Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Советне (тĕпĕ: совет) more information about the word form can be found here.
Ыран ял Советне пырӑн.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чей шухӑшӗ мар-ха, — мӑкӑртатрӗ Потапов — Ял Советне кӗрсе ларӑп.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юлнӑ табакна ял Советне килсе парӑн.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Правление е ял Советне чипер тумланса кайни пулман-ха ун.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫук ӗнтӗ, пирӗн килте асап курнине нихҫан та манас ҫук Эрхип, — сасӑпах шухӑшларӗ Хура Ҫимун, ял Советне кайма хатӗрленсе.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйне кам та пулин килсе ял Советне чӗнессе кӗтсех тӑчӗ Ҫимун.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла ҫав, ирсерен ял Советне кӗрет Хумкка, анчах пӗрре те ыр хыпар пӗлтермеҫҫӗ мучие.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни ир Хумкка мучи, чӗрине пусарас тесе, ял Советне ҫӳрет, унта ҫеҫ калаҫать-ҫке радио та.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Енчен те, улаха сӳреме пӑрахмастӑн-тӑк, ял Советне кайса евитлетӗп, ӗҫлеттерсе тӳрлеттермелли пульницана ӑсаттаратӑп», — тет.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Иккӗленекенсем ял Советне кайса пӑхрӗҫ.

Help to translate

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Эп унта хула Советне ертсе пыраттӑмччӗ ун чухне…

Help to translate

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тарӑхса кайнӑ особист ҫул ҫинченех ял Советне вирхӗнсе кӗчӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шкул директорӗ, кӑпӑшка ҫӳҫлӗ чиперкке, аптраса ӳкнӗскер, ял Советне асӑрханса пырса кӗчӗ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Уполномоченнӑй ӑна ял Советне илсе кайрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял Советне шавлӑн пырса кӗчӗ Подоприхин.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр кун Кабаргас каллех ял Советне шанкӑртатса кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тарӑн варти тӗлпулу хыҫҫӑн икӗ-виҫӗ эрне иртсен ҫиллине ниҫта хурайман Кабаргас ял Советне шӑнкӑр-шанкӑр пырса кӗчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лутӑркаланса, хуралса пӗтнӗ хута ял Советне ҫӗрле вӑрттӑн кайса пӑрахрӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл пӗтӗм Союзӑн правительствине — ССР Союзӗн Халӑх Комиссарӗсен Советне тӑвать.

Он образует всесоюзное правительство — Совет Народных Комиссаров СССР.

1. Советлӑ Социализмлӑ Республикӑсен Союзӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Суйлав вӑхӑчӗ ҫитсен вара ентешӗсем Чкалова СССР Верховнӑй Советне депутата суйлаҫҫӗ.

Help to translate

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed