Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирсерен ура ыратми пула пуҫларӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хӑйне аван туять, килте ҫӳрет, ирсерен физкультура хусканӑвӗсем те тӑвать.
Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/
Альбертӑн янах таврашне арҫын мӑкӗ тапса тухсан та унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсерен ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарнӑ, питне-куҫне те вӗсемех ӑшӑ шывпа ҫуса янӑ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ирсерен вара ҫав сӗврӗк, нӳрри тухса пӗтмен ҫӑм пушмака тӑхӑнсах ӗҫе ҫӳреме тиврӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Лена ӑна тем пек хӑйне сыхлама хушать, ирсерен тӑрса май килнӗ таран ӑна-кӑна тӑвать, ҫавах амӑшӗ пач ӗҫсӗр ларма пултараймасть.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ирсерен ҫункав купине Моломан кӑмӑлсӑррӑн чавса салатать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Ҫав ҫул, хура кӗркунне, мӑйӑр хупписем ҫурӑлнӑ, ирсерен пӗтӗм ҫӗр тӑм ӳкнипе шуралнӑ вӑхӑтра манӑн атте ҫӗре кӗчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Курмӑттӑм эсӗ тӗкӗр умӗнче питне-куҫна сӑрласа ларнине», — тарӑхса шухӑшларӗ вӑл ирсерен.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вырӑссем ирсерен хӳме патне башньӑсемпе турсем илсе пыма тӑрӑшрӗҫ, тутарсем кашнинчех вӗсене ҫывӑха ярас мар тесе пӗтӗм вӑя хучӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эпӗ мар ӑна итленӗ Ирсерен чун савнинпе.
Эп каларӑм ҫӗмӗрте // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282 с.
Сехре хӑй ӑна тата та кӗтрӗ, килни курӑнмасть-и-ха тесе ирсерен час-час чӳречерен пӑхрӗ, анчах Марине курӑнмарӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Халь бригадирсем ирсерен кил тӑрӑх ҫӳремеҫҫӗ, ҫынсем хӑйсемех тухаҫҫӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ирсерен Аслӑ Чурачӑкран район центрне васкать Ю.В.Николаев.
Пултаруллӑ ӗҫчен те, юратнӑ атте те // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %82%d0%b5/
Ӑна вырӑн ҫине ирсерен шӑккалат савӑчӗпе сивӗ шыв курки параҫҫӗ; шӑккалатне тепӗр чух пачах тӗкӗнмест, шывне вара кӑмӑлпах тата киленсех ӗҫсе ярать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ирсерен ҫырма хӗрне тухатчӗ Кӗвентеллӗ сарӑ ҫӳҫлӗ хӗр…
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Анчах… анчах валака ирсерен пурте тусан шӑлса тӑкаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ-мӗн хӑшӗ-пӗри.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Алӑк патӗнче ирсерен тӗрткелешӳ, черет…
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Икӗ кунра пӗрре, ирсерен, старик мана вӑрмана мӑйӑрпа вут-шанкӑ пуҫтармашкӑн кӑларса ярать, хӑй вара хупӑнса ларать те — ҫакӑн чухне мӑрьерен сехечӗ-сехечӗпе ҫӑра тӗтӗм палкать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Унӑн пиншак кӗсйине йӑмӑкӗ ирсерен мӑн бутерброд чиксе хурать, арҫын тӑкакӗсем валли вунӑ цент парать те — туйипе сулкалаша-сулкалаша Комендант порт ӗҫне «тӗрӗслеме» ҫул тытать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Хӗл пулнӑ, кӳлӗсемпе пӗчӗк юханшывсем шӑнса ларнӑ, анчах ҫапах та, хушӑран пӑра касса шӑтармалла пулнӑ пулин те, ытти чухнехи пекех ачана ирсерен шыва кӗртнӗ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.