Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑпланӑ (тĕпĕ: айӑпла) more information about the word form can be found here.
Тепӗр ҫырӑвӗнче Дубов хутне кӗнӗ таса чӗреллӗ ҫынсене айӑпланӑ:

Help to translate

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Степнов маркировщика ӗҫ вӑхӑтӗнче хӗнесе сусӑрлатнӑ тесе айӑпланӑ Дубова вунпилӗк талӑклӑха хупрӗҫ.

Help to translate

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна влаҫсем саккунсӑр еретик тесе айӑпланӑ, кӑвайт ҫинче ҫунтарса янӑ, анчах кайран хӑйсенех вӗсен ӑна сӑваплӑ — ҫветтуй тесе йышӑнмалла пулнӑ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темиҫе теҫетке серба ун чухнехи хула пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ Бранимир Главаш вӗлернӗ, каярахпа ӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи киревсӗр ӗҫсемшӗн айӑпланӑ.

Несколько десятков сербов были убиты тогдашним градоначальником Бранимиром Главашом, позднее осужденным за военные преступления.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

Путин ФРГ влаҫӗсем Шредер экс-канцлер ҫине тапӑннине нимӗҫ чӗлхипе айӑпланӑ.

Путин по-немецки осудил нападки властей Германии на бывшего канцлера Шрёдера.

Путин Германие нимӗҫле сигнал янӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/politika/2023-10 ... an-3489439

Наркотиксене законсӑр туяннӑшӑн тата упраса усранӑшӑн ҫак ҫамрӑксенчен пӗрне маларах суд айӑпланӑ пулнӑ, ӑна патшалӑх тупӑшӗшӗн 5 процент ӗҫлесе илессине, пӗр ҫул та ултӑ уйӑха юсав ӗҫӗсене явӑҫтарма приговор йышӑннӑ.

Один из этих подростков ранее был признан судом виновным в незаконном приобретении и хранении наркотиков, его приговорили к одному году шести месяцам исправработ с удержанием 5 процентов заработка в доход государства.

Икӗ ҫамрӑк ачана наркотик ҫине лартма хӑтланнӑ нефтекамец пирки приговор йышӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... nn-3455413

2023 ҫулхи январь уйӑхӗнче Туймазӑри районсем хушшинчи суд экс-министр ҫумне тата ӑна киревсӗр ӗҫе тума пулӑшакана должноҫри полномочисемпе иртӗхнӗ тесе айӑпланӑ.

В январе 2023 года Туймазинский межрайонный суд РБ признал экс-замминистра виновным в подстрекательстве к превышению должностных полномочий.

Ӗнерхи депутата тата ял хутлӑхӗн пуҫлӑхне ултавлӑ ӗҫшӗн айӑпланӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/p-t-rmakh/2023-0 ... rn-3305662

Палламан ҫын хӑй должноҫне, жетон номерне пӗлтерет, сире айӑпланӑ пек калаҫать.

Help to translate

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

2018 ҫулта ӑна коррупцишӗн судпа айӑпланӑ.

В 2018 году он был осужден за коррупцию.

Судпа айӑпланнӑ ҫынна Улатӑр хулин хисеплӗ ҫыннин ятне панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35631.html

Ӑна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑк ҫурӑлӑха айӑпланӑ.

Его приговорили условно к полутора годам.

Ӳсӗр ҫынна ӗҫлеме ирӗк панӑшӑн судра явап тытнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35521.html

— Молдавире, Днестр хӗрринче, — хӑех хушса хучӗ те Сидоркин, тем аса илсе, шуранка ҫамкине картлантарчӗ, пӗр вӑхӑт пуҫне усса, ӗнсине сӑтӑркаласа, пусӑрӑнчӑклӑн шухӑшласа тӑчӗ, СУ начальникӗ ҫине тепре — ку хутӗнче ӑна темшӗн айӑпланӑ пек, сивленӗ пек — пӑхса илчӗ те партком секретарӗ еннелле ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Утарпа сад пахчи юхӑннӑшӑн вӗсем хӑйсене е Бархатова мар, ҫутҫанталӑкри сарӑмсӑр пулӑмсене айӑпланӑ: пыл хурчӗсене темле чир тӗп тунӑ, улмуҫҫисене хӗллехи хаяр сивӗ хӑртнӑ имӗш…

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Предприяти ертӳҫисем ЧР ФСИН управленийӗпе пӗрле айӑпланӑ арҫынсем валли тивӗҫлӗ ӗҫ тата кану вырӑнӗсем йӗркеленӗ».

Help to translate

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

2017-мӗш ҫултанпа патшалӑх айӑпланӑ ҫынсене ӗҫе явӑҫтарас тата обществӑна юрӑхлӑ ҫынсем тӑвас тесе юсав центрӗсем йӗркелеме тытӑннӑ.

Help to translate

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Капла кӑна та мар, унӑн сӑн-сӑпачӗ сиввӗнрех те курӑнчӗ, хӗрача салтак ҫине, ӑна темшӗн айӑпланӑ, хурланӑ пек, кӑмӑлсӑр пӑхрӗ.

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

1850 ҫулта ӑна иккӗмӗш хут арестленӗ, хӑй пурӑнакан кӗпӗрнери малта пыракан ҫынсен (Н. М. Сатин, А. А. Тучков т. ыт. те) кружокне йӗркелесе ертсе пынӑшӑн айӑпланӑ.

В 1850 году его вторично арестовали, обвинили в организации и руководстве кружка передовых лиц губернии, в которой он проживал (Н. М. Сатин, А. А. Тучков и другие)

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Вӗсене «обществӑшӑн сиенлӗ ҫынсем», революци майлӑ ӗҫлекенсем тесе айӑпланӑ.

Они были осуждены как «люди вредные для общества», сторонники революции.

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Политика енӗпе айӑпланӑ ҫынсене тискеррӗн асаплантарни, тӗрмери ҫынсем апат ҫиме пӑрахни ҫинчен ҫӳрекен сас-хура шкулта тӑтӑшах илтӗнкелерӗ.

Через стены школы проникали подробности о страшных истязаниях политзаключенных, о голодовках в тюрьмах.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сӑмах май каласан, пӗлтӗр ҫул-йӗр условийӗ тивӗҫтернине тӗрӗслесе 44 акт, должноҫри ҫынсене 21 асӑрхаттару ҫырнӑ, пурне те саккунпа килӗшӳллӗн айӑпланӑ.

Help to translate

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Иконсене вутта пӑрахса ҫунтарнӑ, вӗсене ӗненсе пуҫ ҫапакансене еретиксем, урӑхла каласан, турра хирӗҫле ҫынсем тесе айӑпланӑ.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed