Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урӑххине (тĕпĕ: урӑххи) more information about the word form can be found here.
7. Федераци саккунӗпе урӑххине палӑртман пулсан, регионти операторсен ӗҫ-хӗл зонисене Чӑваш Республикин пӗтӗм территорийӗ кӗме тивӗҫлӗ тата вӗсем пӗр-пӗрин ӗҫне чӑрмав кӳмелле мар.

7. Если иное не установлено федеральным законом, зоны деятельности региональных операторов должны охватывать всю территорию Чувашской Республики и не должны пересекаться.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №17 от 30 марта 2018 г.

Тепӗр самант кӗтетӗп те, асту, хӑв айӑплӑ, урӑххине чӗнсе илетӗп, сана вара каюк! ак ҫак хаҫатпах.

Все, жду еще минуту, и тогда тебе каюк, вот этой же газетой, другого позову.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Унӑн хӑйне валли урӑххине суйласа илмелли ҫук.

Другого выхода нет.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Тӳлерӗр, анчах пирӗн сирӗнле урӑххине шутламаллисем те пур, — терӗ Джо, тухтӑр патнелле пырса.

— Да, только есть за вами и еще должок, — начал индеец, подступая к доктору.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫылӑха каҫарттарма тивӗ, унсӑрӑн мӑшӑрӑр урӑххине тупӗ.

Help to translate

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Вӑл урӑххине хур тунӑ сас-хура ҫамрӑксен хушшинче часах сарӑлчӗ.

Среди молодежи быстро распространился слух об обиде другой.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Эмилия халӗ урӑххине тупнӑ. Намӑс мӗнне пӗлмест, йӑхӗ ҫавнашкал вӗсен. Ҫапах вӑл Абрашевпа та тӗл пулма чарӑнмасть, ун хыҫҫӑн арҫын килӗнче арӑмӗпе вӑрҫӑнать, ясар ясара шанмасть теҫҫӗ вӗт, кӗвӗҫнипе хӗнет», — терӗҫ ял хӗрарӑмӗсем.

Help to translate

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

17. Ӳт — Сывлӑша кирлӗ маррине, Сывлӑш ӳте кирлӗ маррине тӑвасшӑн: вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫ пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа эсир хӑвӑр тӑвас тенине мар, урӑххине тӑватӑр.

17. ибо плоть желает противного духу, а дух - противного плоти: они друг другу противятся, так что вы не то делаете, что хотели бы.

Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13-14. Эпир сире ҫак хӑвӑр ӑнланма пултараканнине ҫеҫ ҫыратпӑр, урӑххине ҫырмастпӑр; эпӗ шанса тӑратӑп: эсир, пире ӑнланма пуҫланӑскерсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче пӗтӗмпех ӑнланса илетӗр, ун чухне эпир сирӗнпе мухтанма пултарнӑ пек, эсир пирӗнпе мухтанатӑр.

13. И мы пишем вам не иное, как то, что вы читаете или разумеете, и что, как надеюсь, до конца уразумеете, 14. так как вы отчасти и уразумели уже, что мы будем вашею похвалою, равно и вы нашею, в день Господа нашего Иисуса Христа.

2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Эй тӑванӑмсем, пуринчен ытла тӳпепе ҫӗре асӑнса тупа ан тӑвӑр, мӗне те пулин урӑххине асӑнса та тупа ан тӑвӑр; айӑпа юлас мар тесен, сирӗн «ҫапла, ҫапла», «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр.

12. Прежде же всего, братия мои, не клянитесь ни небом, ни землею, и никакою другою клятвою, но да будет у вас: «да, да» и «нет, нет», дабы вам не подпасть осуждению.

Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӗсене тупайман та вара Иасонпа хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ, хӑйсем ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: ҫак ҫынсем, пӗтӗм тӗнчипе пӑлхатса ҫӳрекенскерсем, кунта та килнӗ, 7. Иасон вӗсене хӑй патне кӗртнӗ, вӗсем пурте кесарь вырӑнне урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ, кесарь хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, тенӗ.

6. Не найдя же их, повлекли Иасона и некоторых братьев к городским начальникам, крича, что эти всесветные возмутители пришли и сюда, 7. а Иасон принял их, и все они поступают против повелений кесаря, почитая другого царем, Иисуса.

Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вӗсем Иисус патне пырсан каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн пире Сан патна ыйтма ячӗ: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» терӗ, тенӗ.

20. Они, придя к Иисусу, сказали: Иоанн Креститель послал нас к Тебе спросить: Ты ли Тот, Которому должно придти, или другого ожидать нам?

Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Иоанн вара, хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне чӗнсе илсе, Иисус патне: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» тесе ыйтма янӑ.

19. Иоанн, призвав двоих из учеников своих, послал к Иисусу спросить: Ты ли Тот, Который должен придти, или ожидать нам другого?

Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

57. Хӑшӗ-пӗри ура ҫине тӑрсах Ӑна хирӗҫ кӳнтелесе ҫапла каланӑ: 58. Вӑл: «этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑп та виҫӗ кунран урӑххине, алӑпа туманнине, туса лартӑп» тесе каланине эпир хамӑрах илтрӗмӗр, тенӗ.

57. И некоторые, встав, лжесвидетельствовали против Него и говорили: 58. мы слышали, как Он говорил: Я разрушу храм сей рукотворенный, и через три дня воздвигну другой, нерукотворенный.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӑл вӗсене ҫапла калать: эсир хытӑ чӗреллӗ пулнӑран Моисей сире арӑмӑрсене уйӑрса яма ирӗк панӑ; малтан апла пулман; 9. Эпӗ сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать; уйӑрса янӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать, тет.

8. Он говорит им: Моисей по жестокосердию вашему позволил вам разводиться с женами вашими, а сначала не было так; 9. но Я говорю вам: кто разведется с женою своею не за прелюбодеяние и женится на другой, тот прелюбодействует; и женившийся на разведенной прелюбодействует.

Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чухне Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне Унран: 3. «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» тесе ыйтма янӑ.

2. Иоанн же, услышав в темнице о делах Христовых, послал двоих из учеников своих 3. сказать Ему: Ты ли Тот, Который должен придти, или ожидать нам другого?

Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Даниил патшана ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвӑн парнӳсем хӑвнах юлччӑр, ят-сума та урӑххине пар; мӗн ҫырнине эпӗ патшана ахалех вуласа, ӑнлантарса парӑп.

17. Тогда отвечал Даниил, и сказал царю: дары твои пусть останутся у тебя, и почести отдай другому; а написанное я прочитаю царю и значение объясню ему.

Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Хӑвӑн аслӑлӑхна урӑххине ан пар, хӑвӑншӑн усӑллине ют халӑха ан пар.

3. Не отдавай другому славы твоей, и полезного для тебя - чужому народу.

Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, ку — Манӑн ятӑм, Хамӑн мухтавлӑхӑма урӑххине, Хамӑн чапӑма йӗрӗхсене памастӑп.

8. Я Господь, это - Мое имя, и не дам славы Моей иному и хвалы Моей истуканам.

Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Патшан кӑмӑлӗ пулсан, вӑл ҫирӗп хушу кӑлартӑр: Астинь ӗнтӗ Артаксеркс патша умне урӑх ан курӑнтӑр, ун хисеплӗ вырӑнне патша урӑххине, унран лайӑхраххине, патӑр, ҫак йӗрке Персипе Миди саккунӗсене кӗрсе ҫирӗплентӗр, ӑна каялла тумалла ан пултӑр.

19. Если благоугодно царю, пусть выйдет от него царское постановление и впишется в законы Персидские и Мидийские и не отменяется, о том, что Астинь не будет входить пред лице царя Артаксеркса, а царское достоинство ее царь передаст другой, которая лучше ее.

Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed