честь по чести, по своим делам: собрать тряпье.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук ун сӑмахесене вырӑсла куҫарсан пристав тилӗрсе кӑшкӑрашма тытӑнать, хӗремесленсе каять:

Едва Ивук перевел его слова, как пристав взбеленился:

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл халь тесен халь чӗрре кӗрсе ятлаҫу пуҫлама та, халӑх илтмеллех кӑшкӑрашма та хатӗр.

Кажется, он готов вступить сейчас в любую схватку, во всеуслышание заявить об этом.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килсе кӗнӗ-кӗменех Яка Илле кӑшкӑрашма тытӑнаканччӗ, халь хуллен калаҫать, кахалланса выртнӑшӑн хӑтӑрса илекенччӗ — халь нимӗн те шарламарӗ.

Бывало, не успеет зайти, уж с порога начнет кричать без умолку, а тут вон как говорит — тихонько, ладно, не тычет в глаза, что, мол, без дела валяешься средь бела дня.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хыттӑнах кӑшкӑрашма тапратнӑ мӑрсасене ватӑ Тереул князь чарчӗ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑртак вӑхӑт иртсен ҫеҫ ҫынсем тӑна кӗнӗ пек пулчӗҫ, пӗр харӑс калаҫма, кӑшкӑрашма, хӑлаҫланма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем урам енчен чул таткисем ывӑтма, ухӑпа пеме, кӗрсенех пурне те вӗлерсе тӑкассипе хӑратса тем те пӗр кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юмӑҫ карчӑк чӑтаймасӑр хапха умне чупса тухать, аллисемпе хӑлаҫланса, сурчӑкне сирпӗтсе кӑшкӑрашма, хӑйӗн тӑрлавсӑр кӗввипе пӳлӗхҫе кӳрентерекен ҫынна ылханма тытӑнать.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑ ҫапла хӗр хутне кӗнине курсан, шыҫмак хӗрарӑм пушшех тарӑхса кӑшкӑрашма тытӑнчӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫыранӑн йӑлӑхтаракан шӑплӑхӗ сыватмӑш палатисен шӑплӑхӗ евӗрлӗрех, — вӑл вӗчӗх ҫынсене кӑшкӑрашма, хускалма хистет.

Томительная тишина берега походила на тишину больничных палат, вызывающую в нервных людях потребность кричать и двигаться.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Сасартӑк пырса тапӑннипе шартах сикнӗ тӑшман йӗркесӗр кӑшкӑрашма тытӑнсан, хыпаланса ӳкнӗ шурӑ салтаксем йӗммисене те тӑхӑнма ӗлкӗрейместчӗҫ, ыйхӑллӑ пулеметчик лентӑна та майласа тӑхӑнтарма ӗлкӗрейместчӗ, ҫав кӗтмен вӑхӑтрах винтовкӑсемпе шатӑртаттарса, сирпӗнсе каякан бомбӑсемпе кӗрслеттерсе, ҫухӑрашса шӑхӑрса пӗчӗкҫӗ те хурҫӑ пек ҫирӗп отряд кустарса пырса та кӗретчӗ.

Но зато, когда уже спохватится вражий караул и поднимет ошалелую тревогу, не успеет еще врасплох захваченный белый штаны натянуть, не успеет полусонный пулеметчик ленту заправить — как катится с треском винтовочных выстрелов, с грохотом разбрасываемых бомб, с гиканьем и свистом маленький упругий отряд.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пӗррехинче эпӗ унӑн тачка кӗлеткине шутсӑр тӗсесе сӑнарӑм ахӑр, — вӑл картишре автанла мӑнаҫлӑхпа утса пыратчӗ, эпӗ хамӑн ӗҫе тӑваттӑм; сасартӑк ман пата чупса пырса вӑл кӑшкӑрашма тытӑнчӗ: эпӗ ӑна пуҫ тайса сывлӑх сунмарӑм имӗш.

Однажды я пристально осмотрел его плотную фигуру, шагавшую по двору с петушиной важностью, и продолжал заниматься своим делом, как вдруг, подбежав ко мне, он стал кричать, почему я ему не кланяюсь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Кӑшкӑрашма пикенчӗҫ:

Раздались возгласы:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Новобранецсем, офицер аяккалла кайсанах, кӑшкӑрашма тытӑнаҫҫӗ:

Новобранцы, отойдя от офицера, закричали:

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Каҫ пуласпа вӑл станцӑран телефон тӑрӑх Коля Руднев сасси кӑшкӑрашма тытӑнать:

В конце дня оттуда начал кричать в телефон голос Коли Руднева:

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫынсем — кӑшкӑрашма, пӑшал пеме пуҫлаҫҫӗ.

Закричали люди, началась стрельба.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл килӗшмен: «Вара, мӗнле куҫсемпе эпӗ Владимир Ильич ҫине пӑхӑп? Митингсенче кӑшкӑрашма пултаратӑр, — хӑвӑр ҫавӑнтах, хырӑмӑрсем пӗрӗнсессӗнех, — спекуляци лавкине кустӑрма ҫине лартса ӑсататӑр, тейӗ. Пӗтӗм тӗнче умӗнчи намӑс вӗт ку», — тенӗ вӑл.

Он отказался: «А какими я глазами на Владимира Ильича посмотрю? Гавкать на митингах, скажет, горласты, — брюхо подвело — лавочку на колесах послали… Это мировой позор».

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed