Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗветӗрпе Коля сехет валли ятарласа тунӑ ещӗке алӑк патӗнчен тӗпелелле куҫараҫҫӗ, вара Михала илемлӗ янраса ҫапакан сехете стена ҫумне пӑта ҫапса ҫакать.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Паймук хуҫа хӑмла пресласа сутма пуҫларӗ, ятарласа брикетланӑ хӑмлана Кутемертен Хусана сӑра завочӗ валли турттарма пуҫларӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗртен-пӗр ывӑлӗ Микула итлемерӗ ашшӗне: ҫӑмарта хуҫи шутне кӗрсен, кив пӳрте каялла сиктерсе лартрӗ (ӑна вара кайри пӳрт тенӗ), малти пӳрчӗ валли ятарласа ҫармӑс енчен шултра хыр пӗренесем турттарса килчӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшине ҫичӗ картлашкаллӑ ҫенӗк умӗ тутарчӗ, икӗ пӳрчӗн никӗсне те кирпӗчпе ҫирӗплетрӗ, тӗренче вырӑнне хӑмапа виттерсе пӳрчӗсен ҫивиттисене ҫиелтен сӑмалапа сӑрлаттарчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хальхи хуҫасем ҫӑмарта сутти туни те Уҫӑп кӑмӑлне кайман: час ванакан-пӑсӑлакан япала вӑл ҫӑмарта, таҫта ҫӑва патне яма ун валли темӗн чухлӗ ещӗк хатӗрлес пулать, ҫӑмартине сийӗн-сийӗн сармашкӑн Ефремов хуҫаран ятарласа хатӗрленӗ сава турпасӗ илсе килес пулать, пӑти те кирлӗ: краҫҫынӗ те, ҫӑмарта суйланӑ ҫӗрте, тӗттӗм пӳлӗмре, пички-пичкипе пӗтет.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫав Кирле мучи тӑпри ҫинче халӗ Хусантан ятарласа илсе килнӗ тимӗр хӗрес ларать.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Александр Павлович та, сума суса, килтен ятарласа илсе килнӗ хӗрлӗ ҫӑмартана панӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пуҫхӗрлӗ ӳпӗнтернӗ сӗт чӳлмекӗ пек ҫӑра ҫӳҫлӗ пуҫне те ун чухне вӑл ятарласа ҫӳлелле каҫӑртнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хулара тепӗр чухне урана, ҫан-ҫурӑма ӗҫлеттерес тесе, темӗн чуль те ятарласа ҫуран утнӑ-чупнӑ.
X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Чусти лайӑх йӳҫсе хӑпарнӑран, минтер пекех кӑпӑшка та ҫемҫе килти ҫӑкӑр: хӗррисем такам ятарласа чӗпӗтсе тухнӑ лек кӑтӑр-кӑтӑр, пичӗ тулли те яка, тӳпене хӑпарса ҫитнӗ ҫуллахи хӗвел пекех.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ак тамаша, такамӑн ӑста алли ятарласа аппаланнӑ-ши, элле — тӗреклӗ те хулӑн вулӑллӑ хурӑн пӗкӗ пек авӑннӑ та тепӗр йывӑҫа ыталанӑ ҫул тӑрринче асамат кӗперӗ пек ҫакӑнса тӑрать вӑл халӗ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Хам ҫумра ятарласа вӗрентнӗ пек ҫумлӑн ҫӳрет.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
«МММ» пирамиди, эрех-сӑра пирки те телевизорпа ятарласа реклама кӑтартма тытӑнчӗҫ те, мӗн тутӑр ҫамрӑк йӑх?
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Ятарласа уҫнӑ милици шкулӗсенче вӗреннӗ теме пулать-ха.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Халӑх суйланӑ депутатсем вӗсене кирлӗ саккунсем ятарласа йышӑнса пыраҫҫӗ тени тӗрӗс сӑмах пулмалла.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Вӑл ҫулсенче ачасене шкула каяс умӗн килте ятарласа шутлама та, вулама та, ҫырма та вӗрентмен.
Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.
Ӑна ятарласа уҫаканӗ тата пӗрремӗш вӗрентекенӗ — паллӑ чӑваш сӑвӑҫи Н.В. Шупуҫҫынни (Васильев).
Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.
Ку правӑсене ҫапла пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ: пӗлӳ илес тата профессие вӗренес тӗлӗшпе, ӗҫре, уншӑн тӳлес тата ӗҫре пысӑкрах вырӑна уйӑрса лартас, обществӑпа политика тата культура ӗҫне хутшӑнтарас тӗлӗшпе хӗрарӑмсене арҫынсемпе пӗр тан майсем туса панине, ҫавӑн пекех хӗрарӑмсен ӗҫне, вӗсен сывлӑхне сыхлас енӗпе ятарласа мерӑсем йышӑннипе; хӗрарӑмсене ӗҫлеме те, ача пӑхма та май паракан условисем туса панипе; ача амӑшӗсемпе ачасене право енчен хӳтӗленипе, пурлӑхпа тата мораль тӗлӗшӗнчен хавхалантарнипе, ҫав шутра йывӑр ҫын хӗрарӑмсемпе ача амӑшӗсене тӳлевлӗ отпусксем тата ытти ҫӑмӑллӑхсем панипе, пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑмсен ӗҫ вӑхӑтне майӗпен чакарса пынипе.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Каҫхи апат вӗҫленсе пынӑ чухне апатланмӑша тарҫӑ кӗрсе тӑчӗ, Лоуден ятарласа янӑ ҫын килнине хыпарларӗ.Приближался конец ужина, когда в столовую вошел слуга, докладывая, что явились от Лоудена.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.
Юхан шыв варринче ҫӳлелле самаях тӑртанса шӗвӗр кӗтеслӗ чул катрамӗ выртать, — ҫапкаланчӑка курӑнакан енӗ ятарласа якатнӑн тип-тикӗс, шӑйрӑк-кӑтрашкасӑр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Ҫак кун умӗн, ятарласа килекенсене паян ирхине парса ямалли апат-ҫимӗҫӗн тӗрме ведомоҫне каҫхине илсенех, Стомадор ҫӗрле ӗҫлесе тавара малтанах хатӗрлесе хучӗ: виҫрӗ, чӗркерӗ, карҫинккасене тултарчӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.