Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айванла the word is in our database.
айванла (тĕпĕ: айванла) more information about the word form can be found here.
Айванла япала, ман шутпа.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫук, айванла шухӑш мар-тӑр, — хӑйӗннех печӗ Петр Васильевич.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тен, айванла та пулӗ вӑл манӑн, анчах эпӗ кашни ҫурта тунӑ чухнех хамӑн сӑн-сӑпата аса илетӗп.

Help to translate

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ӑна ирӗксӗрлесех «хутӑш театр» патнелле сӗтӗрни айванла хӑтланни пулӗччӗ.

Help to translate

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Тамара хӑй ҫитсе курман инҫетри ют ҫӗрсене хапсӑнни, вӗсемшӗн айванла тунсӑхлани Герасим Федотовича килӗшмерӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ача чухнехи айванла чӑрсӑрлӑх самантлӑха кӑмӑла йывӑрлатрӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Уява е ӗҫлӗ тӗлпулӑва такамӑн айванла шӳчӗ пӑсӗ.

Праздник или деловую встречу испортит чья-то глупая шутка.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Полина хӑлхине ҫеҫ ан кӗтӗрччӗ тата ку айванла ӑнсӑрт», — ял кулли пуласран ҫеҫ мар, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫсӑр пуҫне ниме те ӗненмен юратнӑ хӗрӗ умӗнче тӑрпалтая, шулапи витӗнмен тӑрная юласран шикленсе те хӗсӗнсе илчӗ вӑл.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫук, Борис, каҫар мана, айванла хӑтланнӑшӑн.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Ҫук, пӗрре те айванла мар.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Айванла калаҫатӑп-и?

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ираида Васильевна, каҫарӑр та айванла ыйтушӑн, анчах та эсир мӗншӗн пӗччен пурӑнатӑр?

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӑннипех те айванла ҫав.

Help to translate

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Айванла вӗт?

Help to translate

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах халӗ, хӑйне «юлташ» тесе чӗннине илтсен, ҫак кунчченхи шухӑшсем ӑна темӗнле айванла та вак-тӗвек пек кӑна туйӑнчӗҫ.

Но сейчас, когда он услышал обращенное к нему слово «товарищ», все, что владело им, до настоящего времени, показалось ему незрелым, незначительным.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сисмерӗм те, ача чухнехиллех, айванла персе ятӑм:

Help to translate

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Хам айванла хӑтланнине пӗлетӑркачах, Розӑн пуҫне сулахай ал туни ҫине хутӑм та юхакан куҫҫулӗпе тӑварланнӑ тутине виҫӗ хут чуптурӑм.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

«Пӗтӗм инкек Михха пирки иккен. Пӗтӗм Раҫҫейшӗн хӑрушӑ самантра пӗр хуҫана хӳтӗлесе ҫакнашкал пӑлхав кӑларма кирлӗччӗ-и? Ҫук. Куншӑн аслӑ патша каҫармӗ. Йӑнӑша юсама васкамалла»… — тет, айванла, кӗпӗрнатӑр (III кӗн., 564 стр).

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мӗншӗн-ха роман авторӗ ӑна иккӗмӗш кӗнекере айванла, унӑн кӑмӑлӗн уйрӑмлӑхӗсене хирӗҫле ӗҫсем тутарать?

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хапха умне ҫитсен, Трифун айӑпсӑр та айванла сассипе: — Ха, мӗн шалчи кӑнтарса тӑрать унта? — терӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed