Шырав
Шырав ĕçĕ:
Карчӑк ялкӑшса ҫунакан кӑмака тӑврашӗнче аппаланатчӗ, Олеся питӗ ҫӳллӗ тенкел ҫине хӑпарса ларнӑ та йӗтӗн арлать; кӗнӗ вӑхӑтра алӑк хыттӑнтарах шаклатрӗ те, вӑл ман енне ҫаврӑнчӗ, алли айӗнчи ҫиппи ун татӑлса кайрӗ, пӑрӑл-л! кустарчӗ вара йӗки урай тӑрӑх.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Карапсем шыв айӗнчи чулсем тӗлне лексен корпус авӑннӑ, ҫурӑлнӑ, шӑтнӑ.При посадке на подводные камни в корпусах образовывались вмятины, трещины и пробоины.
Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Киль айӗнчи шыв ӑшӑх пулсан карап тӑрӑнса ларма пултарать-ҫке-ха.Чтобы под кораблем всегда была достаточная глубина и не сесть на мель.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пиҫиххи айӗнчи кобурара пистолечӗ курӑнса тӑнӑ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл хӳри айӗнчи ещӗке юман пичкепе шыв тата пӗр ыраш ҫӑкӑрӗ вырнаҫтарса хучӗ.Она укладывала в ящик под кормой дубовый бочоночек с водой и буханку житного хлеба.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ура айӗнчи путӑксенче ҫӗр каҫиччен шӑнса ларнӑ пӑр кантӑк пек ванать.Под каблуком иногда ломалось оконное стекло льда, затянувшего пустую лужу.
XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик, Петяна картишӗнче тӑратса хӑварса, хӑй таҫта, ҫуртӑн аялти ҫурри ҫӗр айӗнчи хутне чупса кайрӗ те, темле йывӑр ушкисемпе тултарнӑ хутаҫсем йӑтса тухать.
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гаврик курать: аслашшӗн тӑснӑ мӑйӗ чӗтрет, янах айӗнчи авалхи суранлӑ типӗ тирӗ икӗ тилхепе пек карӑнать.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Темиҫе городовой шӑтӑка ирӗксӗрех кӗнӗ те, вӗҫӗ-хӗррисӗр шӑрпӑк ҫутнӑ, ытла шала кӗмесӗр, вӗсем виле шӑтӑкӗ пек тӗттӗм ҫӗр айӗнчи тӗпсӗр коридорӑн нӳрлӗ чул стенисене пӑхса тӑнӑ.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурнӑҫ унталла та кунталла та ҫавӑрать, тӗттӗмре хӑйне ҫул уҫакан ҫӗр айӗнчи шыв пек, ӗмӗрхи шӑплӑх ҫӗр варринче сиксе вӗресе сасартӑк ирӗке, хӗвел ҫине персе тухать, ҫавӑн евӗр манӑн машина та халӗ пӗлӗт хушшинчен сиксе тухрӗ акӑ — эппин, чӑнласах нимӗн те ахаль ҫухалмасть иккен!
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Картуз айӗнчи питне курас тесе, палламан ҫын ҫывӑракан патӗнчен темиҫе хутчен иртсе кайрӗ.Усатый прошел несколько раз мимо, стараясь заглянуть в лицо, прикрытое картузиком.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн кӗске пиншак пек хура тӗкӗсем, карланки айӗнчи шурӑ ӑнтӑрлӑх, хӗрлӗ туя пек хӑрах ури (тепӗр хутлатнӑ ури вуҫех курӑнман).
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя ватӑ абрикос йывӑҫҫи айӗнчи катка патӗнче леш чипер хӗре асӑнса тӑчӗ, патакпа шыв ҫине ҫапкаласа та илчӗ.Петя постоял возле заветной кадки под старой абрикосой, похлюпал прутиком по воде.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Дачӑри ҫынсене пурне те абрикоссем айӗнчи сӗтел хушшине ирхи чей ӗҫме чӗннӗ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пулас вӑрҫӑра Ҫурҫӗр ҫӗршывӗ хӑй айӗнчи нихҫан пӗте пӗлми стратегилле туприпе питӗ пысӑк вырӑн йышӑнасса вӑл шансах тӑратчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл картузне тӑхӑнчӗ, шинельне тӳмелерӗ, чӗн пиҫиххи айӗнчи хутламӗсене тӳрлетрӗ, унтан пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнчӗ.Он надел фуражку, застегнул шинель, заправил складки за кожаный пояс и оглядел учительскую.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Зарубин, пуҫӗнчи картузне хывса ал айӗнчи пӗр пӗчӗк сӗтел ҫине тирпейлӗн лартса хучӗ, унтан, ҫутӑ ҫамкине кӑмӑллӑн шӑлкаласа: — Ну, тата! Ытлашши васкатӑр, Полина Аркадьевна, халлӗхе полк комиссарӗ анчах-ха, — терӗ.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Такам ман ура айӗнчи ҫӗре, хам тӑракан хӑмана туртса илнӗ пек, кӑларса кайрӗ…Я почувствовала, что из-под моих ног, как доску, выдернули землю…
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем ҫине аслӑ композиторсем ҫӳлтен, тӗрленӗ мачча айӗнчи пысӑк ҫавра портретсенчен, кӑмӑллан пӑхаҫҫӗ.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Те ӑна ҫил вӗҫтерсе ӳкернӗ, те унӑн айӗнчи пӑр та, пирӗн айри пекех катӑлса кайнӑ?Его или сдуло ветром, или под ним подломился лёд, как подломился он под нами.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951