Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Малтанлӑха 10 ҫын анчахчӗ. Кӗпе-йӗм кӑна ҫӗлетчӗҫ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн производствӑна сарсах пытӑмӑр. Ӗҫ тумтирӗ, вырӑн таврашӗ тата пысӑкрах ытти япала ҫӗлеме тытӑнтӑмӑр. Ӗҫлекенсен йышӗ те 54 ҫынна ҫитрӗ», — аса илет халӗ Анатолий Витальевич.
Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/
Пытӑмӑр ӗнтӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пытӑмӑр, хайхи, Михаляпа.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗррехинче эпир ҫапла фермӑна пытӑмӑр та, Марина аппа пире: — Эп правленине кайса килетӗп. Эсир чӗпсене асӑрхӑр-ха. Лайӑх сыхлӑр, пӗрне те куҫран ан ҫухатӑр. Атту тилӗ илешрӗ, ӗнер икӗ чӗпӗ тытса кайрӗ, — терӗ.
Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.
Кун хыҫҫӑн эпир — Эрхип те, Микиш та, эпӗ те — пӗр вӑхӑт ним чӗнмесӗр пытӑмӑр.
Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.
Ҫынсем те, эпӗ те ун патне чупса пытӑмӑр.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Хӗлле, пӗр каҫхине, Катьӑпа иксӗмӗр яланхи пек шкула урок хатӗрленме пытӑмӑр.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпир хурал пӳрчӗ хыҫӗнчи пӗчӗк ҫырма патне пытӑмӑр.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпир унта пӑртак пӑхкаласа тӑтӑмӑр та насус сарайӗ патнелле пытӑмӑр.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ҫук, пымастӑп, — терӗ аппа, — паҫӑр Иванпа иксӗмӗр хурал пӳрчӗ патне пытӑмӑр та, стражник мана чутах тытатчӗ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫывӑхах эпир те пытӑмӑр, Утӑмшар кӑна, тен, тумалла — Пӗр йӗре ӳксе орбитӑмӑр Вӗҫсӗр савӑнтартӑр кӑмӑла.
Шевле акар // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.
Чирӗке эпир икӗ хут пытӑмӑр, эсӗ ҫукчӗ…»
Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ман вулаканӑм, ман юлташӑм, Ирпе, каҫпа та сӗм ҫӗрле Эпир санпа йӗрпе тухасшӑн Ырмасӑр пытӑмӑр пӗрле.
XXXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Сӑмах чӗнмесӗр темиҫе минут пытӑмӑр та — Биче Гез пирки калама пикенчӗ:Прошло несколько минут молчаливой езды, пока Биче заговорила о Гезе.
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӑна ҫурчӗн ҫутӑ алкумӗнчен иртсен Фильспа иксӗмӗр ҫавӑтӑнса Гладиатор урамне тухрӑмӑр, пӗр вӑхӑт юхан шыв ҫыранӗсене сыпӑнтаракан канал хӗррипе пытӑмӑр.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Типсе кайнӑ пырпа вӑрманти нӳрлӗ сывлӑша пӗтӗм кӑкӑр тулли ҫӑтса ыратакан ура тупанӗсемпе тункатасене, тӗмескесене ҫаклаткаласа пытӑмӑр.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пире йӗрлесе хӑвалакансен сассисем илтӗнми пулсан та пайтах вӑхӑт эпир, йӗп-йӗпе тарланӑскерсем тата хӗрелсе кайнӑскерсем, ӑҫталла куҫ курнӑ унталла пытӑмӑр.Но еще долго после того, как смолкли голоса преследовавших, шли мы наугад, мокрые, раскрасневшиеся.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпир нимӗн чӗнмесӗр пытӑмӑр.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Малтан вӑрманпа икшерӗн пытӑмӑр, кашни минутрах малтисене пыра-пыра такӑнтӑмӑр.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпир хутӑрне вут тӗртсе ятӑмӑр, квас чӗресне хамӑрпа пӗрле илсе пытӑмӑр: унтан каҫхине вучахра пӗҫертӗмӗр.Мы запалили хутор, а квашню с собою забрали; потом вечером на кострах запекли.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.