Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Базыкин (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫӗрле чирлӗ Маринкин патне Базыкин, Егоров, Жемчужный, Андрей пухӑнчӗҫ.

Ночью возле больного Маринкина собрались Базыкин, Егоров, Жемчужный, Андрей.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Интервентсем пире вӗлерсе пӗтерес тесе, чӑтма ҫук начар тӑрантарӗҫ… — хӗрсех калаҫрӗ ҫак вӑхӑтра Базыкин.

— Интервенты будут нас так кормить, чтобы мы подохли… — горячо говорил тем временем Базыкин.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Базыкин пуҫне аллисемпе тытнӑ та, ещӗк ҫинче ларать.

Базыкин, обхватив голову руками, сидел на ящике.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Базыкин унӑн ҫак юлашки икӗ уйӑх хушшинче начарланса типшӗнсе кайнӑ пит-куҫне ачашшӑн чуптӑвать.

Он нежно целовал ее осунувшееся за эти два месяца лицо.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Базыкин пуҫне ҫӗклерӗ.

Базыкин поднял голову.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Транспорт ҫине груз тиенӗ ҫӗртен тин ҫеҫ таврӑннӑ Базыкин картузне хыврӗ те, хӑйӗн ҫӳллӗ шурӑ ҫамкине ывӑҫ тупанӗпе шӑлса илчӗ.

Базыкин, только что вернувшийся с погрузки, снял кепку и отирал ладонью высокий белый лоб.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн упӑшки, Николай Платонович Базыкин, профсоюзсен кӗпӗрне совечӗн работникӗ, «союзниксен» контрразведки аллинче шутланать, ҫавӑнпа та ӗнерхи куна Шура контрразведка начальникӗ Торнхилл полковник патне кӗрессишӗн хӑтлансах ирттерчӗ.

Муж ее, Николай Платонович Базыкин, работник губернского совета профсоюзов, числился за «союзной» контрразведкой, поэтому весь вчерашний день Шура потратила на то, чтобы добиться приема у начальника контрразведки полковника Торнхилла.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Айккипе чупса пыракан хӗрарӑмсем хушшинче Базыкин хӑйӗн арӑмне Шурочкӑна шырать.

Среди женщин, бежавших сбоку по мосткам, Базыкин разыскивал свою жену Шурочку.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Уйрӑмах Базыкин — профсоюзсен кӗпӗрнери руководителӗсенчен пӗри, вӑйлӑ та сарлака хулпуҫҫиллӗ, хура мӑйӑхлӑ, хитре сӑн-питлӗ те пысӑк арҫын — хӗрсе кайсах калаҫать.

Особенно горячился Базыкин, секретарь губернского совета профсоюзов, сильный, широкоплечий мужчина с черными усами на крупном красивом лице.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Санӑн, Базыкин, заводсенче агитаци тумалла, вӑрттӑн курнӑҫмалли хваттерсем йӗркелемелле.

Тебе, Базыкин, поручается агитация на заводах и организация явок.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Потылихинпа юнашар тӑракан Базыкин листовкӑна унӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхса илчӗ те асӑрхаттарчӗ:

Стоявший рядом с Потылихиным Базыкин просмотрел листовку через его плечо и сказал:

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Павлин пристань ҫинчен хӑйне Зеньковнчпа Базыкин алӑ сулса ӑсатнине курать.

Павлин видел, как машут ему с пристани Зенькович и Базыкин.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫавӑн пек пуласса кӗтмеллеччӗ те ӗнтӗ! — терӗ ӑна хирӗҫ Базыкин мӑнаҫлӑн.

Так и надо было ожидать! — с гордостью ответил Базыкин.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Рабочисен отрячӗсене организацилес ӗҫе эсир ҫине тӑрсах тытӑнни питӗ лайӑх вӑл, — терӗ Павлин, Базыкин еннелле ҫаврӑнса.

— Это хорошо, что вы вплотную взялись за организацию рабочих отрядов, — сказал Павлин, обращаясь к Базыкину.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Базыкин, Архангельскри профсоюз руководителӗсенчен пӗри, Маймаксӑри вӑрман завочӗсенче хӑй тӑвакан ҫарпа агитаци ӗҫӗсем ҫинчен каласа парать.

Базыкин, один из руководителей архангельских профсоюзов, рассказывал о своей военно-агитационной работе на лесных заводах Маймаксы.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кунтах тата Базыкин та тӑрать.

Здесь же стоял Базыкин.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Базыкин кӗпе ҫухине вӗҫертсе янӑ, унӑн тулли шурӑ мӑйӗ уҫӑлса тӑрать.

Базыкин был с раскрытым воротом, открывающим полную белую шею.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed