Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аксинйӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хуҫкаланчӑк ҫиҫӗм йӑлтӑркки пек касса татрӗ унӑн шухӑшне кӗске асаилӳ: вӑрман, капӑр кӗмӗл кутлӑх тӑхӑнтартнӑ пек шурӑ та элккем тумлӑ йывӑҫсен вуллисем; Аксинйӑн мамӑк тутӑр айӗнчи хӗрӳллӗ йӑлтӑртатса тӑракан нӳрӗ хура куҫӗсем…

Как вспышка зигзагистой молнии, перерезало мысли короткое воспоминание: лес, бурые стволы деревьев в белом пышном уборе, как в нарядной серебряной шлее; влажный, горячий блеск черных, из-под пухового платка Аксиньиных глаз…

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пурӑнатпӑр… — татӑклӑ ответ памасӑрах унтан хӑпма тӑрӑшать Григорий, хӑй хӑвӑртрах Аксинйӑн йӑваш кӑмӑллӑ куҫӗ умӗнчен пӑрахса кайма пӑхать.

— Живем… — отделывался Григорий неопределенным ответом и норовил поскорее уйти от ласкового Аксиньиного взгляда.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинйӑн мамӑкланса тӑракан кӑтра ҫӳҫ пайӑркисемлӗ вӑр-ҫаврака мӑйне астуса илчӗ, вара хӑйне ҫухавийӗ хушӑкӗпе тарлӑ ҫурӑмӗ ҫине такам чикекен типӗ утӑ хылчӑкӗ сапнӑ пек туйса илчӗ.

Вспомнил Аксиньину точеную шею с курчавыми пушистыми завитками волос, и явилось такое ощущение, будто насыпали ему за ворот рубахи на потную спину колючей сенной трухи.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр самантлӑха хӗвел катрашка пӗлӗт ҫурӑмӗ хыҫне пулса тӗтреленчӗ те ҫеҫенхир, хутор, Аксинйӑн усӑнчӑк пуҫӗ ҫине, тӑскаланчӑк йытпыршин шупка хӗрлӗ чечекӗ ҫине тӗтӗм тӗслӗрех мӗлке йӑсӑрланса шуса килчӗ.

На минуту затуманилось солнце, заслоненное курчавой спиной облака, и на степь, на хутор, на Аксиньину понурую голову, на розовую чашечку цветка повители упала, клубясь и уплывая, дымчатая тень.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та Аксинйӑн питҫӑмартийӗсем ҫулӑм ҫинче хӗртнӗ пек типӗ.

Но щеки Аксиньи были пламенно сухи, двигались под пальцами Степана, сжимаясь и разжимаясь, челюсти.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Горницӑра та ытларах тӗттӗмленет, чӳрече ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан казак мундирӗ ҫийӗнчи урядник хӑювӗсем шупкалаҫҫӗ; куҫпа пӑхса витерме ҫук тӗссӗр тӗттӗм витӗр Григорий Аксинйӑн хулпуҫҫийӗсем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтренипе аллапписемпе хӗстернӗ пуҫӗ минтер ҫинче епле сиккеленине те кураймасть.

В горнице тоже густеет темень, блекнут Степановы урядницкие лычки на висящем у окна казачьем мундире, и в серой застойной непрогляди Григорий не видит, как у Аксиньи мелкой дрожью трясутся плечи и на подушке молча подпрыгивает стиснутая ладонями голова.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрарӑмсем, ӑшра Аксинйӑн юратӑвне ӑмсанса, сӑмахпала ӑна ӑҫта килчӗ унта питлеҫҫӗ.

Бабы, в душе завидуя, судили Аксинью.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӗрекепе пулӑ тытнӑ хыҫҫӑн Аксинйӑн ҫак шухӑшӗ татах та ытларах ҫирӗпленет.

После ловли бреднем решение это укрепилось в ней еще прочнее.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхине Аксинйӑн ҫӑмӑлланас умӗнхи асапсем пуҫланнӑ, кӑнтӑр тӗлне, ача ҫуралас умӗн пӗр сехет маларах, ура ҫинче ҫӳренӗ ҫӗртех кивӗ вите алӑкӗ умӗнче амӑшӗ вилсе выртнӑ.

Утром у Аксиньи начались предродовые схватки, а к полудню, за час до появления ребенка, свекровь умерла на ходу, возле дверей старой конюшни.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинйӑн йӗпе ҫӳҫӗсенчен кӑмӑла хумхатса илентерекен шӑршӑ кӗрет.

От мокрых Аксиньиных волос тек нежный, волнующий запах.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан вӑл арӑмне васкамасӑр, кил хуҫи пек, чуптуса илчӗ, аллине нумайччен унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче тытса тӑчӗ: хӗвелпе тата ӗҫпе пиҫнӗ алӑ Аксинйӑн шурӑ кофти ҫинче кӑмрӑк пек хура курӑнать.

Он не спеша, по-хозяйски, поцеловал жену и долго не снимал руки с ее плеча, сожженная загаром и работой рука угольно чернела на белой Аксиньиной кофточке.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий Аксинйӑн кашни хусканӑвне сӑнаса ӑсатрӗ.

Григорий провожал глазами каждое движение Аксиньи.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫил Аксинйӑн юбкине вӑркӑштарать, хӑмӑр ӳтлӗ мӑйӗ ҫинчи мамӑк пек кӑтра ҫӳҫ пайӑркисене вылянтарать.

Ветер трепал на Аксинье юбку, перебирал на смуглой шее мелкие пушистые завитки.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий сайралнӑ тӗттӗм витӗр Аксинйӑн кепи чӗркуҫҫирен те ҫӳлерех уҫӑлса кайнине, хурӑн хуппи пек шурӑ урисене курать.

В поредевшей темноте Григорий видит взбитую выше колен Аксиньину рубаху, березово-белые, бесстыдно раскинутые ноги.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed