Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ав, анчах кӑна хапхаран кӗрсе, варринчи кӑшӑл пуҫне тырӑ тӑкса тӑракан самосвал патне хул айне те сарӑ, те шурӑ папка хӗстернӗ шлепкеллӗ арҫын чупсах пычӗ, аллисемпе сулкалашсах ятлаҫма тытӑнчӗ.
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Кашни конкурсра ачасен, юмахсем тупсӑмне тупас, хӑйӗн тусӗ мӗн каланине тутисем тӑрӑх вуласа пӗлес, шкатулкӑра мӗн выртнине сӑнласа парас, чи кӑткӑс ребуссене татса парас, ертсе пыракан ҫын аллисемпе тата мимикӑпа ӑнлантарса паракан япаласемпе чӗрчунсене тавҫӑрса илес тесен, ӑс-хакӑлпа, тавҫӑрулӑхпа мӗн чухлӗ вӑй хумалла пулнӑ.
Ҫирӗклӗре " Выляр-ха, чухлар-ха!" вӑйӑ программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3816015
Ахӑлтатса кулакан ачана ашшӗ вӑйлӑ аллисемпе ҫӳлелле ҫӗклерӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Хваттере ҫитсен, хӗр чӑтаймарӗ, сӗтел умне ларчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Вӑл пӑрӑнчӗ, кравать ҫине сӳрӗккӗн кайса ларчӗ, питне аллисемпе хупласа, пуҫне усрӗ.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Миргалим Володя патне васкамасӑр утса пычӗ те, вӑйлӑ аллисемпе ӑна кӗпе ҫухавинчен ярса тытса, хӑй патне хӑвӑрт туртрӗ.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Вӑл питне аллисемпе хупларӗ те шӑппӑн пӑшлатса йӗме тытӑнчӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ириша аттене вӗҫӗмсӗр ачашлать, чуптӑвать, пӗчӗк аллисемпе питне ҫупӑрлать, кӑвакарнӑ ҫӳҫне шӑла-шӑла якатать.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Стена ҫумне лӑпчӑннӑ Лариван имшер аллисемпе хӑлаҫланать, хӗрарӑмран йӗтӗрне туртса илме хӑтланать.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Акӑ вӑл, ҫирӗп аллисемпе ухват тытса, кӑмакаран чугун кӑларчӗ, яшка антарса, пӑсланакан чашӑка сӗтел ҫине пырса лартрӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Кавал хӗрӗ ҫыпӑҫуллӑ та ачаш аллисемпе хӗртнӗ тӑмран тӗрлӗ чӗр чун кӗлеткине калӑпласа, сӑрласа «чун» кӗртнӗ, чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса аваллӑха ҫутатнӑ.
«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/
Ҫамкине картлантарсах тем шутлать, ӗнсине хыҫкалать те пуҫ тӳпине хыпалать, хӑйне вӗлле хурчӗсем тапӑннӑ чухнехи пек, аллисемпе сулкалашса илет.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Лешсем вара сак айӗпе вӑрттӑн йӑпшӑнса пыраҫҫӗ те ачан ҫара урине сивӗ аллисемпе хыпаласа иртеҫҫӗ.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тетейӗн, кашкӑр ҫине тапӑнса, ӑна ҫара аллисемпе пӑвса вӗлерес килчӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Пуринчен ытла Сухви кӑмӑлсӑрлӑхне кӑтартать, патак пек ҫинҫе вӑрӑм аллисемпе хӑлаҫланать.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Сухви маларах тухрӗ те, аллисемпе сулса, мӗн пулнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Кунта Илемпи аллисемпе икӗ аякне тытса ҫиллес сӑн-питлӗн тӑрать, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Арӑмӗ ӑна ямарӗ, алӑк умӗнче аллисемпе алӑк суллинчен тытса тӑчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Калаҫса татӑлтӑмӑр тейӗпӗр, — аллисемпе хӑлаҫланчӗ Силпи.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Аллисемпе ӗҫлесе, вӗсем шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларчӗҫ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.