Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тынэт шурӑ шӑлӗсене йӑлкӑштарса кулса илчӗ.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Атя эскимоссем патне кайса пӑхатпӑр, Адольфпа Дэвид сехрине хӑптарнӑ хӑрушла чӗрчунсем ҫинчен мӗн калаҫаҫҫӗ вӗсем унта, итлесе пӑхар, — терӗ пӗррехинче Том хӑйӗн юлташне, шап-шурӑ шӑлӗсене йӑлкӑштарса.
Тӗлӗнмелле американец // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Малалла мӗнле? — пӗлесшӗн пулчӗ Баширов, монголсенни пек куҫӗсене йӑлкӑштарса.— Ну, дальше что? — полюбопытствовал Баширов, сверкнув монгольскими глазами.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хытӑ килнипе хӗремесленсе кайнӑ Аксинья хура куҫӗсене йӑлкӑштарса илчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр хутчен ҫеҫ ҫул урлӑ сӑрӑ мӗлке шуса каҫрӗ те, Григорий пуҫне ҫӗклесе пӑхичченех пысӑк ҫунатсем йывӑррӑн авӑснӑ сасса илтрӗ: кӗл пек кӑвак тӗслӗ ҫеҫенхир кӑркки, ҫунатсен айӗнчи тӗкне хӗвел ҫутинче шуррӑн йӑлкӑштарса, хӑмӑр кӑваккӑн курӑнса выртакан тӗтреллӗ инҫетелле вӗҫсе кайрӗ, хӗвел ҫути ӳкмен тарӑн вар патӗнчи куринке ҫывӑхне анса ларчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Пулчӗ, — тавӑрчӗ савӑнӑҫпа ҫиҫекен Вова куҫӗсене йӑлкӑштарса.
Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.
— Аран шыраса тупрӑмӑр сана! — ҫуланчӑк хура куҫӗсене савӑнӑҫлӑн йӑлкӑштарса мӑкӑртатрӗ Ермаков.— Насилу нашли тебя! — обрадованно сияя черными маслеными глазами, бормотал Ермаков.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӳл тӳпере хӗвел аялтан йӑлкӑштарса ҫутатакан хӗрлӗ пӗлӗт лӑстӑкӗ ҫакӑнса тӑрать.Озаряемая снизу солнцем, высоко в небе стояла румяная тучка.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий, куллине пытарас тесе, ҫӑварне аллипе хуласа тытрӗ, — кулӑ килнипе хӗсӗннӗ куҫӗсене йӑлкӑштарса ыйтрӗ:Григорий прикрыл ладонью рот, чтобы спрятать улыбку, блестя сузившимися от смеха глазами, спросил:
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Мишатка куҫне хаваслӑн йӑлкӑштарса кулса илчӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эсӗ ку ҫӑмӑл пуль тесе шутлатӑн-и? — терӗ куҫӗсене йӑлкӑштарса Наталья пӑлханнипе тытӑнчӑклӑн тухакан сасӑпа.Ты думаешь — это легко? — блеснув глазами, заикаясь от волнения, сказала Наталья.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дон ҫийӗн ҫил вӑшӑлтатса вӗрет, чарлансем ҫунаттисене йӑлкӑштарса вӗҫеҫҫӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Куҫӗсене йӑлкӑштарса, Натальйӑна медаль ҫине кӑтартрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий, пӗр тарӑхсан, хӑйне хӑй тытса чарайманнине вӑл пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл ҫилӗ килнипе вӑйӑрханса каясран шикленчӗ, анчах ун ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ те тӳрех лӑпланчӗ: Григорий, йӗнер ҫинче каҫӑрӑлса ларнӑ та, мӑйӑх айӗнчен шӑлӗсене куҫа шартармалла йӑлкӑштарса, сасӑсӑр ахӑлтатса кулать.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Сан шӑршӑ кӗрет… — терӗ те Наталья куҫӗсене йӑлкӑштарса, тӑруках хӗрелсе кайнӑ питҫӑмартисене кӑтартасшӑн мар пулса, пуҫне пӗксе ларчӗ, йӗпне хӑвӑрт чике-чике турта пуҫларӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вут-ҫулӑм пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленет, Донӑн вӗтӗ хумлӑн чӳхенсе юхакан шарлакне йӑлкӑштарса чӗнтӗрлет, е чакать, ҫурт-йӗрсене ӗмӗтсӗррӗн ҫулласа, хӗвеланӑҫнелле хумлӑн-хумлӑн авӑнса шӑвать.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ун чухне сана вӑл алӑ мар, ак ҫапла, кача пӳрнипе ҫеҫ тыттаратчӗ, — Григорий кӗре ӳтлӗ таса мар пӳрнине чармакларӗ те, шӑлӗсене йӑлкӑштарса, амлтатса кулса ячӗ.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дарья шӑлне кӑчӑрт тутарчӗ те ахӑлтатса ячӗ, кулкаласа та намӑсланса тӑракан Григорий ҫинелле ҫаврӑнса пӑхса, ылтӑн алкисене йӑлкӑштарса, пӳртелле кӗрсе кайрӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий кӑпӑк пек шурӑ шӑлӗсене йӑлкӑштарса кулса ячӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Савӑнӑҫлӑ сӑн-питлӗ Иван Алексеевич, куҫӗсене йӑлкӑштарса, сӗтел патне пырса тӑчӗ.— Иван Алексеевич, сияющий, блестя глазами, подошел к столу.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.