Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Ҫапла ӗнтӗ Вӑл сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, — хаклӑран та хаклӑ, ӗненменнисемшӗн вара — ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул, анчах кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул; 8. вӑл тата такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул хысакӗ пулӗ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫырура ҫапла каланӑ: «акӑ Эпӗ Сион никӗсне кӗтеслӗх чул — суйласа илнӗ, хаклӑран та хаклӑ чул — хуратӑп, Ӑна ӗненекен намӑса юлмӗ» тенӗ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл — ҫынсем тиркенӗ, анчах Турӑ суйласа илнӗ чӗрӗ, хаклӑ чул; Ун патне пырса, 5. хӑвӑр та чӗрӗ чул пулса, хӑвӑртан тап-таса ҫурт туса хурӑр, ҫапла Иисус Христос урлӑ Турӑ кӑмӑлне килекен сӑваплӑ парнесем кӳрсе тӑма таса священниксем пулӑр.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурне те ӗҫӗсене кура тӗрӗссипе сут Тӑвакана эсир Атте теетӗр пулсассӑн, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӗре хӑраса пурӑнса ирттерӗр; 18. хӑвӑр пӗлетӗр: аҫӑрсенчен юлнӑ хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫран сире тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе хӑтарман, 19. пӗр айӑпсӑр, тап-таса Путек пек пулнӑ Христосӑн хаклӑ Юнӗпе хӑтарнӑ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗртен хаклӑ ҫимӗҫ кӗтет, малтанхи ҫумӑрпа кайранхи ҫумӑр пуличченех уншӑн вӑрахчен тӳссе тӑрать.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен ӑна епле хаклӑ чулсемпе, ҫынсем кӳнӗ парнесемпе илемлетнӗ тесе калаҫнӑ чухне 6. Иисус каланӑ: ҫавӑн пек кунсем ҫитӗҫ, эсир кунта мӗн курни вырӑнӗнче чул ҫине чул та юлмӗ; йӑлтах аркатӗҫ, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ вӗҫен кайӑкран хаклӑ, тенӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче апат ҫисе ларнӑ чухне пӗр хӗрарӑм алаватсӑр савӑтпа хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен тунӑ мирӑ илсе пынӑ; савӑтне ҫӗмӗрсе ҫӑвне Ун пуҫӗ ҫине юхтарнӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иисус Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче пулнӑ чухне 7. Ун патне пӗр хӗрарӑм алавастӑр савӑтпа хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ та ӑна кӗрекере ларакан Иисус пуҫӗ ҫине юхтарнӑ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр купса паха ӗнчӗ шырать: 46. вӑл пӗр хаклӑ ӗнчӗ курнӑ та, вара хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне кайса сутса, ҫав ӗнчӗне туяннӑ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Санӑн аслӑ пукану хаклӑран та хаклӑ, Санӑн мухтавна пӗлсе ҫитереймӗн, Санӑн умӑнта ҫилпе вутра ӗҫлесе тӑракан Ангелсен ҫарӗ чӗтресе тӑрать, Санӑн сӑмаху — тӗрӗс, Эсӗ калани — тавлашусӑр чӑнлӑх, 22. Эсӗ хушни — ҫирӗп, Эсӗ хӑрушӑ тытса тӑратӑн, куҫупа тӗпсӗр вырӑнсене типӗтсе хӑваратӑн, Санӑн ҫиллӳ тусене ирӗлтерсе ярать, Санӑн чӑнлӑху ӗмӗр-ӗмӗре пырать!
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
103. ашшӗсем — ывӑлӗсемшӗн, ывӑлӗсем — ашшӗ-амӑшӗшӗн, пиччӗш-шӑллӗсем — пиччӗш-шӑллӗсемшӗн, тӑванӗсем — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн е тус-юлташӗсем хӑйсен хаклӑ ҫыннисемшӗн Ҫӳлти Турра тархаслама пултараҫҫӗ-и? терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Халь хӑвах шухӑшласа пӑх-ха: мӗскер хаклӑ, мӗскер хӑй патне туртать — нумаййи-и е сайра тӗл пулаканни-и?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Эсӗ сӑваплисем нумай мар, сахал, йӗркесӗр ҫынсем вара нумаййӑн терӗн, ун пирки ӗнтӗ акӑ ҫакна итле: 52. санӑн хаклӑ чул питех те сахал пулсассӑн, эсӗ ӑна нумайрах тӑвассишӗн унӑн шутне тӑхлан тата тӑм хушмастӑн-ҫке; тӑхланпа тӑм шутсӑр нумай, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Вӑл мана каларӗ: ҫӗр чӑмӑрне пултаричченех, тӗнче чиккине палӑртичченех, ҫилсем вӗрме пуҫличченех, 2. аслати сасси илтӗничченех, ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫличченех, рай никӗсӗ ҫирӗпленичченех, 3. хӳхӗм чечексем курӑничченех, ҫӑлтӑрсенӗн ҫулне йӗркелекен вӑйсем ҫирӗпленичченех, ангелсен имсӗр-сумсӑр ҫарӗсем пуҫтарӑничченех, 4. ҫӳллӗ тӳпене пултаричченех, тӳпепе ҫӗр чиккине палӑртичченех, Сион никӗсне ҫирӗплетичченех, 5. ҫак ӗмӗр пуҫланса кайичченех, ҫылӑхлисен усал шухӑшӗсене уйӑрса иличченех, ӗненӗве чи хаклӑ мула упранӑ пек тытса тӑракансем ҫине пичет пусичченех 6. Эпӗ пултарма шухӑшларӑм та — пурне те никам урлӑ та мар, пӗр Эпӗ Хам пултартӑм; ҫавӑн пекех вӗҫӗ те никамран та мар, Манранах пулӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Хаклӑ ывӑлусем санӑн туллиех.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иудея ҫӗрӗ Симон ӗмӗрӗнче канӑҫлӑ тӑнӑ; вӑл хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ, унӑн вӑйӗ-вӑйӑмӗ, унӑн мухтавӗ халӑхшӑн яланах хаклӑ пулнӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫапла ӗнтӗ эпир Иудея халӑхӗн ҫӗрӗ халӗ мӗн чухлӗ, ҫавӑн чухлех пултӑр тетпӗр, Самарирен уйӑрса Иудея ҫумне хушнӑ виҫӗ ҫӗр те — Аферема, Лидда, Рамафем — вӗсенех пултӑр; вӗсенӗн Иерусалимри священникӗсен мӗн пурри пӗтӗмпех хӑйсенех пултӑр, вӗсемшӗн, ӗлӗкхи пек, ҫулсерен патшана тӳлесе тӑмалла ан пултӑр, тырӑ-пулӑран та, йывӑҫ ҫимӗҫӗнчен те, 35. урӑх япаларан та вуннӑмӗш пайне илесси, ытти йышши хырҫӑ пухасси, тӑвар кӳллисемшӗн, хаклӑ парнесемшӗн тӳлев илесси ан пултӑр, халиччен эпир илсе тӑни пӗтӗмпе хӑйсенех пултӑр.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Ҫурчӗ чысран тухнӑ ар пек пулса юлчӗ, 9. унӑн хаклӑ савӑтне-хатӗрне тыткӑна илсе кайрӗҫ, пӗчӗк ачасене урамра вӗлерсе тӑкрӗҫ, яш ачасем тӑшман хӗҫӗ айӗнче тӗп пулчӗҫ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ылтӑнне те, кӗмӗлне те, хаклӑ йышши савӑтсене те, пытарса хунӑ мула та мӗн шыраса тупнине пуҫтарса тухнӑ.23. Взял и серебро, и золото, и драгоценные сосуды, и взял скрытые сокровища, какие отыскал.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.