Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкӑртан (тĕпĕ: кӑкӑр) more information about the word form can be found here.
— Пурисра, тутлӑ-пылак туйӑмпа анкӑ-минкӗлентерсе, ӳсӗрӗлтерсе, самантрах йӑхлӑх ӑйӑрӗ ахӑрса каять, кӑкӑртан кӗскен ӑ-хӑ-хӑ-хӑ кӗҫене-кӗҫене, вӑл кӗсре тиха ҫине сикесшӗн тӑпӑртатма пуҫлать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗтмен сӑмахсемпе анӑраса кайнӑ Василий Петрович Варварие кӑкӑртан ҫавӑрса тытрӗ.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӑкӑртан, ураран аманнӑ…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫапла каласа мана кӑкӑртан лӑскассӑнах туйӑнать.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах ҫав самантра урса кайнӑ Петӗр мӗнпур вӑйӗпе мана кӑкӑртан хытӑ тапса йӑвантарсах ячӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сӑлтавсӑр ятлаҫса кайрӑн, мана кӑкӑртан ярса тытрӑн.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр-пӗрин ҫине сике-сике лараҫҫӗ, хӑлха чиккисенчен янклаттара-янклаттара яраҫҫӗ, пӗр-пӗрне кӑкӑртан, айӑкран, хырӑмран чыша-чыша илеҫҫӗ, пылчӑк ҫине тӑсса пӑрахнӑ ҫын ҫине улӑхса сикеҫҫӗ.

Help to translate

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак ку, — вӑл пӳрнине йӗпетсе унпа Ахтупайпа Ятламаса кӑкӑртан умлӑ-хыҫлӑ кӑт-кӑт! тӗкрӗ, — чун-чӗре сипӗ пултӑр.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле тухса тармасть апла вӑл кӑкӑртан?

Help to translate

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗри кӑкӑртан сиксе тухас пек тапрӗ унӑн.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тиха пӗҫҫи пек! — вӑл ҫаннисене хӑпартса хулӗсене выляткаларӗ, кӗрешме сӗннӗ пек, Ахтупая кӑкӑртан чышса илчӗ.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс Ахтупая кӑкӑртан ярса тытрӗ, ӑна тумтирне ҫураслах хӑй патнелле туртрӗ.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стражник таканлӑ атӑпа кӑкӑртан таптанӑ вырӑн халӗ пысӑк суран пулса кайнӑ.

Help to translate

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑкӑртан чышмарӗ-и вӑл сана?

Help to translate

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Патак пӗрре кӑкӑртан, тепре алӑран, уринчен, пуҫӗнчен лекет.

Бъет палкой по груди, по рукам, по ногам, по голове…

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗрет курайманни Кавруҫӑн, Тухать чӗр эрлӗк кӑкӑртан.

Help to translate

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ӑҫта ман Нухрат? — ӑна кӑкӑртан ярса илсе хӑйӗн ҫинелле карт! туртрӗ мӑрса.

Help to translate

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах акӑ йӗкӗт вӑранса Ярса тытрӗ ӑна кӑкӑртан.

Help to translate

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл мана кӑкӑртан тапрӗ…

Help to translate

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ун пек ан кала! — кӑкӑртан тӗртрӗ ӑна Эрнепи.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed