Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑпри (тĕпĕ: тӑпра) more information about the word form can be found here.
Эпир тупрӑмӑр экспедицие, тӗрӗссипе каласан, унтан мӗн юлнине тупрӑмӑр, ҫав район таврашӗнче пирӗн самолетсем почтӑпа Диксона каякан ҫынсене леҫсе, Нордвике, тӗрлӗ машинӑсемпе таварсем турттарса, е ҫӗр кӑмрӑкӗпе нефть, тимӗр тӑпри шыракан геологи партийӗсене леҫсе, вуншар хут та вӗҫсе иртнӗ.

Мы нашли экспедицию, то есть то, что от неё осталось, в районе, над которым десятки раз летали наши самолёты, везя почту и людей на Диксон, машины и товары на Нордвик, перебрасывая геологические партии для розысков угля, нефти, руды.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗччен выртакан улӑп тӑпри сӑрчӗ.

Одинокий курган.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Саня йӑмӑкӑм пӗчӗк ачине тӑлӑха тӑратса хӑварнӑранпа уйӑх та иртменччӗ-ха, ҫав тӑлӑха эпир ӑҫта хӑварассине пӗлмесӗр пӑшӑрханаттӑмӑр, тинех вара Розалия Наумовна (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр унӑн) пире пӗр «вӗреннӗ няня» тупса пачӗ.

Не прошло и месяца, как скончалась, оставив маленького сына, моя сестра Саня. Мы волновались, не знали, как оставить ребёнка, и решились наконец, когда покойная Розалия Наумовна нашла «научную няню».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Варринче эпир ҫурӑлса ванман снарядсем вырнаҫтарса хутӑмӑр, унтан вара шултра стабилизаторсене, унтан пӗчӗкреххисене чечек пек, лартса тухрӑмӑр, тимӗр чечеклӗ клумба пек пулса тӑчӗ ун тӑпри».

«В середине мы положили неразорвавшиеся снаряды, потом крупные стабилизаторы, как цветы, потом поменьше, и получилась как бы клумба с железными цветами».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑпри тӑмлӑ пулчӗ, хытӑччӗ, малтан киркапа ҫапа-ҫапа ватмалла пулчӗ, унтан тин кӗреҫепе ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр.

Грунт попался глинистый, твёрдый, и нужно было сперва дробить его киркой, а уж тогда пускать в ход лопату.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ Амед тӑпри ҫине, Водохранилищӗрен инҫе мар лартнӑ ҫамрӑк хурӑн та, тиха евӗр ҫинҫе ураллӑскер, тем ҫӳллӗш ӳссе кайрӗ.

Уже большая выросла тонконогая, похожая на белого жеребенка березка, посаженная мною на могиле Амеда, близ водохранилища.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна пуҫтарса тирпейленӗ чух та тӑпри ҫинче никам та пӗр сӑмах шарламан, мӗншӗн тесен, вилнӗ ҫын ҫинчен аван мар калаҫни — кӑмӑлсӑр, аваннине калаҫма сӑлтавӗ пулман.

И когда хоронили его, все молчали над могилой, потому что плохо о мертвых говорить не принято, а хорошего о покойнике сказать было нечего.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тепӗр кунхине эпир Бэлӑна крепоҫ тулашне, ҫырма хӗррине, хӑй юлашки хут ларнӑ тӗлех пытартӑмӑр; халӗ унӑн тӑпри тавра шурӑ акацисемпе бузина тӗмисем ӳссе тулнӑ ӗнтӗ.

На другой день рано утром мы ее похоронили за крепостью, у речки, возле того места, где она в последний раз сидела; кругом ее могилки теперь разрослись кусты белой акации и бузины.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Акӑ ватӑ станца пуҫлӑхӗн тӑпри, — терӗ мана ача, хура хӗрес лартнӑ, хӗрес ҫине пӑхӑр турӑш ҫапса хунӑ хӑйӑр купи ҫине сиксе хӑпарса.

— Вот могила старого смотрителя, — сказал мне мальчик, вспрыгнув на груду песку, в которую врыт был черный крест с медным образом.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Акӑ ҫула пӗр улпут майри килсе кайнӑччӗ, вӑл станца пуҫлӑхӗ ҫинчен ыйтрӗ те ун тӑпри ҫине кайса курчӗ.

Вот летом проезжала барыня, так та спрашивала о старом смотрителе и ходила к нему на могилу.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Мана ун тӑпри ҫине илсе кайма пулмӗ-ши?

— Нельзя ли довести меня до его могилы?

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вилекенни те (тӑпри ҫӑмӑл пултӑр ӗнтӗ) мана хӑй кӑмӑлне килнӗ пек лектерме ӗмӗтленнӗччӗ те, ашшӗ ӗмӗтне ывӑлӗ тултаратех ӗнтӗ.

И покойник (царство ему небесное) обещал со мною по-свойски переведаться, а сынок, пожалуй, сдержит слово батюшкино.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сӑмах май, хамӑн тӑван ял ҫыннин, Станислав Малютин профессорӑн, вил тӑпри патӗнчен те иртрӗмӗр.

Help to translate

Фотокорреспондентсем ӗҫтешӗсен вил тӑпри ҫинче пулчӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/22580.html

Дыня акмалли вырӑна кӑштах ҫӗрӗк тӑпри, компост тӑксан тухӑҫӗ чылай ӳсет.

Help to translate

Кавӑн евӗр пахчаҫимӗҫ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Вил тӑпри шӑтӑкӗсем алтнӑ май ҫӗр лаптӑкӗпе виҫеллӗ усӑ курни те кирлӗ.

Help to translate

Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/

Сасартӑк тухтӑр, тӑшманӑн ытамӗнчен хӑтӑлса тухса, Вильямс тӑпри ҫинчи йывӑр хӑмана ярса тытрӗ те вӑл хӑмапа Поттера ҫав тери хыттӑн ҫапса ячӗ, лешӗ вара ҫӗр ҫинелле кайса ӳкрӗ.

Вдруг молодой доктор вырвался из рук Поттера, схватил тяжелую надгробную доску с могилы Вильямса и сбил с ног Мэфа Поттера.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Йывӑҫсем хушшинче ҫил пӑшӑлтаттӑр, вӑл вилӗ тӑпри ҫинчи курӑкпӑ чечексене ачашлатӑр, санӑ варӑ нимӗн те пӑшӑрхантарас ҫук, эсӗ нихҫан та, ӗмӗр-ӗмӗрех нимӗн ҫинчен те хуйхӑрмастӑн».

и чтобы ветер шептался с вершинами деревьев и ласково играл с травой и цветами на могиле; не о чем больше горевать и беспокоиться; и это уже навсегда.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашки ҫулсенче хӑшпӗр тӑрӑхра ял хуҫалӑх ӗҫӗсене тивӗҫлӗ шайра туса пыманран ҫӗрӗк тӑпри сахалланнине палӑртмалла.

За последние годы, надо отметить, что из-за ненадлежащего ведения сельского хозяйства, в некоторых окрестностях органические вещества в земле иссякают.

Пулӑхлӑ тӑпра – чӑн тупра // Вячеслав АЛЕКСЕЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2822-pul ... ch-n-tupra

Ученӑйсем шутланӑ тӑрӑх, ҫӗрӗк тӑпри 1 см тарӑнӑш пуҫтарӑнтӑр тесен 100 ҫул кирлӗ.

По подсчетам ученых, чтобы органические вещества накопились толщиной 1 см, необходимо 100 лет

Пулӑхлӑ тӑпра – чӑн тупра // Вячеслав АЛЕКСЕЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2822-pul ... ch-n-tupra

Ҫӗр пулӑхӗ мӗнле пулнине гумус – ҫӗрӗк тӑпри – кӑтартать.

Насколько почва плодородна, показывает гумус - органические вещества почвы.

Пулӑхлӑ тӑпра – чӑн тупра // Вячеслав АЛЕКСЕЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2822-pul ... ch-n-tupra

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed