Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ахаз (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
1. Осия — Ила ывӑлӗ, Израиль патши — виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Езекия, Ахаз ывӑлӗ, ларнӑ.

1. В третий год Осии, сына Илы, царя Израильского, воцарился Езекия, сын Ахаза, царя Иудейского.

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ахаз — Иудея патши — вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Самарире Осия, Ила ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл тӑхӑр ҫул хушши патша пулнӑ.

1. В двенадцатый год Ахаза, царя Иудейского, воцарился Осия, сын Илы, в Самарии над Израилем и царствовал девять лет.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ахаз ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче хӑйӗн ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.

20. И почил Ахаз с отцами своими, и погребен с отцами своими в городе Давидовом.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ахаз ӗнтӗ ҫӑвӑнмалли савӑтсен сапакӗсем ҫумӗнчи аялти кӑшӑлӗсене татнӑ, савӑчӗсене кӑларса илнӗ, пӑхӑртан шӑратнӑ вӑкӑрсен ҫийӗнчи тинӗсе антарса чул урайне илсе лартнӑ.

17. И обломал царь Ахаз ободки у подстав, и снял с них умывальницы, и море снял с медных волов, которые были под ним, и поставил его на каменный пол.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Урия священник пӗтӗмпех Ахаз патша хушнӑ пек тунӑ.

16. И сделал священник Урия все так, как приказал царь Ахаз.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ахаз патша Урия священника ҫапла хушнӑ: пысӑк парне вырӑнӗ ҫинче ирхине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене, каҫхине тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр; патшанӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата унӑн тырӑ-пулӑ парнине те, ахаль ҫынсенӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата вӗсен тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр, вӗсенӗн эрехне сап, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне юнӗпе тата кирек епле парне юнӗпе те парне вырӑнне сирпӗтсе тӑр, пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнӗ вара халлӗхе, эпӗ мӗн каличчен, ҫавӑнтах лартӑр, тенӗ.

15. И дал приказание царь Ахаз священнику Урии, сказав: на большом жертвеннике сожигай утреннее всесожжение и вечернее хлебное приношение, и всесожжение от царя и хлебное приношение от него, и всесожжение от всех людей земли и хлебное приношение от них, и возлияние от них, и всякою кровью всесожжений и всякою кровью жертв окропляй его, а жертвенник медный останется до моего усмотрения.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, Ҫӳлхуҫа умӗнче ларнӑскере, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мал енчен — Ахаз тутарнӑ парне вырӑнӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ хушшинчен — куҫарттарнӑ, вӑл ӑна ҫӗнӗ парне вырӑнӗн айккине, ҫурҫӗр енне, ларттарнӑ.

14. А медный жертвенник, который пред лицем Господним, он передвинул от лицевой стороны храма, с места между жертвенником новым и домом Господним, и поставил его сбоку сего жертвенника на север.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вара Урия священник, Ахаз патша Дамаскран ярса панӑ ӳкерчӗкпе усӑ курса, парне вырӑнӗ тутарнӑ; парне вырӑнне Урия священник Ахаз патша Дамаскран килсе ҫитичченех туса пӗтернӗ.

11. И построил священник Урия жертвенник по образцу, который прислал царь Ахаз из Дамаска; и сделал так священник Урия до прибытия царя Ахаза из Дамаска.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ахаз патша Ассири патшипе Феглаффелласарпа тӗл пулма Дамаска кайнӑ, унта вӑл Дамаскри чӳк тумалли парне вырӑнне курнӑ; парне вырӑнӗн тытӑмне ӳкерсе унӑн тӗплӗ ӳкерчӗкне Ахаз патша Урия священника ярса панӑ.

10. И пошел царь Ахаз навстречу Феглаффелласару, царю Ассирийскому, в Дамаск, и увидел жертвенник, который в Дамаске, и послал царь Ахаз к Урии священнику изображение жертвенника и чертеж всего устройства его.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ахаз Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ ылтӑн-кӗмӗле пуҫтарнӑ та ӑна Ассири патшине парнелеме ӑсатнӑ.

8. И взял Ахаз серебро и золото, какое нашлось в доме Господнем и в сокровищницах дома царского, и послал царю Ассирийскому в дар.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ахаз вара Ассири патши Феглаффелласар патне ҫак сӑмаха калама элчӗсем янӑ: эпӗ санӑн чуру, эпӗ санӑн ывӑлу; кил те мана хирӗҫ тӑнӑ Сири патши аллинчен тата Израиль патши аллинчен хӑтар мана, тенӗ.

7. И послал Ахаз послов к Феглаффелласару, царю Ассирийскому, сказать: раб твой и сын твой я; приди и защити меня от руки царя Сирийского и от руки царя Израильского, восставших на меня.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ, хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман, 3. Израиль патшисенӗн ҫулӗпех ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, хӑй ывӑлне те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, 4. тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.

2. Двадцати лет был Ахаз, когда воцарился, и шестнадцать лет царствовал в Иерусалиме, и не делал угодного в очах Господа Бога своего, как Давид, отец его, 3. но ходил путем царей Израильских, и даже сына своего провел чрез огонь, подражая мерзостям народов, которых прогнал Господь от лица сынов Израилевых, 4. и совершал жертвы и курения на высотах и на холмах и под всяким тенистым деревом.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Факей, Ремалия ывӑлӗ, вунҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ахаз, Иоафам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.

1. В семнадцатый год Факея, сына Ремалиина, воцарился Ахаз, сын Иоафама, царя Иудейского.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Ахаз, ларнӑ.

И воцарился Ахаз, сын его, вместо него.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed