Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑватӑ ҫул тем тӳссе те йӗпенмен куҫсенчен ахах тумламсем кусса тухрӗҫ…
13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ак кӗрет ярӑнса пӗркенчӗкпе Чӗкеҫ, Ашшӗ умне кукленсе тыттарать кучченеҫ: Ахах кӗленчепе вут пек хаяр эреке, Тата пыл сӑраллӑ йӗкӗрлӗ чепчеке.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— «Хӗр чӑнах та чипер — йӑлтӑркка ахах, Хӗрӗн савӑнӑҫӗ ӳснӗ чухне анчах; Ӳссе пӗве ҫитсен унӑн качча каясси.
XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ахах тени — сарӑ хӗр, Хаяр куҫа ан ӳкер: Ӑшӗ унӑн лӑпкӑ мар, Ҫырла пухас шухӑш мар.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пӑх аллӑма — ахах куҫлӑ ылттӑн ҫӗрӗ Такама та пӑхӑнтарӗ, темле вӑя ҫӗнтерӗ!
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хӑйӗн сылтӑм аллин кача пӳрнинче Ылтӑн ҫӗрӗ йӑлтӑртатать ахах куҫӗпе.
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫакӑн пек «ахах» талантлӑ художник-вӗрентекен Елена Есенцева патне лекни те - пысӑк телей.
Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2
Вӗсем хӗвелӗн пайӑркисем ӳкнӗ пирки хаклӑ йышши ахах пӗрчисем пек ялтӑртатса выртаҫҫӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
«Ырӑ усала» ҫӗнтернӗ, «ҫынсем аван пурӑнасси», «чунтан савӑнасси» ҫитнӗ хальхи саманара «пусмӑртан тухнӑ» ӗҫҫыннисем кӗрешӳҫӗ-поэтӑн сӑваплӑ ятне чӗрере усраҫҫӗ, унӑн ахах пӗрчи пек хаклӑ произведенийӗсене хавхаланса вулаҫҫӗ.
Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.
Ахах вилнӗ чухне Сергей килте пулман (те Хусанта, те Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ).
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Ахах 1919 ҫулта ҫуркунне «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн редакцине Хӗвелтухӑҫ фронтне кайнӑччӗ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
«Лекет сана куншӑн, Козлов», тесе ҫиллентеретчӗ ӑна Ахах.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Час-часах Козловран тӑрӑхлама юрататчӗ Ахах.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Пуринчен ытла Ванерккепе Ахах кулӑсем каласа паратчӗҫ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Иван Ахах пӗртте пиччӗшӗ пек марччӗ, йӑлтах урӑхлаччӗ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Коллоквиум пачӗ-ши каярахпа Ахах, ӑна астумастӑп, мана вӑл ун пирки ним те шарламан.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Сергей ҫинчен сӑмах май ҫеҫ, кайран-кайран, хваттерте пӗрле пурӑннӑ чухне Иван Ахах ҫинчен каласа кӑтартнӑ хыпарсем ҫуммӗн ҫеҫ асӑнса пыратӑп.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Ахах та слушатель пулчӗ, ун пиччӗшӗ Сергей Евграфович та слушатель пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен пирӗн пӗрин те учитель стажӗ ҫук, икӗ ҫул учительре пулнине ҫирӗплетсе кӑтартмалла.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Ҫав вӑхӑтранпа вара ӑна «Ахах» тесе чӗне пуҫларӗҫ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Ҫак вӑхӑтсенче Ахах сӑвӑсем, калавсем, тӗрлӗрен статьясем ҫыратчӗ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.