Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урапасем (тĕпĕ: урапа) more information about the word form can be found here.
Урапасем хыҫне утӑ чышса тултарнӑ, кантӑра кушелккесем хунӑ.

Help to translate

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ратниксем яла часрах ҫитесчӗ тесе ҫеҫ турра кӗл турӗҫ: халӑх пурӑнакан вырӑнта апат-ҫимӗҫӗ те пур, ҫулсем те лайӑхрах, ҫӗмрӗк урапасем вырӑнне ҫӗнӗ урапасем те янтӑ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупӑ-етре тиенӗ урапасем йӑлт ҫӗмӗрӗлсе пӗтрӗҫ, вӗсене кашни вунӑ-вун пилӗк ҫухрӑм каймассерен улӑштармалла пулчӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑй питти ҫынсем пурте ут утланаҫҫӗ, хӗрарӑмсемпе ватӑраххисем ҫатан урапасем ҫинче ларса пыраҫҫӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламаса кӑрт-карт турткаларӗҫ те вӗтлӗхе шаларах тӑратнӑ урапасем патне илсе пычӗҫ, ури-аллине ҫыхса хуп сарнӑ урапа ҫине тӗртсе ячӗҫ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Часах Эресип ҫаранӗ ҫинчи утта валеҫрӗҫ те урапасем ҫине тиеме тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халӑх меллӗн урапасем патнелле утрӗ.

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫынсем пит нумаййӑн урапасем патӗнчен Эресип ҫаранӗ ҫинелле чупрӗҫ.

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫыннисем лашисене купасем патнелле ҫавӑтса пычӗҫ, урапасем ҫинчен чараксене, пуслӑхсене илсе пӑрахрӗҫ.

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Акӑ ҫынсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫависене тӑратса, урапасем патнелле пыра пуҫларӗҫ.

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗтӗм ҫӗрте юрӑхсӑра тухнӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсем, ҫӗмрӗк урапасем, лаша вилли, ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ ҫын кӗлетки курӑннӑ.

повсюду поверженные орудия, разбитые повозки, убитые лошади, трупы солдат, распластанные на снегу…

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхи апат тӗлне пӗр чӗрес пулӑ йӑтса урапасем патнелле таврӑнать.

Когда чиряс был наполнен до краев, вернулся к табору, ближе к завтраку.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫамрӑксем ҫӑвӑнса тавраннӑ ҫӗре ҫул ҫинче татах урапасем курӑнчӗҫ.

Когда они вернулись с реки, на дороге уже виднелось множество приближающихся подвод.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара урапасем ҫине хӑпарса лараҫҫӗ те — каялла.

А потом по телегам — и в путь обратный.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хушӑра ыттисем ҫичӗ ҫӗртен ҫичӗ кӗреҫе ҫӗр чавса илсе урапасем ҫине хураҫҫӗ.

Остальные в это время берут по одной лопате земли с семи разных мест и несут к телегам.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урапасем шӑкӑрт та шакӑрт туса йывӑҫ тымарӗсем урлӑ каҫаҫҫӗ.

Колеса стучат на толстых корнях, пересекающих дорогу.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урапасем кӗпер урлӑ тӑнкӑртаттарса каҫрӗҫ, улӑха тухрӗҫ.

Телеги, громыхая по бревенчатому мосту, въезжают в луга.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑлтӑр-шалтӑр ташласа Урапасем кустарчӗҫ.

Help to translate

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫынсем хыҫала тенкелсем, чикмексем, урапасем лартса тултарнӑ, вӗсем ҫине хӑпарса тӑрса пахаҫҫӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхоз картишӗ патӗнче ун куҫӗ умне йӗркипе ларакан урапасем тухса тӑчӗҫ, вара вӑл ӗнер Левентей хӑйне хушнӑ ӗҫе аса илчӗ — унӑн урапасем юсаттармалла.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed