Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халев (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
63. Моисейпе Елеазар священник Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, шутласа тухнӑ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ; 64. вӗсен шутӗнче Моисейпе Аарон священник Синай пушхирӗнче шута илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсенчен пӗр ҫын та пулман, 65. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа: «вӗсем пушхирте вилсе юлӗҫ» тенӗ, ҫавӑнпа унччен шута илнӗ ҫынсенчен Иефонния ывӑлӗ Халев тата Нав ывӑлӗ Иисус ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара Моисей ҫӗр пӑхма янӑ ҫынсем — каялла таврӑнсассӑн ҫав ҫӗр ҫинчен усал чап сарса пӗтӗм халӑха Моисее хирӗҫ тӑма пӑлхатнӑскерсем, 37. ҫӗр ҫинчен усал сас-хура сарнӑскерсем — Ҫӳлхуҫа умӗнче сасартӑк вилсе выртнӑ; 38. ҫӗр пӑхма кайнӑ ҫынсенчен Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев анчах чӗрӗ юлнӑ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: санӑн сӑмахушӑн каҫаратӑп; 21. Эпӗ пур, [Манӑн ятӑм та яланах пур,] пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе тулнӑ: 22. Манӑн мухтавлӑхӑма, Манӑн Египетра тата пушхирте тунӑ паллӑмсене курнисем, Мана ӗнтӗ вунӑ хут сӑнанисем, Манӑн сӑмахӑма итлеменнисем 23. Эпӗ тупа туса хӑйсен ашшӗсене пама пулнӑ ҫӗре пӗри те кураймӗ; [ҫак ҫӗре вӗсен ачисене ҫеҫ — ҫакӑнта Манпа пӗрле тӑракансене, мӗн ыррине, мӗн усаллине пӗлменскерсене, пӗтӗм пӗчӗк ачана, нимӗн те ӑнланманскерсене ҫеҫ — парӑп,] Мана тарӑхтаракансем вӑл ҫӗре пӗри те кураймӗҫ; 24. Хамӑн Халев чурама вара хӑй ӑшӗнче урӑх шухӑш тытманшӑн, Мана пӗтӗмпех итлесе тӑнӑшӑн хӑй кайса килнӗ ҫӗре илсе кӗрӗп, ку ҫӗре унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗхе илӗ; 25. амаликсемпе ханаансем айлӑмра пурӑнаҫҫӗ; ыран каялла ҫаврӑнӑр та пушхире Хӗрлӗ тинӗс енне кайӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев, ҫӗр пӑхма кайса килнӗскерсем, хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ та 7. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне ҫапла каланӑ: эпир пӑхса ҫаврӑннӑ ҫӗр питех те, питех те аван; 8. Ҫӳлхуҫа, пире кӑмӑл курсассӑн, пире ҫав ҫӗре илсе кӗрӗ, ӑна — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пире парӗ; 9. анчах Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, ҫав ҫӗрти халӑхран ан хӑрӑр; вӗсем пирӗн алла лекӗҫ: вӗсен хӳтлӗхӗ пӗтрӗ, пирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр; вӗсенчен ан хӑрӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Халев вара халӑха Моисей умӗнче лӑплантарса каланӑ: кайӑпӑр та вӑл ҫӗре хамӑр алла илӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир ӑна ҫӗнме пултаратпӑр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсен ячӗсем ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Саммуа, Закхур ывӑлӗ, 6. Симеон йӑхӗнчен Сафат, Хорий ывӑлӗ, 7. Иуда йӑхӗнчен Халев, Иефонния ывӑлӗ, 8. Иссахар йӑхӗнчен Игал, Иосиф ывӑлӗ, 9. Ефрем йӑхӗнчен Осия, Нав ывӑлӗ, 10. Вениамин йӑхӗнчен Фалтий, Рафуй ывӑлӗ, 11. Завулон йӑхӗнчен Гаддиил, Содий ывӑлӗ, 12. Иосиф йӑхӗнчен, Манассия ӑрӑвӗнчен Гаддий, Сусий ывӑлӗ, 13. Дан йӑхӗнчен Аммиил, Гемаллий ывӑлӗ, 14. Асир йӑхӗнчен Сефур, Михаил ывӑлӗ, 15. Неффалим йӑхӗнчен Нахбий, Вофсий ывӑлӗ, 16. Гад йӑхӗнчен Геуил, Махий ывӑлӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2