Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калюкова (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сидор сӗтел ҫинче сенчӗк вӗҫӗпе тем чӗркелесе ларакан Мӗтрие, пуҫне пӗксе, Сӑпани ҫине ҫамка айӗн пӑхса тӑракан Калюкова — ҫуткам ҫынни ҫавӑ пулчӗ-ха, ӗненмесӗр пустуях кӳрентеретӗр мана тенӗн, пуҫне айккинелле пӑрнӑ Телегина тепре тӗсесе тухрӗ те: — Ну, ку вӑл сӑмах май кӑна, — терӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Экеҫри ялхуҫалӑх юлташлӑхӗн касси кам аллинчине ман урлӑ вӑл пӗлтерчӗ Калюкова.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр япалана кӑна ҫивӗч ӑнланса илчӗ вӑл: Калюкова та, ун хыҫӗнче таракан Мӗтрипе ыттисене те Крапивинӑн чи хаяр тӑшманӗсем вырӑнне хумашкӑн сӑлтав пур.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, ара, Калюкова кам ҫул кӑтартнине вӑл халлӗхе пӗлмест-ҫке-ха, шухӑшласа илчӗ каярах, вара, кайран куҫ курӗ унта тесе хӑйне хӑй лӑплантарса, тепӗртакран каллех хӑюлӑхне пухса ҫитерчӗ, мӗн пулать те мӗн килет тенешкел, Крапивинпа Никифоров пуху хыҫҫӑн ӑҫта кайнине курса юлнӑскер, хуняшшӗ килне, Ольга Матвеевна патне уттарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюкова та, унӑн тусӗсемпе хӳрешкисене те эпир пурӗпӗр тытатпӑр, кун пирки ан иккӗлен.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ехрем вӑл Калюкова кӑмӑлламасть пек.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санӑн задача: Кӑтра Машук урлӑ — ӑна эпир халлӗхе юриех тӗкӗнмӗпӗр — хӑйӗн кил-ҫуртне, хуҫалӑхне пӑхса тӑмашкӑн Калюкова арӑмӗн шӑллӗне Ехреме шанма сӗнмелле.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюкова курсан та, ӑна тытса чарма тӑрӑшман эсӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсир Калюкова сутӑннӑранпа вӑрӑ-хурахсен эшкерӗ мӗн чухлӗ тискер ӗҫ тунӑ, ҫавна шутласа пӑхнӑ-и? — терӗ малалла Крапивин.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ Калюкова пула аппӑшӗ нушана та намӑса кӗрсе ӳкнӗшӗн ҫав тери пӑшӑрханать иккен, ӑна инкекрен хӑтарас тесе тем тума хатӗр, ҫавӑнпа вӑрӑ-хурахсене тытмашкӑн пултарнӑ таран пулӑшма пулнӑ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюкова пӗтермесен, ӑна вӗслетекенсене тӗп тумасан, эсӗ сухапуҫ тытнинчен мӗн усси.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, хамӑр вӑл сутӑнчӑк иккенне пӗлнипе Калюкова тытмашкӑн усӑ курмалла?

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каларӑм ӗнтӗ, шел пулин те, ялсенче Калюкова пулӑшса тӑракансем те пур-ха.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Енчен ҫак хыпар тӗрӗсех-тӗк, пирӗн Калюкова гражданина хирӗҫ следстви пуҫарма, чӑнах та, сӑлтав пур, — килӗшрӗ Крапивин.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫинех, хӑвӑрах каларӑр, Калюкова гражданкӑн пӗчӗк ача пур…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крюковсен хӗрӗ Санюк Калюкова юратсах качча тухнӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Апла тесен, Санюкне Калюкова качча тухмашкӑн никам та хӗсӗрлемен, вӑл ку ыйтӑва хӑех татса панӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюкова вӑл аппӑшне нушалантарнӑшӑн тата хӑйсен ятне те янӑшӑн чӑнласах кураймасть, Санюк ҫавна мӗншӗн качча кайрӗ-ши тесе ӳпкелешет.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюкова гражданка Совет влаҫне хирӗҫ ҫын мар.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — Анчах, тӳррипе каласан, Калюкова гражданка пире упӑшки ҫинчен евитлессе хам эпӗ шанмастӑп.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed